Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Эстронири чӑваш культурин «Нарспи» пӗрлӗхне ертсе пыракан Ираида Захарова пӗлтернӗ тӑрӑх ытларикун, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Эстони алӗҫ клубӗнче чӑваш тӗррин каҫӗ иртнӗ. Унта пурӗ вуннӑн хутшӑннӑ — ытларах, хӗрарӑмсем.
Унта хутшӑнакансем пирӗн халӑхӑн тӗрлӗ тӗррипе паллашнӑ, хӑшӗ-пӗрне ӑсталаса та пӑхнӑ. Тӗрлесе пӑхнисен йышне Йӗпкӗн, Чӑрмалла, Ӑсма Хантӑс ятлӑ тӗрӗсем кӗреҫҫӗ. Киле ӗҫ те парса янӑ — Хантӑс тӗрре вӗренме.
Ҫапла май эстонири чӑвашсем ҫитес вахӑтра тӗрле сувенирсем те тума тытӑнасшӑн.
Migulaj // 2456.48.9779
2014.02.27 16:32 | |
Чăваш республикинче чăваш халăх йăли-йĕркине ют халăх пĕтерчĕ, анчах та чăвашлăха ют çĕршывсенче упраса хăварма май пулĕ. Çав шанчăкпа пурăнатăп. | |
