
Чӑваш Енри юрӑҫ Тайландра иртнӗ илем конкурсӗнче палӑрнӑ.
Зинаида Раймова Miss Tourism Queen International конкурса хутшӑннӑ та унта вӑл 4-мӗш вице-миссис пулса тӑнӑ.
Илем конкурсне 21 ҫӗршыври ҫамрӑк хӗрарӑмсем хутшӑннӑ.
Илем конкурсӗнче чи хитри тесе Вьетнам хӗрне палӑртнӑ. Финала лекнисен топӗнче — Камбоджа, Филиппин, Ҫӗнӗ Зеланди ҫӗршывӗнчи хӗрсем.

Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Профессире чи лайӑххи» конкурспа килӗшӳллӗн иртнӗ «Каменщик» номинацире ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ.
Кӑҫал чи лайӑххин ятне илессишӗн республикӑри ертсе пыракан строительство организацийӗсенче тӑрӑшакан 9 специалист вӑй виҫнӗ. Конкурса хутшӑнакансем теори пӗлӗвне кӑтартнисӗр пуҫне эрешлесе кирпӗч хунӑ: «26» эреш пулса тухнӑ.
Конкурсра «СЗ «Стройтрест №3» АОра ӗҫлекен Алексей Петрянкин мала тухнӑ. Вӑл ку организацире 20 ҫула яхӑн вӑй хурать. 2024 ҫулта вара тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята тивӗҫнӗ.
Иккӗмӗш вырӑна – Юрий Матвеев, виҫҫӗмӗш вырӑна Дмитрий Шагаров тухнӑ.
Финал Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ специалист Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи чиперкке Светлана Григорьева Чӑваш Республикин чысне «Тӗнчен Раҫҫей мисӗ» конкурсра хӳтӗлӗ.
Вӑл республика шайӗнче иртнӗ конкурсра мала тухнӑ. Светлана Шупашкарти Агрегат савучӗн культура керменӗнче ӗҫлет, «Трактор савутӗнчи» проектсене ертсе пырать. Кунсӑр пуҫне ташӑ студине ертсе пырать. Вӑл – икӗ хӗрача амӑшӗ.
Хӗрӗсем хӑйсем те унччен «Чӑваш Енри ҫамрӑк мисс» конкурса хутшӑнса мала тухнӑ. Шӑпах вӗсем амӑшне илем конкурсне хутшӑнма хавхалантарнӑ та.
Финал ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Мускавра иртӗ.

Чӑваш Енри вӗрентекен Раҫҫейре чи лайӑххисен йышне лекнӗ. Сӑмах – Татьяна Константинова пирки.
Вӑл Финанс университечӗн Канашри филиалӗнче студентсене вӗрентет. Педагог Пӗтӗм Раҫҫейри инноваци технологийӗсен «Чи ҫамрӑк преподаватель» конкурсне хутшӑнса палӑрнӑ.
Пӗрремӗш тапхӑрта ҫӗршыври 500 ытла вӗрентекен тупӑшнӑ. Иккӗмӗш тапхӑра 80 ҫын лекнӗ. Унта Татьяна Вячеславовна хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Жюри ӑна пысӑк хак панӑ. Ҫапла пирӗн ентеш 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Татьяна Константиновӑна Патшалӑх Думин ӑслӑлӑхпа аслӑ вӗрентӗвӗн комитечӗн пӗрремӗш ҫумӗн Тав хучӗпе те чысланӑ. Ӑна Татьяна вӗрентӗве пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ.

Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерстви республика шайӗнче «Ача садӗнчи Акатуй» конкурс ирттерет. Унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртӗ. 1-мӗшӗ – муниципалитет тапхӑрӗ. Вӑл ҫӗртмен 1-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫӗртмен 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ. 2-мӗш тапхӑр – республика шайӗнчи. Вӑл ҫӗртмен 15-17-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче финал Шупашкарти 203-мӗш ача садӗнче пулӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.
Республика шайӗнчи конкурсра ҫак критерисем хушма балсем парӗҫ: чӑвашла тухса калаҫни, «Контактра» халӑх тетелӗнче #НЕДЕЛЯАКАТУЙ21 хэштегпа публикацисем вырнаҫтарни, шкул ачисем хутшӑнни тата оригиналлӑ шухӑша пурнӑҫлани.
Ыйтса пӗлмелли телефон: 58-47-19 (122 хушмалла), 58-37-89, (118 хушмалла).

