Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Аслӑ Арапуҫ

Ял пурнӑҫӗ

Ака уйӑхӗн 26-мешӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫри культура ҫуртӗнче «Ҫурхи пике — 2014» конкурс иртнӗ. Пултаруллӑ та маттур хӗрсем ҫак ята ҫӗнсе илессишӗн тӗрлӗ конкурса парӑнтарнӑ.

Чи малтанах сакӑр пике сцена ҫине тухса хӑйсемпе паллаштарнӑ. «Пирӗн пултарулӑх» конкурсра юрӑ-таша енӗпе тупӑшнӑ. «Хитре кӗпе» конкурсра пикесем илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ. «Пулас профессире» хӗрсем ӗмӗчӗсемпе паллаштарнӑ, пуласлӑхӗ пирки калаҫнӑ. «Ҫурхи тум» конкурсра ӑсталӑх шайне тӗрӗсленӗ, хӗрсем хӑйсен илемлӗхӗпе тӗлӗнтернӗ.

Куракансем пикесене хавхалантарас тӗллевпе кашни конкурс хыҫҫӑн тӑваллӑн алӑ ҫупнӑ.

«Ҫурхи пике — 2014» ята Пӳртлӗ Шӑхаль ялӗнчи Юлия Сидорова ҫӗнсе илнӗ. Пӑлаҫи Атӑкри Анна Федорова «Вице ҫурхи пике» пулнӑ. Анат Чакӑ ялӗн хӗрӗ Алена Елисеева «Ҫепӗҫ пике» коминацире ҫӗнтернӗ. Тури Пӳртлӗ-Шӑхальри Светлана Албутова «Кӑмӑллӑ пике» ята тивӗҫнӗ. Арапуҫ хӗрӗ Анастасия Давыдова «Хӳхӗм пике», Пӑлаҫи Атӑк хӗрӗ Елена Павлова «Сӑпайлӑ пике», Йӳҫ Шӑхаль хӗрӗ Виктория Еремеева «Чӑнкӑ пике», Аслӑ Арапуҫри Кристина Горшкова «Хаваслӑ пике» пулнӑ.

Малалла...

 

Спорт

Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче Валерий Албутова асӑнса волейбол турнирӗ иртнӗ. Валерий Албутов Аслӑ Арапуҫ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, Чечня вӑрҫине хутшӑннӑ.

Турнира Валерин тӑванӗсем тата ял-йыш пуҫарма сӗннӗ. Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Секретов, ял тӑрӑхӗн депутачӗ, спорт ветеранӗ Арсентий Иванов сӑмах илнӗ.

Турнира 6 команда хутшӑннӑ: Шупашкарти «Вадюк» тулли мар яваплӑ общество, «Букет Чувашии», Аслӑ Арапуҫри «Школьники», «Аслӑ Арапуҫ ҫамрӑкӗсем», «Аслӑ Арапуҫ шкулӗн вӗрентекенӗсем», Шупашкарти ЧР ШӖМӗн «Динамо».

Валерий Албутовӑн амӑшӗ тата арӑмӗ турнир йӗркелӳҫисене тата унта хутшӑнакансене тав тунӑ. Турнирта «Динамо» 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна «Вадюк» тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑна «Букет Чувашии» тухнӑ.

Сӑнсем (28)

 

Митта Ваҫлейӗ
Митта Ваҫлейӗ

Ҫитес кунсенче, пушӑн 4-мӗшпе 5-мӗшӗсенче, Аслӑ Сӑвӑҫӑмӑрӑн 105 ҫулне халалласа Митта уявне ирттерме пулӑртнӑ. Йӗркелекенсем: Митта Ваҫлейӗн Хунти, Чӑваш наци конгресӗ, Патӑрьел район администрацийӗ, Патӑрьел районӗнчи «Авангард (Паянхи сас)» хаҫат редакцийӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Аслӑ Арапуҫри Митта ячӗллӗ шкулсем.

Уяв программинче Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26 ҫурт умӗнче вырнаҫнӑ асӑну хӑми умне чечекпе пуҫ тайни, Митта Ваҫлейӗн палӑкӗ умӗнче чечекпе пуҫни тайни, шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерни пулӗ. Шупашкарта чечексем пушӑн 4-мӗшӗнче 10 сехетре хурӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти палӑк умне — 11 сехетре. Уяв программине ҫавӑн пекех Патӑрьелти район администрацийӗнчи тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет), «Ҫӑкӑр» музейпе паллашнине (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет ҫурӑ), Аслӑ Арапуҫ ҫӑви ҫинче Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечексем хунине (пушӑн 5-мӗшӗ, 13 сехет), Аслӑ Арапуҫӗнчи шкулти тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 14 сехет) кӗртнӗ.

Малалла...

 

Чӳкӗн 30–мӗшӗнче Елчӗкри Тӗп вулавӑшра Ухсай Яккӑвне халалланӑ кӗнеке хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртрӗ. «Ячӗ юлӗ ӗмӗре» ятпа кӑларнӑ кӗнекене Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хатӗрленӗ докладсем, сценарисем, урок планӗсем, сӑвӑсемпе юрӑсем кӗнӗ.

Хӑтлавра районти вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин специалисчӗ Максимова А.В., «Елчӗк ен» хаҫат редакци корреспонденчӗ Кириллова В., тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсем, шкул библиотекарӗсем, ачасем, Патӑрьел районӗнчен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ.

Кӗнеке хӑтлавӗ Чӑваш Тӑрӑмӗнчен килнӗ ачасен ушкӑнӗ хатӗрленӗ «Ҫӗр чӗлхи поэчӗ» литературӑпа музыка композицийӗпе пуҫланчӗ. Ухсай пӗтӗм чӑвашӑн наци поэчӗ пулнине Лаш-Таяпари Теренина А.Н. вӗрентекен уҫса пачӗ.

Ухсай Яккