Ҫак ыйтӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе нумаях пулмасть ирттернӗ видеоконференцире хускатнӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсен тата ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен парӑмӗ икӗ хут ӳснӗ. Шӑп та лӑп эрне каялла, сӑмахран, ҫав укҫа виҫи 640 миллион тенке ҫитнӗ. Пуринчен ытла парӑмлисем — Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсем тата Улатӑрпа Шупашкар хули.
«Хӑш-пӗр муниципалитетра тепӗр хысна организацийӗсем парӑмсене пухса пыраҫҫӗ. Вӗсем газпа пӗрех тивӗҫтерӗҫ, ҫурта ӑшӑ ҫитӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Анчах малашне апла тумӑпӑр. Пире хамӑрӑн пуҫлӑхсем парӑмлисене газпа тивӗҫтерессине хӗсме хушу панӑ. Пачах чарса лартма та пултаратпӑр», — палӑртса хӑварнӑ республикӑри пысӑк газ предприятийӗн ертӳҫи.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хыркасси ялӗ, иккен, шывсӑр, газсӑр, ҫулсӑр пурӑнать. Ытти ялсенче ҫӑл пур пулсан кусен вӑл та ҫук иккен — типсе ларнӑ. Шыв патне вара ҫырмана ҫӳреҫҫӗ. Хӗлле, ҫырмари шыв шӑнса ларсан, юр шывӗпе пурӑнаҫҫӗ имӗш. Ялти ҫапларах лару-тӑру пирки «Ирӗклӗ хаҫат» пӗлтерет.
Хӑшӗ-пӗри, тен, республикӑра газпа тивӗҫтермен ялсем ҫук тесе те шутлӗ пулӗ, анчах йӑнӑшӗ — Хыркасси ялне ҫак ырлӑх ҫитеймен пулас. Унсӑр пуҫне лавкка ҫук, яла хытӑ ҫул кӗмест.
Аксарин ял тӑрӑхне кӗрекен яла 1930 ҫулсенче никӗсленӗ иккен, ун чухне кунта ҫӗр ытла ҫын пурӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗҫем ял майӗпен юхӑна пуҫланӑ — 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ялта 16 ҫын ҫеҫ пурӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта хӗл каҫма та ватӑ кинемейсем ҫеҫ юлаҫҫӗ — ыттисем хӑйсен килӗсемпе дача евӗр кӑна усӑ кураҫҫӗ иккен.
Хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатма тӳре-шара патне темиҫе хут та ҫыру ҫырнӑ пулин те лавӗ халь те ҫавӑнтах имӗш. Яла аталантарма укҫа ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ пулать. Чӑваш Ен Элтеперӗ патне ҫырнинче те уссине курман имӗш — ун хыҫҫӑн тӳре-шара килсе кайнӑ, лару-тӑрупа паллашнӑ, анчах ял халӑхӗ пулӑшӑва кӗтсе илеймен иккен.
Раҫҫей правительстви ятарлӑ йышӑнупа килӗшӳллӗн обществӑлла транспортӑн ҫур йышне газ ҫине куҫарасси ҫинче сӑмахлаҫҫӗ. Влаҫӑн аслӑ органӗсен шухӑшӗпе газпа ӗҫлекен машинсем чи паха транспортсенчен пӗри. Топливӑран газ ҫине куҫнӑ пулӑм ӑнӑҫлӑрах иртме газ топливипе ӗҫлекен транспорт валли хатӗрлекен производство компоненчӗсен таможнӑри тӳлевне чакарасшӑн е пачах тӳллевсӗр хӑварасшӑн. Ҫак программӑпа Минпромторгпа Минтранс ӗҫлӗ.
«Калаҫу 3 тӗрлӗ топливо пирки пырать: шӗветнӗ углеводород газӗ, хӗснӗ тата шӗветнӗ ҫутҫанталӑк газӗ. Пысӑкрах хуласенче ҫур транспортне те пулин газ топливи ҫине куҫармалла. Хулара газпа авӑрлакан ятарлӑ станцисем хута ярас тӗлӗшпе компанисене укҫа уйӑрса пама та хатӗр. Ҫапла май вара ҫак топливо ҫине куҫасси хӑйне хӑй пулса пырӗ», — пӗлтереҫҫӗ Раҫҫейӗн транспорт министерствинче.
Уйрӑмах хӑрушӑсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тинкерсе пӑхӗҫ. Аса илтеретпӗр: нумаях пулмасть Мускавра пӗр автобусӑн баллонӗсем сирпӗнсе кайнӑччӗ, Турра шӗкӗр, салонра никам та пулман вӑл вӑхӑтра.
«Паянхи куна республикӑра газпа авӑрлакан 6 заправка ӗҫлет. Шӗветнӗ газа ыйтакансен йышӗ вара самай пысӑк.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |