Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫи лавккасенчен пӗрне 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Унта вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутнӑ.
Лавкка хуҫи — «Центркоопторг» тулли мар яваплӑ общество. Ӑна Роспотребнадзорӑн тата прокуратурӑн ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ.
Организаци тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Арбитраж сучӗ лавккана 150 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи харпӑр усламҫӑ лавккинче срокран тухнӑ сӑра тупнӑ. Ҫакна прокуратура тупса палӑртнӑ.
Сентресем ҫинчи сӑран тата алкогольсӗр сӗткенсен срокӗ тухнӑ, анчах вӗсене пур пӗрех пуҫтарман, сутнӑ. Пӗтӗмпе унашкал 15 кӗлене тупса палӑртнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокуратури харпӑр усламҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Материалсене пӑхса тухмашкӑн ярса панӑ.
Шупашкарта арҫыннӑн питӗ эрех ӗҫес килсе кайнӑ та вӑл лавкка алӑкне ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Унтан вӑл икӗ кӗленче йӑтса тухнӑ.
Супермаркетра сигнализаци ӗҫлесе кайни пирки ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 45 минутра полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем юр ҫинче ура йӗррисем пулнине асӑрханӑ. Ун тӑрӑх кайнӑ та – ҫывӑхри ҫурт патне, Николаев урамне, илсе ҫитернӗ.
Подъзда кӗрсен йӗпе йӗрсем хваттер патнех илсе ҫитернӗ. 42 ҫулти арҫын эрех вӑрланине тунман та, сӗтелӗ ҫинче ҫав ике кӗленче ларнӑ, пӗрне уҫса ӗҫме ӗлкӗрнӗ. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче арҫын лавккаран эрех вӑрлама пуҫланӑ. Ҫакна унта апат-ҫимӗҫ туянма кӗнӗ полицейскисем курнӑ.
19 сехет те 31 минутра полици ӗҫченӗсем Ирина Москирякова тата Анжелика Иванова Совет урамӗнче вырнаҫнӑ лавккана апат-ҫимӗҫ туянма кӗнӗ. Вӗсен ун чухне канмалли кун пулнӑ.
Тавар туяннӑ май полицейскисем пӗр арҫын эрех кӗленчине йӑтса тахма хӑланнине асӑрханӑ. Лешӗ тухса тарма пуҫтарӑннӑ, кусем вара ун хыҫҫӑн чупнӑ.
Пӗр полицейски тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Полици нарячӗ ҫитиччен вӗсем арҫынна хӑваласа ҫитсе тытса чарнӑ.
46 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Хальхинче те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе апат-ҫимӗҫ гипермаркечӗсене QR-кодпа кӗртме тытӑнӗҫ. Ку апат-ҫимӗҫсӗр пуҫне ытти тавара сутакан пысӑк лавккасене пырса тивет.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Экономика министерствине «нормӑна» хатӗрлеме ыйтнӑ. Чи малтанах ку чару мӗн пысӑкӑш лаптӑклӑ лавккасене пырса тивнине палӑртмалла.
Ку чаруна кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен вӑя кӗртӗҫ. Элтепер унччен ҫынсем хатӗрленессе шанать. 3 эрнере вакцинациленме ӗлкӗрӗҫ-мӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗ кӑшӑвруспа ҫыхӑннӑ черетлӗ хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ.
Документра каланӑ тӑрӑх, обществӑлла апатлану предприятийӗсем 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 23 сехетрен пуҫласа 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлемӗҫ. Вӗсенчен апата киле илсе кайма вара чармӗҫ.
Транспорта маскӑсӑр ҫынсене лартма юрамӗ.
Предприяти-организаци ертӳҫисене 60 ҫултан аслӑрах, вакцинаци тутарман ҫынсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерме; кӑшӑлвирусран прививка тутаракансене икӗ кун кантарма сӗннӗ.
Медицина хатӗрӗсем сутакан суту-илӳ объекчӗсене, влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене вара прививка тунине тӗрӗслесе кӗртме пӑрахӗҫ.
Культура, спорт, потребитель рынокӗн объекчӗсене кӗме унчченхиллех е QR-код, е ПЦР-тест, е кӑшӑлвируспа чирлесе ирттерни ҫур ҫул ҫитменнине ҫирӗплетсе паракан справка кирлӗ пулӗ.
Шупашкарти пысӑк суту-илӳ центрӗсенчи ҫынсене эвакуациленӗ. Ку хыпара тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри «Подслушано Чебоксары» (чӑв. Шупашкарта итленӗ) пабликра пӗлтернӗ.
Унта ҫырнине ӗненсен, ҫынсене «Мадагаскар», «Мега Молл» тата «Волжский» стуту-илӳ центрӗсенчен эвакуациленӗ. Асӑннӑ паблик хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗсенче сирпӗтекен хатӗр хуни ҫинчен электрон почтӑпа ҫырусем ҫитнӗ.
Ятарлӑ службӑсем суту-илӳ центрӗсене тӗрӗсленӗ, сирпӗтмелли хатӗрсем вӗсенче тупӑнман.
Шупашкар хулинчи лавккасенчен пӗри хаклӑ эрехсӗр тӑрса юлнӑ. Ӑна пӗр арҫын вӑрланӑ тесе шухӑшланӑран Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫавӑн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.
Элита шутланакан эрех кӗленчисӗр тӑрса юлнӑ суту-илӳ точки хулари Трактор тӑвакансен культура керменӗнче вырнаҫнӑ иккен. Ҫав эрех 10 пине яхӑн тенкӗ тӑнӑ.
Элита эрехе лавккари камера ҫине лекнӗ арҫын вӑрламан-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сӑнран пӑхсан вӑл 35-40 ҫулсенче, 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Шурӑ толстовка, хура шӑлавар, тӗксӗм бейсболка тӑхӑннӑ.
Арҫынна уйӑрса илнисене йӗрке хуралҫисене 8-927-668-70-35, 8 (8352) 63-00-02 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисенчен 43 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, лавккана кайсан карас телефонне ҫухатнӑ.
Хӗрарӑм Университет урамӗнчи суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче пулнӑ. Унта вӑл телефона кӑларса ӳкернӗ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, 20 пин тенкӗ тӑракан ҫухалнӑ аппарата пӗр каччӑ илнӗ. Сӑнран пӑхсан вӑл 25-30 ҫулсенче, 170-175 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Хӑй сӑрӑ тӗслӗ курткӑпа, кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ.
Каччӑна уйӑрса илнисене йӗрке хуралҫисене ҫак номерсемпе: 8 (8352) 24 09 27 е 102 — пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм ют ҫын карттипе усӑ курнӑ. Ҫыннӑн банк карттипе вӑл апат-ҫимӗҫ лавккисенче 10 пине яхӑн тенкӗлӗх тавар туяннӑ.
Банк карттине 44 ҫулти хӗрарӑм ҫухатнӑ. Шупашкарта пурӑнакан ҫав ҫын картта ҫинчен 10 пине яхӑн тенкӗ ҫӗтни пирки смс-ҫыру килсе йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Лавккара ют ҫын карттипе апат-ҫимӗҫ туяннӑ ватӑ хӗрарӑм видеокамера ҫине лекнӗ. Ӑна шыранине пӗлтерсе массӑллӑ информаци хыпарӗсенче хыпарланӑ. Амӑшне йӗрке хуралҫисем шыранине ватӑ ҫынна хӗрӗ пӗлтернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ, ҫын карттипе усӑ курнишӗн питех те ӳкӗннине, парӑма ҫывӑх вӑхӑтра татассине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |