Паян 16 сехетре 333-мӗш маршрутка ГЭС патӗнче аварие лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка Шупашкартан Сосновкӑна кайнӑ чухне ҫул ҫинче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Фура маларах тепӗр пысӑк машинӑпа ҫапӑннӑ, вӗсем ҪҪХПИ инспекторӗсене кӗтсе тӑнӑ.
Аварире микроавтобус салонӗнче пулнӑ 8 пассажир, водитель аманнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем водителе кабинӑран кӑларнӑ, ӑна тухтӑрсен аллине панӑ. Пассажирсене те пульницӑна илсе кайнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче автобус ачана ҫапса кайнӑ.
Инкек ирхи 10 сехет те 30 минутра «Чебоксарец» магазин тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, ачапа унӑн тӑванӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. 41-мш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫавӑн чухне ачана ҫапса кайнӑ.
Пуҫне суранлатнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Енре шкул автобусӗсене тӗрӗслӗҫ.
Республикӑн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн вӗсене патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекцийӗпе пӗрле тӗрӗслеме тытӑннӑ-ха. Ҫав вӑхӑтра кӑлтӑксем тупӑнкаланӑ.
Сӑмахран, Куславкка районӗнче шкул автобусӗсем вӑхӑтра техосмотр тухман иккен. Ҫӗрпӳ районӗнчи темиҫе автобусӑн «ГЛОНАСС» навигаципе информаци тытӑмӗ ӗҫлемен. Йӗпреҫ, Пӑрачкав тата Комсомольски районӗсенче автоубссенче огнетушительсем тата аптечкӑсем пулман.
Республикӑн Транспорт министерстви Шупашкарта черетлӗ транспорт реформи иртессине пӗлтернӗ. Ӑна 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн палӑртса хунӑ.
Ҫитес ҫултан пуҫласа республикӑн тӗп хулинчи общество транспорчӗшӗн Транспорт министерстви яваплӑ пулӗ.
Муниципалитетри вӑл е ку маршрут сетне ылмаштарасси транспорт хуҫисемпе унччен тунӑ контракт хӑҫанччен пырассипе ҫыхӑннӑ.
1-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссен шучӗ 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 40 единица таран пулӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — резервра. 22-мӗш маршрутпа 7 троллейбус хутлӗ.
5-мӗш номерлӗ автобус «Маштехникум» чарӑнуран пуҫласа Чапаев завочӗ патне ҫитекен пулӗ.
3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус маршручӗ 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Ҫӗнӗ хула микрорайон – Грязелечебница – Ҫӗнӗ хула микрорайон» ятпа хутлӗ, вӑл «Парк», «Шупашкар проспекчӗ» чарӑнусенче чарӑнма тытӑнӗ.
2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ виҫӗ автобус маршручӗ уҫӑлӗ: 13-мӗш номерли «Грушевый микрорайон — ЖБК-9» маршрутпа ҫӳрӗ, 29-мӗш номерли — «Энергетиксен посёлокӗ — Грушевый микрорайон» маршрутпа, 31-мӗш — «Энергетиксен посёлокӗ — Кадыков урамӗ» маршрутпа.
Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсенчен пӗри маршруткӑра улталаннӑ.
270-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен маршруткӑра ҫав ҫыннӑн 37 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Пассажир банксенчен пӗрин карттипе татӑлнӑ. Анчах 37 тенкӗ вырӑнне 337 тенкӗ илсе юлнӑ.
Укҫана тавӑрас тесен кампа ҫыхӑнмалла-ши тесе кӑсӑкланнӑ маршруткӑра улталаннӑ ҫын. Маршрутка хуҫи Юрий Витальевич Васильев уйрӑм усламҫӑ иккен.
Чӑваш Ене федераци хыснинчен 500 миллион тенке яхӑн уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа республика валли общество транспорчӗ туянӗҫ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен 47 общество транспорчӗ туянма палӑртнӑ. Ҫав йышра - пысӑк класлӑ 20 автобус, вӑтам класлӑ 17 автобус тата 10 пӗчӗк пассажир машинӗ.
Ҫӗнӗ автобуссем Чӑваш транспорт управленийӗ валли пулӗҫ. Вӗсене Шупашкар хулин агломерацийӗпе килӗшӳллӗн уҫӑлакан ҫӗнӗ маршрутсем ҫине ярӗҫ.
Питравра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ҫырла фестивалӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: фестиваль Шупашкар районӗнчи Хыркассинче «Ивушка» питомникре пулӗ.
Ҫав кун ҫынсене Шупашкартан ятарлӑ автобус турттарӗ. Ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 15 сехет те 30 минутчен ҫав кун кашни сехетре пӗр хутчен автобус ҫула тухӗ. Автобуссем «Шупашкар» универмаг тӗлӗнче, «Вокзал ҫум» чарӑнура, «Питер» суту-илӳ центрӗ патӗнче пулӗҫ.
Унсӑр пуҫне Хыркассине общество транспорчӗпе те ҫитме пулать.Ҫӗнӗ Шупашкартан — 157-мӗш автобуспа, Шупашкартан — 107-мӗш тата 113-мӗшсем.
Чӑваш Ене кӗҫех тӑватӑ ҫӗнӗ автобус илсе килмелле. Вӗсем шкул ачисене илсе ҫӳремеллисем пулӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автобуссене ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче илсе ҫитермелле. ПАЗра 24 вырӑн пулӗ: 1 водитель, ачасене илсе ҫӳрекен 1 ҫын тата 22 ача валли.
Автобуссене туянма 15 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫа - республика хыснинчен. Кашни автобусрах ГЛОНАСС, тахографсем пур.
Ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен Шупашкарти 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуса «Университет» микрорайона ҫити ярӗҫ. Ҫапла вӑл Миначев урамне ҫитӗ.
Ку маршрут перевозчикӗ автобуса ҫав микрорайона яма 2021 ҫултах ыйтнӑ. Анчах 32-мӗш тата 52-мӗш маршрутсен хуҫисем хирӗҫленипе ыйтӑва тивӗҫтермен. Пӗлтӗр ку ыйтӑва татах ҫӗкленӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тинех документа алӑ пуснӑ. Ҫапла 35-мӗш автобус «Хӗвеллӗ бульвар - Вӑрманлӑх» маршрутпа ҫӳрӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта автобусран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах «Университет» чарӑнура пулса иртнӗ.
Иртсе пыракан машинӑн видеорегистраторӗ ҫакна шӑпах ӳкерсе илнӗ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ курӑнать: автобус чарӑнуран тапранса каять те хӗрарӑм хыҫалти алӑкран ҫул ҫине тухса ӳкет. Водитель алӑка хупмасӑрах кайма пуҫланӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта 37-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |