Ҫӗртмен 25-мӗшпе утӑн 4-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин хастар ҫыннисем инҫетри Алтай ҫӗрне кайса килчӗҫ — Чунҫӳрев-2012 кӑҫал пирӗн авалхи мӑн асаттесен ҫӗрне ҫитме тӗв тунӑччӗ.
Чи малтанхи чарӑну Пушкӑрт Республикинчи Хурамал ялӗнче пулчӗ. Ку ялта чӑвашсен хастар ҫынни В.В. Николаев ҫуралнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем паллӑ академикӗн вил тӑприйӗ ҫине чечек хучӗҫ, ялти музейпа паллашрӗҫ, вырӑнти халӑха концертпа савӑнтарчӗҫ. Юрӑ-ташӑ 4 сехет хушши янрарӗ — вырӑнти артистсем те пулчӗҫ, Шупашкартан тухнисем те. Хурамалсем хӑнасене чыслӑн апатлантарнӑ хыҫҫӑн чунҫӳревҫӗсем Алтая ҫул тытрӗҫ.
Алтай (чӑвашлатсан «Ылтӑн Ту» пулать) ҫӗрӗ ытла та инҫетре. Автобуспа пӗр чарӑнмасӑр каяс тесен 3 талӑк каймалла. Паллах, пӗлтӗр Дагестана ҫитнӗ ҫулҫӳревҫӗсемшӗн ку ҫул ытла вӑрӑм пулмарӗ — уйрӑмах водительсем хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлнӗрен ӗнтӗ. Автобус ҫӗмӗрӗлнине пула Омск ҫывӑхӗнче пӗр талӑк ирттерни те кӑмӑла пӑсмарӗ — хавхалантарчӗ ҫеҫ.
Нумаях пулмасть Пушкӑртстанӑн Ермеккей районӗ регионти тӗрлӗ культурӑсен тӗп центрне ҫаврӑнчӗ. Ҫулсерен ҫак тӑрӑх Ик регионӗнче пурӑнакан халӑхсен «Земля предков» (чӑв. «Асаттесен ҫӗрӗ») фестивальне ирттерет. Кӑҫал шучӗпе вӑл — вуннӑмӗш. Регион пӗлтерӗшлӗ уявра асӑннӑ тӑрӑхри ял Канашӗсен «Килӗшӳпе туслӑх ялӗ» наци ҫурчӗсене курма пулчӗ. Унта пушкӑрт‚ вырӑс‚ тутар‚ удмурт‚ украин тата мӑкшӑ халӑхӗсен культурисемпе паллаштарчӗҫ. Эрехӗррипе Хурамал ял хутлӑхӗсен ҫуртӗнче вара чӑваш кӗписем‚ тӗрленӗ тата шӑтӑкла ҫыхнӑ япаласем‚ палас тӗртмелли хатӗр‚ ҫатан‚ хӑмла хунавӗсем‚ ҫил арманӗ тата ыттине курава тӑратнӑччӗ. Пӗтӗмлетсе каласан‚ чӑвашлӑх тени кашни утӑмрах туйӑнчӗ.
Республикӑн 12 районӗнчи тата Эрӗнпур облаҫӗнчи хӑйпултарулӑх ушкӑнӗсен ӑсталӑхне Культура ҫуртӗнче компетентлӑ жюри хакларӗ. Кунта та тӗрлӗ халӑх ташши‚ юрри-кӗвви янӑрарӗ. Шел пулин те‚ чӑваш ушкӑнӗсенчен фестивальте Пелепейри «Илем» фольклор ансамбле ҫеҫ курма пулчӗ.
<p>«Театр верснисажӗ» — раштавӑн 15-мӗшӗнче ҫак ятпа Йӗпреҫ районӗнче драма ушкӑнӗсен курав-ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Пучинкери, Чӑрӑшкассинчи, Хурамалти, Хирти Выҫлинчи культура ҫурчӗсенчи тата Хумри Юнтапари ял клубӗн ушкӑнсем Хурамал культура ҫуртӗнче хайсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Районти драма ушкӑнӗсенчи артистсем ҫулран ҫул сӑнарсене лайӑхрах кӑтартма вӗренни куҫа курӑнчӗ.</p>
<p>Пучинке театр ушкӑнӗ Николай Сидоровӑн «Пушмак пӑру мыскари» комедие (режиссёрӗ — Н. Шибаева) кӑтартрӗ. Хурамалти ушкӑн вара куракансене «Ҫӗн Ҫул умӗнхи тӗлӗнтермӗш» юмахпа савӑнтарчӗ. Чӑрӑшкассисем «Упӑшки канаканни, арӑмӗ — ӗҫлекенни» постановка (ертӳҫи — И.Данилова) кӑтартрӗҫ. Хирти Выҫлинчи культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ театр ушкӑнӗ куракансем умне А. Никитинӑн «Ҫӗн ӗмерти хуняҫа» комедипе (режиссёрӗ — О. Никитина) тухрӗ. Хумри Юнтапа артисчӗсем вара З.
Паян, юпан 30-мӗшӗнче, Шупашкарти патшалӑх филармонире Куславккасем пухӑнчӗҫ — ентешлӗх уявӗ иртрӗ. Вӗсен уявне чаплӑ хӑнасем чылай пынӑччӗ — ЧР сывлӑха упрассипе социаллӑ аталану министрӗ Муллина В.П., ЧР Патшалӑх Канашӗн Разумов А.В., тата ыттисем. Малтанах «Куславккасем» ентешлӗхӗн президенчӗ Ю.А. Зорин зала пухӑннӑ хӑнасене уява килнӗшӗн тав сӑмахӗ каларӗ. Шупашкарта тӗпленнӗ ытти ентешлӗх представителӗсем те салам сӑмахӗ каларӗҫ: Канаш, Элӗк, Елчӗк, Патӑрьел, Шупашкар, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи пӗрлешӳсен ертӳҫисем Куславкка тӑрӑхӗнчи чӑвашсене чунтан-чӗререн уяв ячӗпе саламларӗҫ.
Уяв савӑнӑҫлӑ иртрӗ, сцена ҫинче юрӑпа ташӑ улшӑнсах тӑчӗҫ. Хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма Хурамалти (Куславкка районӗ) пултарулӑх ушкӑнӗ (сӑмах май, савӑнӑҫлӑ уява вӑл уҫрӗ), Алена Тереньтева хӗр-упраҫ (вӑл Елчӗкрен, 9-мӗш класра вӗренет), «Хӗвелҫаврӑнӑш» ташӑ ушкӑнӗ (Куславкка хулинчен), чӑваш халӑх артистки Людмила Семёнова, Александр Белов тата ыттисем килнӗччӗ. Куракансем вӗсен юрри-ташшине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |