
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремри Константин Ивановӑн палӑкӗ умне чечек хурӗҫ.
Аса илтерер: вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ ҫут тӗнчене ҫав кун килнӗ. Поэта сума сӑвакансем ҫуллен ҫавӑнта пухӑнаҫҫӗ. Кун пирки К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗлтернӗ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Тутарстани Пӑвара Иван Яковлевӑн бюстне уҫнӑ.
Постамента гранитран хатӗрленӗ, хӑй бюстне – пӑхӑртан. Ӑна РОНОна хирӗҫ вырнаҫнӑ Ача-пӑча ӳнер шкулӗ умне лартнӑ.
Палӑк авторӗ – паллӑ скульптор Владимир Нагорнов. Укҫан вырӑнти Чӑваш наци культура автономийӗн председателӗ Владимир Ильин пулӑшнӑ.
Пӑва районӗн пуҫлӑхӗ Ранис Камартдинов каланӑ тӑрӑх, ку чӑваш алфавитне йӗркелесе янӑ Иван Яковлевича хисеплени, унӑн ҫитӗнӗвӗсене манманни.

Куславкка округӗнче туса лартнӑ «Чӗмсӗр чикӗсен строительствине халалласа» ятлӑ мемориал кӗҫех тата хитреленӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ валли унта йӑлтах хӑтлӑх кӗртӗҫ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче мемориалти музея тӳлевсӗр кӗрсе курма май пулӗ. Экскурсисене 13 сехетре тата 15 сехетре ирттерме палӑртнӑ. Унччен вара территорие 200 ытла хыр, лиственница тата кӑвак чӑрӑш лартӗҫ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр мемориала 32 пине яхӑн ҫын килсе курнӑ. Музей пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче уҫӑлнӑ, унтанпа 1 пине яхӑн ҫын музейпа паллашнӑ. Унта «Пушкин карттипе» те кайса курма пулать.

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Шупашкарти Максим Горький палӑкӗ ҫине такамсем ӳкернине асӑрханӑ. Ҫакна полицие те пӗлтернӗ, ҫынсем сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне те вырнаҫтарнӑ.
Вырӑнти влаҫ палӑка икӗ хутчен тасатнӑ, анчах ун ҫине каллех такамсем ҫырса хунӑ.
Ҫак ӗҫе 9-ти тата 10 ҫулти хӗрачасем тунине палӑртнӑ. Вӗсем «шӗвӗ юр» спрейпа усӑ курса палӑк ҫине салам сӑмахӗ тата ятсем ҫырнӑ. Куншӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Канаш хулинче ҫӗнӗ арт-объект пур. Ӑна ҫак хуларах пурӑнакан Владимир Матвеев хатӗрленӗ. Ку хыпара Канашри патшалӑх службин тата управленийӗн лицейӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Владимир Ильич – 2-мӗш класри Кирилӑн ашшӗ.
Ку арт-объект – Юр кӳлепе. Ӑна тимӗртен хатӗрленӗ. Юр кӳлепене Канаш администрацийӗ умӗнче Ленин палӑкӗпе юнашар вырнаҫтарнӑ.

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинче СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан палӑкне уҫнӑ.
Ҫав ятпа ирттернӗ меропритие культура министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский, артистка ӗҫленӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем, сцени ӑстин ҫемйи пырса ҫитнӗ.
Светлана Каликова палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, чӑваш халӑхне Вера Кузьмина пулнишӗн питӗ ӑннӑ. Чӑн та, Вера Кузьмина калӑпланӑ сӑнарсем халӑх асӗнче юлӗҫ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умне аслӑ вӗрентекенӗмӗре сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ. Йышра тӳре-шарапа культура тата вӗрентӳ ӗҫченӗсем пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ умӗнчи сквер умӗнчи палӑк умне пухӑннисем хальхи вӑхӑтри чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫинчен ӑшӑ сӑмахсем нумай каланӑ, чечек хунӑ.
Аса илтерер: Иван Яковлев 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Хӗрлӗ Чутайӗнче Вячеслав Эткер скульпторӑн «Пехил» монументпа декораци скульптура композицине вырнаҫтарнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн наци йӑли-йӗркине, несӗлӗмӗрсене сума сунине палӑртакан ҫав ӗҫпе Ҫӗнтерӗве 50 ҫул паркра паллашма пулать.
Вячеслав Эткер — Чӑваш Енри художниксен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Ыттисем асӑрхаман эреветлӗхе витӗр куракан ҫак ӑстан йывӑсран касса тунӑ ытарайми илемлӗ ӗҫӗсем хамӑрӑн аваллӑхӑмӑра, эткерлӗхӗмӗре, тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян культурине сума сума вӗрентеҫҫӗ.

Чӗмпӗрте ӗҫлесе пурӑнакан чӑваш скульпторӗн Николай Кондрашкинӑн «В единстве — сила» (чӑв. Пӗрлӗхре — вӑй) проектне Чӑваш Енӗн патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Автор ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе наци культурипе ӳнерне аталантарас, пӑлхар чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллаштарас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн тӑратнӑ.
Аса илтерер, асӑннӑ проекта скульптор Шӑмӑршӑра пурнӑҫа кӗртет. Пӗлтӗр унта Атӑлҫи Пӑлхар патшин Кӑтракӑн палӑкне лартнӑ.
Кӑтрак — Кубрат хан ывӑлӗ. Хасарсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Аслӑ Пӑлхартан пирӗн несӗлсем вӑл ерсте пынипе Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ, хальхи Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне пуҫарса янӑ.

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Синкӗл районӗнчи Ялавӑрта Петр Маркин ҫыравҫа халалласа палӑк уҫнӑ. Унӑн авторӗ — Чӗмпӗр чӑвашӗ, Николай Кондрашкин скульптор.
Тимӗрпе бетонран тунӑ палӑка Пётр Маркин ячӗпе хисепленекен вулавӑш умӗнче лартнӑ. Ялавӑр — Чӗмпӗртен иртсен Самар еннелле кайнӑ енче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ ялта ҫавӑн пекех СССР халӑх артисчӗ Алексей Ургалкин ҫуралнӑ.
Пётр Маркин пӗр вӑхӑт Хусанта, унтан Шупашкарти «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ, чӑваш телевиденийӗнче 22 ҫул ӗҫленӗ.
