Раҫҫей ҫыннисем каллех Хура тинӗсе кӑмӑллама тытӑннӑ. Унччен ӑна чухӑнсем канмалли вырӑн кӑна тесе хакланӑ пулсан халӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсене Раҫҫей ҫыннисем вӑл ӑтрӑхра йышлӑн ирттернӗ. Анӑҫри ҫӗршывсенчен ҫынсем Германие кӑна малтанхиллех юратаҫҫӗ иккен.
Вырӑн йышӑнма май паракан Hotels.ru Раҫҫейӗн онлайн-сервисӗ тата туризм сӗнӗвӗсене онлайн меслетпе тупса паракан Kayak.ru сервис ҫынсем ҫу уйӑхӗнчи уявсене ӑҫта ирттернине сӑнанӑ та танлаштарӑм йӗркеленӗ.
Вӗсем иккӗшӗ те Хура тинӗс хӗрринче канас текенсем йышланнине асӑрханӑ. Грузие суйланӑ пирӗн ҫӗршыв турисчӗсен шучӗ пӗлтӗрхинчен 70 процент нумайланнӑ иккен.
Унччен Турцие каякансем самайӑн пулнӑ. Халӗ ҫавӑн йышшисен шучӗ чакнӑ. Испанипе Итали те танлаштарӑмра вӗҫне тӑрса юлнӑ. Унччен вӗсем чи анлӑ сарӑлнӑ 10 направлени йышне кӗнӗ. Эстоние тата Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене каякансем те чакнӑ.
Малтанхи 10 йӗркене Грузисӗр пуҫне Германи те кӗнӗ. Дюссельдорфпа Мюнхена ҫитме кӑмӑл тӑвакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен виҫӗ хута яхӑн йышланнӑ.