Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: «Юрма» витӗм кӳреймен: Чӑваш Ен экологи енчен таса шутланать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.03.2019 18:21 | 1727 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк

Лапсарти «Юрма» предприяти Шупашкара тата хӑй тавралли ялсене ырӑ мар шӑршӑ сарни пирки пӗр вӑхӑтра халӑх питех шавлатчӗ. Кайран предприяти каяш тирпейлекен производство хута яма шантарчӗ. Халӗ чӑх-чӗп хапрӑк шӑрши кӗнине сисмен. Тен ҫавӑнпа та пулӗ пирӗн республика федерацин Атӑлҫи регионӗсенче экологи тӗлӗшӗнчен чи таси шутланать. Ҫапла пӗтӗмлетме «Зеленый патруль» (чӑв. Симӗс патруль) пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн танлаштарӑмӗ хистет.

Асӑннӑ организаци Раҫҫей Федерацийӗн наци экологи танлаштарӑмне пичетленӗ. 2018 ҫултанпа ӑна ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен пӗтӗмлетеҫҫӗ.

2018—2019 ҫулсенчи хӗллехи танлаштарӑмра пирӗн республика ҫӗршывра 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Федерацин Атӑлҫи округӗнче вӑл — пӗрремӗш.

Федерацин Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ округӗнче экологи енчен чи таси — Мурманск облаҫӗ, Тӗп округра — Тамбов облаҫӗ, Ҫурҫӗр-Кавказ округӗнче — Карачай-Черкесск Республики, Ҫӗпӗр округӗнче — Алтай крайӗ, Кӑнтӑр округӗнче — Краснодар крайӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫ округӗнче — Магадан облаҫӗ, Урал округӗнче — Тӗмен облаҫӗ.

#Карачай-Черкесск, #Тамбов, #Мурманск, #статистика, #танлаштарӑм, #ҫутҫанталӑк, #Краснодар, #Урал, #Магадан, #Тӗмен, #Алтай

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3628.54.2088
2019.03.16 19:36
Agabazar
Мĕншĕн кунта "Юрма" тенине туртса кăлармалла тата каллех???

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем