Россельхознадзорӗ паянтан, ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен, пуҫласа Латвирен тата Эстонирен пулӑ таврашне кӳрсе килме чарать. Кун пирки ведомство пӗлтерет.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Россельхознадзор тата ЕС ҫӗршывӗсен компетентлӑ органӗсем йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Продукцие карап е предприяти таран йӗрлеме пулмасть-мӗн. Ку вара сисчӗвлентерет-мӗн. Ара, килька тата салака тытакан Балти тинӗсӗнчи шыв токсика япалисемпе вараланчӑк.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Раҫҫей ведомстви Эстонири тата Латвири тӗрӗслекен органсемпе техника канашлӑвӗ ирттернӗ. Россельхознадзор йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн сисчӗвленнӗ те продукцие кӳрсе килме чарма шутланӑ.
Раҫҫей ҫыннисем каллех Хура тинӗсе кӑмӑллама тытӑннӑ. Унччен ӑна чухӑнсем канмалли вырӑн кӑна тесе хакланӑ пулсан халӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсене Раҫҫей ҫыннисем вӑл ӑтрӑхра йышлӑн ирттернӗ. Анӑҫри ҫӗршывсенчен ҫынсем Германие кӑна малтанхиллех юратаҫҫӗ иккен.
Вырӑн йышӑнма май паракан Hotels.ru Раҫҫейӗн онлайн-сервисӗ тата туризм сӗнӗвӗсене онлайн меслетпе тупса паракан Kayak.ru сервис ҫынсем ҫу уйӑхӗнчи уявсене ӑҫта ирттернине сӑнанӑ та танлаштарӑм йӗркеленӗ.
Вӗсем иккӗшӗ те Хура тинӗс хӗрринче канас текенсем йышланнине асӑрханӑ. Грузие суйланӑ пирӗн ҫӗршыв турисчӗсен шучӗ пӗлтӗрхинчен 70 процент нумайланнӑ иккен.
Унччен Турцие каякансем самайӑн пулнӑ. Халӗ ҫавӑн йышшисен шучӗ чакнӑ. Испанипе Итали те танлаштарӑмра вӗҫне тӑрса юлнӑ. Унччен вӗсем чи анлӑ сарӑлнӑ 10 направлени йышне кӗнӗ. Эстоние тата Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене каякансем те чакнӑ.
Малтанхи 10 йӗркене Грузисӗр пуҫне Германи те кӗнӗ. Дюссельдорфпа Мюнхена ҫитме кӑмӑл тӑвакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен виҫӗ хута яхӑн йышланнӑ.
Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Грибоедов ячӗллӗ Наци литературин вулавӑшӗнче иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Питӗр чӑвашӗсем тӑван чӗлхе кунне паллӑ тунӑ, аякра пулсан та тӑван чӗлхене манмалла маррине палӑртнӑ.
Уява Эстонире пурӑнакан Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ чӑваш ҫыравҫи Дина Гаврилова илем кӳнӗ. Пухӑннисене унӑн хӑйне евӗрлӗ пуян шухӑшлӑ, ҫӑмӑл вуланакан хайлавӗсем питӗ килӗшнӗ иккен. Вулакансем палӑртнӑ тӑрӑх унӑн кӗнекисенче асран кайми, чуна ӑшӑтса тӑракан ачалӑх, йӑх-тымар ҫыхӑнӑвӗ...
Чӑваш Республикинчен тухнӑ тепӗр ентеш Алексей Ильин та хӑйӗн чӑвашла шӑрҫаланӑ сӑввисене вуласа панӑ.
Пуху вӗҫленнӗ май Питӗр чӑвашӗсем тӑван чӗлхепе илемлӗ вулакансен ӑмӑртӑвне йӗркеленӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланса чей ӗҫнӗ.
Кун пек саккуна хальлӗхе Эстони парламенчӗ йышӑннӑ. Енчен ӑна ҫӗршывӑн президенчӗ алӑ пуссан вӑл 2016 ҫултан вӑя кӗрӗ. Ҫӗнӗлӗхе ырласа йышӑнакансем ку саккун обществӑна пӗр-пӗринпе тӳсӗмлӗрех пулма хистет иккен тата сывлӑхлӑ пултарать-мӗн.
Ҫапах та халӑхӗ саккуна тӗрлӗрен йышӑнать-мӗн. Обществӑн кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене пӑсать тесе кӑмӑлсӑрланакансем те пур иккен. Ку ыйтӑва референдума кӑларма сӗнекенсем те пулнӑ, анчах депутатсем ун пек аппаланассине хирӗҫленӗ.
Сӑмах май каласан, арҫынпа арҫына, хӗрарӑмпа хӗрарӑма пӗрлешме ирӗк паракан саккуна пуҫласа Данире йышӑннӑ. Ку вӑл 1989 ҫулхи юпна 1-мӗшӗнче пулнӑ. 2008 ҫулта Венгрире йышӑннӑ. Анчах унти Конституци сучӗ ӑна пӑрахӑҫланӑ. Паян Европӑри чылай ҫӗршывра ҫавӑн пек саккунсем вӑйра тӑраҫҫӗ.
Эстонирен Чӑваш Ене тӑтӑшах килсе ҫӳрекен Ираида Захарова пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Вӑл Эстонире чӑваш наци тумӗн музейне те уҫнӑ иккен. Ираида шкултан вӗренсе тухсан Санкт-Петрбургри университета кӗнӗ. Мӑшӑрӗпе унтах пурӑнма юлнӑ.
Ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗнче вӗсем Эстоние куҫса кайнӑ. Ираида каланӑ тӑрӑх, тӑван кӗтесне чунӗ яланах туртнӑ. Музей уҫас шухӑш тахҫанах ҫуралнӑ-мӗн. Унӑн амӑшӗпе кукамӑшӗ алӗҫӗпе аппланнӑ-мӗн. Ҫавна май ӗлӗкхи япаласем пухӑннӑ. Анчах Ираида музей уҫас шухӑша майӗпен пурнӑҫа кӗртнӗ.
Ираида музей уҫиччен Эстонири радиора ӗҫленӗ. Вӑл унта халӗ те чӑвашла «Ӑраскал» кӑларӑм ертсе пырать. Эстони халӑхӗ чӑваш культурипе питӗ кӑсӑкланать.
Кӑҫалтан пуҫласа Ираида чӑваш тӗррине вӗрентме тытӑннӑ. Эстонире 1000 яхӑн чӑваш пурӑнать. Темиҫе ҫул каялла Ираида «Чӑвашсем» кӗнекене эстон чӗлхипе кӑларнӑ. Нумаях пулмасть ҫак кӗнекене Эстонири шкулсенче вӗренӳ программине кӗртнӗ.
Эстонири чӑвашсен ентешлӗхӗн ӗмӗчӗсем пысӑк. Ираида Захарова шухӑшӗпе, тӑван тӑрӑхран пин-пин ҫухрӑмра пурӑнсан та йӑх тамарсене манмалла мар, ачасене тӑван халӑх йӑлипе килӗшӳллӗн воспитани памалла.
Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗнчен тӗрлӗ наци ҫыннисем татӑлма пӗлмеҫҫӗ тени ӳстеререх калани пулать-тӗр. Ҫапах та унта тӗрлӗ ҫӗртен час-часах килсе ҫӳрени чӑнлӑх.
Нумаях пулмасть унта Эстони ҫыннисем пулнӑ. Вӗсем — Туудеровсен ҫемйи. Настя тата Мадис. Анастасия — Чӑваш Енрен. Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑскер Таллинта ӗҫлесе пурӑнать. Мадиспа ҫемье ҫавӑрни вӗсен нумаях мар. Туй ӗҫкине вӗсем наци тумӗ тӑхӑнса уявланӑ. Настя — чӑваш наци тумӗпе, Мадис — эстонсеннипе.
Елчӗкри музея пырса курма вӗсене ҫамрӑксен тӑванӗ, Ираида Захарова, сӗннӗ. Хӑй вӑл Елчӗк районӗнчи Тӳскелте ҫуралса ӳснӗ. Унтан Эстоние тухса кайнӑ. Халӗ вӑл унти чӑвашсен «Volgomaa» диаспорине ертсе пырать иккен. Эстони халӑхӗсен ассоциацине кӗрекен организаци ҫумӗнче «Палан» ансамбль йӗркеленӗ. Вӑл вара тӗрлӗ ҫӗршыва концертпа ҫӳрет. Ираида Захарова тӑван тӑрӑхне ҫулсерен килме тӑрӑшать, Эстонире пурӑнакан чӑвашсене пӗтӗҫтерессипе те тимлет.
Сӑнсем (3)
Эстронири чӑваш культурин «Нарспи» пӗрлӗхне ертсе пыракан Ираида Захарова пӗлтернӗ тӑрӑх ытларикун, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Эстони алӗҫ клубӗнче чӑваш тӗррин каҫӗ иртнӗ. Унта пурӗ вуннӑн хутшӑннӑ — ытларах, хӗрарӑмсем.
Унта хутшӑнакансем пирӗн халӑхӑн тӗрлӗ тӗррипе паллашнӑ, хӑшӗ-пӗрне ӑсталаса та пӑхнӑ. Тӗрлесе пӑхнисен йышне Йӗпкӗн, Чӑрмалла, Ӑсма Хантӑс ятлӑ тӗрӗсем кӗреҫҫӗ. Киле ӗҫ те парса янӑ — Хантӑс тӗрре вӗренме.