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Этелек ялӗнче чӑваш халӑх ташшин облаҫри конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Пушкӑрт Республикин халӑх артистне Н.И. Осипова халалласа йӗркеленӗ.
Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче иртнӗ ҫак уява Похвиҫнӗ, Клевлӗ, Шунтал тата Чаллӑпуҫ районӗсенчи 18 ушкӑн хутшӑннӑ. Самар тата Шупашкар хулисенчен уйрӑм юрӑҫсем килнӗ. Пурӗ 70 ытла ҫын хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Конкурса чӑвашсен «Пехил» обществи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ тата администраци пулӑшнипе ирттернӗ. Хутшӑннӑ пур ҫынна та дипломсемпе призсем панӑ. Шунтал районӗнчи «Зорюшка» ансамбль пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Транспортпа пулӑшнӑшӑн Шунтал районӗн администрацине тата «Пехил» обществӑн ертӳҫине О.Н. Зиновьевана тав тунӑ.

Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Автоледи 2026» конкурс иртӗ.
Хӗрарӑм водительсем машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑхра ӑмӑртӗҫ, чи маттуррисене хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ. Ҫавӑн пекех шоу-программа пулӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене часрах памалла – вырӑн питех нумай мар.
Сӑмах май, пӗлтӗр 30 хӗрарӑмран 12-шӗ ҫеҫ финала лекнӗ. Ун чухне пӗрремӗш вырӑна Екатерина Матвеева йышӑннӑ. Иккӗмӗш Марина Васильева пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Анастасия Чинаевӑпа Екатерина Ятрушева пайланӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем актер тата режиссер ӗҫӗсен «Ҫутӑ ӗмӗт» республикӑри фестиваль‑конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Фестивале Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркеленӗ.
Пӗрремӗш вырӑна «Нас бьют, мы летаем» постановкӑпа Антонина Казеева тухнӑ. «Юратуран вӑйли ҫук» композиципе Галина Кузнецова иккӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Куракансем кӑмӑлланӑ номинаци те пулнӑ. Кунта Григорий Петрова «Встреча» этюдшӑн (унта культура колледжӗн студенчӗсем Дарья Рябова тата Андрей Краснов вылянӑ) палӑрнӑ.
Театр «хӑюлӑхшӑн, пултарулӑхри шыравшӑн, фестивле хутшӑннӑшӑн» Алексей Александров, Никита Ильин тата Анастасия Емельянова ҫамрӑк артистсене те тав тӑвать.

Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫамрак юрӑҫ Елена Еремеева ҫӗршыври «Ачасен Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсран 2-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ.
Елена 10 пин ача хушшинче ҫирӗп суйлав витӗр тухса 13 финалист йышне лекнӗ. Финал тапхӑрӗнче вара ҫамрӑк вокалистсен йышӗнче вӑл 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Палӑртса хӑварар: Елена Еремеева Шупашкарти «5 октав» студире Татьяна Шереметьева патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Гала-концерта телевизорпа курма май пулӗ, ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче НТВ каналпа кӑтартӗҫ.

Шупашкарта мучисемпе кинемейсем юрӑ шӑрантарӗҫ. Хӑйсем ҫеҫ мар, мӑнукӗсемпе.
Шупашкар хулинчи Ветерансен канашӗ кӑҫал та «Две звезды: дедушка/бабушка и внук/внучка — 2026» (чӑв. Икӗ ҫӑлтӑр: асатте-кукаҫи/асанне-куками тата мӑнук) пултарулӑх конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ.
Конкурса кӑҫал Валентина Телей йӗркелесе пырӗ. Вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплеслӑ центрта музыка ертӳҫи пулса тӑрӑшать, кунсӑр пуҫне вӑл — маларах асӑннӑ канашӑн культура комитечӗн председателӗ те.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене sura.7070@bk.ru электрон почтӑпа ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8 927 667‑33‑14 (Валентина Владимировна).
Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ парнепе хавхалантарӗҫ.
