Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫсӗр тесе пособи илсе пурӑннӑ. Унӑн кӗсйине пӗтӗмпе 83 пин тенкӗ кӗнӗ.
Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа ҫак 55 ҫулти хӗрарӑм ӗҫсӗррисен йышне тӑнӑ. Паллах, куншӑн ӑна уйӑхсерен пособи панӑ. Янтӑ укҫа унӑн енчӗкне кӗнӗ.
Анчах ҫак хӗрарӑм пӗлтӗр ҫурла-чӳк уйӑхӗсенче Улатӑрти пӗр коммерци организацийӗнче килӗшӳпе ӗҫленӗ.
Организацире вӑл шалу илсе тӑнӑ. Анчах кун пирки ӗҫпе тивӗҫтерекен центра пӗлтермен. Ҫапла майпа вӑл пособие саккуна пӑсса илсе тӑнӑ.