Ҫапла май эстонири чӑвашсем ҫитес вахӑтра тӗрле сувенирсем те тума тытӑнасшӑн.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Таллинн хулинчи (Эстони) наци культура обществисен «Лира» пӗрлешӗвӗ «Полет Синей птицы» (чӑв. Телей кайӑк ҫулӗпе) ҫамрӑк талантсен ӑмӑртӑвне ирттернӗ. Вӑл кӑҫалхипе Эстоние 21-мӗш хут пухӑннӑ — конкурс ҫулсеренех иртет.
Хальхинче унта Раҫҫейрен, Беларуҫран, Латвирен тата Эстонин тӗрлӗ хулинчен килнӗ конкурсантсем ӑмӑртнӑ. Нарвӑри «Нарспи» чӑваш обществинчен Алина Кузнецова хутшӑннӑ — ҫӗнтерупе таврӑннӑ. Анне ҫинчен чӑвашла юрӑ жюрине те килӗшнӗ, куракансене кӑмӑлне те кайнӑ. Ҫапла май вӑл «Наци культурине упранишӗн» диплома тивӗҫнӗ.
Таллин хулинчи «Тарай» фолк-ушкӑн Нестер Янкас поэт ҫырнӑ «Ҫывӑх тус» сӑввипе «Танлаштармӑп» юрӑ ҫырнӑ. «Мӗнех вара? Халӗ юрӑ ҫырман ҫын та сахал пулӗ...» — кӑмӑлсӑрланӗҫ ахӑртнех хӑшӗсем. Ҫапла, паян сӑвӑ та такам та ҫырать, кӗвве те хывакансем сахал мар. Ан ӳркен кӑна темелле-ши?.. Теприсем вара сӑввине те шӑрҫалаҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, микрофон тытса сцена ҫине те хӑйсемех тухаҫҫӗ. Юрӗ-ха, чӑннипех пултаруллисем пулсан савӑнмалли кӑна юлать. Анчах пиҫсе ҫитменнисем пирки мӗн каламалла-ши? Юрӗ, таҫта айккинеллех пӑрӑнтӑм курӑнать. «Тарай» ушкӑн патнех таврӑнам-ха.
Ушкӑна Таллинта пурӑнакан Александр Айдаров ертсе пырать. Ача чухне вӑл чӑваш чӗлхине илтнӗ пулин те калаҫман. Тӑван чӗлхепе темиҫе ҫул каялла кӑна пуплеме хӑнӑхнӑ. Александр каланӑ тӑрӑх, Эстонире 350 чӑваш пурӑнать. Таллинта чӑваш фольклор ушкӑнӗсем иккӗ иккен. Пӗри — «Тарай», тепри — «Палан». Ун пирки эпир пӗринче ҫырнӑччӗ. «Тарай» ушкӑнта тӑваттӑн. Бас музыка инструменчӗпе Эйнар Муони ветеринар вылять иккен, аккордеонпа — муниципалитет тӳре-шаринче тӑрӑшакан Сергей Чекулев, ҫапса каламалли инструментпа — журнал редакторӗ Дан Ротарь.
Иртнӗ канмалли кун Эстонири Валга хулинче, вӑл Латви чиккинче вырнаҫнӑ, пӗр-пӗринпе туслӑ Валга тата Латвири Валка хулисем тӑванлӑх кунне ирттернӗ. Уява Эстонири Нарва хулинчи «Нарспи» чӑвашсен наципе культура обществи те пырса ҫитнӗ. Тӗрӗссипе, йӗркелӳҫӗсем унта ытти наци коллективӗсене те йыхравланӑ.
Халӑх епле йышӑнӗ тесе чӑвашсем малтан хумханнӑ та-мӗн. Наци тумӗ тӑхӑннӑскерсем хула витӗр ташласа та юрласа иртнӗ. Куракансем вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Каялла хускалас умӗн тата пыма йыхравланӑ. Валга хулин пуҫлӑхӗ Калев Хярк чӑвашсене Хисеп хучӗпе чысланӑ.
...Тӑван хулана таврӑнсан «Нарспи» унти хула кунне хутшӑннӑ. Унта вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн юрри-ташшипе савӑнтарнӑ, ӗҫми-ҫимипе сӑйланӑ, Чӑваш Ен тата унӑн йӑли-йӗрки пирки каласа кӑтартнӑ.
Халӗ Нарва хули чӑвашсен Акатуйне ирттерме хатӗрленет. Вӑл ҫитес уйӑхра пухӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |