Республикӑра
![]() Чӑваш Енри хыснаран нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшас тӗллевпе 800 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет. Палӑртмалла: пирӗн республикӑра нумай ачаллӑ 12 пин ытла ҫемье пурӑнать. Ку уйӑхра 3814 кунашкал ҫемье пособи илнӗ. Ку тӗллевпе хыснари 40 миллион ытла тенкӗ тӑкакланнӑ. Правительство пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑшӑн пособи тӳлемешкӗн 793,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ӑна пур ҫемье те тивӗҫеймест. Кунашкал пособие илес тесен ҫемье тупӑшӗ Чӑваш Енре пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫинчен ытларах пулмалла мар. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |