Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 20 ҫулти хӗртен палламан ҫын укҫа ыйтма тытӑннӑ. Каччӑ пикен тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи страницине кӗме май тупнӑ. Унта хӗрӗн сӑнӳкерчӗкӗсене асӑрханӑ. Ҫавсене тӗнче тетелӗнче сарассипе хӑратса 10 пин тенкӗ тапӑннӑ.
Пӑтӑрмах пирки пике йӗрке хуралҫисене кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Пакунлисем тӑрӑшни сая кайман. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗнчен укҫа тапӑнакан ҫынна тупса палӑртнӑ. Сӗмсӗрскер Краснодар тӑрӑхӗнче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 163-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Каччӑ ытти ҫынран та ҫавӑн пек мелпе укҫа тапӑнманнине те тӗрӗслӗҫ.
Халӗ ку ӗҫе Краснодар тӑрӑхӗнчи йӗрке хуралҫисем малалла тӗпчӗҫ.
Унчченхи пек пурӑнма, сипленме, канма, курса ҫӳреме кансӗрлекен кӑшӑлвирус пурне те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ пулӗ. Ют ҫӗршыва мар, хӑш-пӗр региона та йӑпӑр-япӑр каяймӑн. Карели Республикинче, сӑмахран, чару мерисене ҫак уйӑхӑн 10-мӗшӗччен тӑснӑ. Унти паллӑ парксем, туристсем кӑмӑллакан вырӑнсем ӗҫлеҫҫӗ-ха, анчах хальлӗхе унта туристсен 10-20 ҫынлӑ ушкӑнӗпе ҫеҫ кайма юрать. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Карели Республикин оперштабӗнче уҫӑмлатма май килчӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ырӑ хыпар та пур. Паянтан Раҫҫейӗн чылай хулинчен самолетсем Краснодар тӑрӑхне, Крыма вӗҫме тытӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен Байкал тӑрӑхне чартер рейссем хутлама тытӑнӗҫ. Ҫакӑн пирки «Российская газета» хаҫата Ростуиизм ертӳҫи Зарина Догузова пӗлтернӗ.
Краснодар тӑрӑхӗн ертӳҫисем региона пыракан туристсене карантинта тытма пӑрахасшӑн. Ҫӗнӗ йӗрке ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн кӗпӗрнаттӑрӗ Вениамин Кондратьев «Россия-1» (чӑв. Раҫҫей-1) телеканала пӗлтернӗ.
Кӑшӑлвирус пандемине пула Краснодар тӑрӑхӗнче пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗ хыҫҫӑн курортсене ӗҫлеме чарнӑ, хӑна ҫурчӗсем туристсене йышӑнмаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн медицина лицензиллӗ санаторисем ӗҫлеме пуҫланӑ-ха. Санатори мар путевкӑсемпе ют регионтан канма кайнисен Краснодар тӑрӑхне ҫитсен обсерваторта икӗ эрне карантинта лармалла.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн 50 ҫынран сахалрах вырӑнлӑ хӑна ҫурчӗсем ӗҫлеме тытӑннӑ.
«Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗ хыҫҫӑн эпир йӗркене ҫемҫетесшӗн. Пирӗн тӑрӑха килекенсен ӳт температурине вара виҫме пӑрахмӑпӑр», — тенӗ кӗпӗрнаттӑр.
Сӑмах май, Шупашкартан Сочине самолетсем вӗҫеҫҫӗ.
Чӑваш Енри тепӗр ҫынна коронавирус ернӗ. Вӑл Румыние кайсан чирлеме пултарнӑ. Ҫакӑн пирки Краснодар крайӗн администрацийӗнче паян пӗлтернӗ.
22 ҫулти ҫамрӑк — спортсмен, велосипедист. Велосипедистсем Румынире пулнӑ. Чӑваш Ен каччи Геленджик хулинчи пульницӑра сипленет. Диагноза паян, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ.
Краснодар крайӗн администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсмена пульницӑна васкавлӑн вырттарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ 14 ҫынна изоляциленӗ. Вӗсене тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑнине ӗнентереҫҫӗ. Асӑннӑ 14 ҫынтан 3-шне ҫивӗч респиратор вирус инфекцийӗ тесе пульницӑна хунӑ, 11-шӗ — карантинта.
Ҫак кунсенче, сӑмах май, Мускавра коронавирус лекнӗ ватӑ пӗр ҫын вилнӗ. Вӑл инфекци уйрӑмӗнче выртнӑ. Унӑн юн тымарӗ татӑлса кайнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вилӗм сӑлтавӗ вирус мар.
Ҫурт-йӗр йӳнелсе пымасть. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем юлашки ултӑ ҫулта ҫурт-йӗр рынокӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттерсем палӑрмаллах хакланнӑ.
Пуринчен ытла Сочи хулинче хваттер хакланнӑ. Хура тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫав хулара хак 120 процент ӳснӗ. Ҫакӑнта хула аталанӑвне Олимпиада умӗн укҫа чылай хывни витӗм кӳнӗ.
Мусквара юлашки 6 ҫулта хаксен ӳсӗмӗ — 54%, Питӗрте — 49%, Хусанта — 45%, Краснодарта — 36%, Калининградра — 24%, Мускав облаҫӗнче — 28%, Тула тата Ставрополь хулисенче — 24%, Пермьпе Томскра, Сартупа Курскра — 22%.
Раҫҫей курорчӗсенче каннисене штрафлаҫҫӗ. Вӗсен 5-шер пин тенкӗ тӳлемелле. Квитанцисене илнӗ ӗнтӗ чылайӑшӗ. Штраф ҫырӑвӗсене почтӑпа ярса параҫҫӗ налукҫӑсем.
Курорт укҫи тӳлес сӑнав пӗлтӗр пуҫланнӑ тесе пӗлтернӗ Туроператорсен ассоциацийӗ. 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче. Краснодар тӑрӑхӗнче. Курорт укҫи — 10 тенкӗ. Талӑкне. Сочинчи, Анапӑри, Геленджикри, Горячий Ключри тата Туапсе районӗнчи тӑватӑ поселокра каннисем тӳлемелле ӑна. Тӳлемесен — 5 пин тенкӗ штраф.
Укҫана чылайӑшӗ тӳлесшӗн мар. Хӑшӗсем пӗлмеҫҫӗ. Теприсем тур хакне курорт укҫи те кӗрет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем ҫӑмӑллӑхлӑ категорири туристсем пулнине ҫирӗплетеймеҫҫӗ.
Кӑҫал Краснодар тӑрӑхӗнче курорт укҫине 45 миллион тенкӗ пухнӑ.
Лапсарти «Юрма» предприяти Шупашкара тата хӑй тавралли ялсене ырӑ мар шӑршӑ сарни пирки пӗр вӑхӑтра халӑх питех шавлатчӗ. Кайран предприяти каяш тирпейлекен производство хута яма шантарчӗ. Халӗ чӑх-чӗп хапрӑк шӑрши кӗнине сисмен. Тен ҫавӑнпа та пулӗ пирӗн республика федерацин Атӑлҫи регионӗсенче экологи тӗлӗшӗнчен чи таси шутланать. Ҫапла пӗтӗмлетме «Зеленый патруль» (чӑв. Симӗс патруль) пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн танлаштарӑмӗ хистет.
Асӑннӑ организаци Раҫҫей Федерацийӗн наци экологи танлаштарӑмне пичетленӗ. 2018 ҫултанпа ӑна ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен пӗтӗмлетеҫҫӗ.
2018—2019 ҫулсенчи хӗллехи танлаштарӑмра пирӗн республика ҫӗршывра 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Федерацин Атӑлҫи округӗнче вӑл — пӗрремӗш.
Федерацин Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ округӗнче экологи енчен чи таси — Мурманск облаҫӗ, Тӗп округра — Тамбов облаҫӗ, Ҫурҫӗр-Кавказ округӗнче — Карачай-Черкесск Республики, Ҫӗпӗр округӗнче — Алтай крайӗ, Кӑнтӑр округӗнче — Краснодар крайӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫ округӗнче — Магадан облаҫӗ, Урал округӗнче — Тӗмен облаҫӗ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин артисчӗ Андрей Макаров Ставропольте Гран-прие тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ хулара нумаях пулмасть Патриотла юрӑсен «Солдатский конверт - 2019» (чӑв. Салтак конверчӗ - 2019) Пӗтӗм Раҫҫейри II фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Ленинград блокадине сирнӗренпе 75 ҫул, Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса Раҫҫейӗн 13 субъектӗнчи, ҫав шутра Мускаври, Санкт-Петербургри, Волгоградри, Севастопольти, Смоленскри, Ярославльти, Краснодарти, Аҫтӑрханти тата ытти хулари вокалистсем хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫулне кура виҫӗ ушкӑнра чысланӑ. Пирӗн ентешӗмӗр 25-35 ҫулхисен йышӗнче Гран-прие тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Брестра иртекен Раҫҫейпе Беларуҫ Республикин пӗрлехи фестивальне хутшӑнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Мускав-Краснодар» рейспа вӗҫекен самолетра Шупашкар ҫыннине япӑх пулса кайнӑ. Ӑна «Армавир» клубӗн тухтӑрӗ пулӑшнӑ.
Самолетра пулнӑ 59 ҫулти Андрей Пивоваров икӗ туалет хушшинче ҫара уран ларакан арҫынна асӑрханӑ. Хӑйне япӑх туйнӑран лешӗ нимех те ӑнлантарайман. Футбол командин тухтӑрӗ самолета васкавлӑн анса ларма сӗнес патнех ҫитнӗ. Дон ҫинчи Ростов патне ҫитсен арҫын хӑйне лайӑхрах туйма пуҫланӑ. Хӑй Шупашкартан пулнине, Пакистанра ҫуралнине, Хура тинӗс хӗррине ҫемйи патне вӗҫнине пӗлтернӗ.
Каштахран вӑл тепӗр хутчен йывӑрланса кайнӑ. Кӑкӑрӗ тӗлӗнче ыратнӑ, мӑйӗ, ҫан-ҫурӑмӗ сӑлтӑртатнӑ. Тухтӑр массаж тунӑ, Су-Джок текен терапипе усӑ курнӑ. Халӗ арҫын тинӗс хӗрринче канать-мӗн, хӑйне аван туять.
«Раҫҫeй тӑрӑх 180 км хӑвӑртлӑхпа». Ҫапларах ят пама пулать тесе ҫырнӑ Елена Нарпи хайӗн ҫул ҫӳревне. Мӑшӑрӗпе вӗсем нумаях пулмасть кӑнтӑра мотоциклпа ҫитсе килчӗҫ. Ҫулта-йӗрте тӗл пулакан савӑклӑхпа пӑтӑрмаха Елена Фейсбукра пӗлтерсех тӑчӗ.
Пӑтӑрмахсенчен мотоциклӑн куҫкӗскийӗ ваннине, Крымра хӑна ҫуртне малтанах броньлесе хуманнине пула ҫӗр каҫма хаклӑ вырӑна лекнине палӑртнӑ.
Пирӗншӗн тата чи кӑсӑкли ҫакӑ пек туйӑнчӗ. Инҫе ҫултан, Елена Нарпи пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр вӑрманӗсем витӗр Елчӗк районӗнчи тӑван ялне таврӑннӑ. «Юлашки ҫухрӑмсем кӑмӑла кӑштах пӑсрӗҫ. Мӗнпур иртнӗ ҫултан Улатӑртан Патӑрьеле каяканни чи ванса пӗтни пулчӗ», — хыпарланӑ вӑл.
Пӗтӗмпе мӑшӑр 4500 километра яхӑн ҫул ҫӳренӗ. Раҫҫейӗн пысӑк 10 ытла хулинче: Чӗмпӗрте, Сызраньте, Сартура, Волгоградра, Ростов ҫинчи Донра, Керчьре, Феодосинче, Анапӑра, Краснодарта, Воронежра, Тамбовра, Пензӑра, Саранскра — пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |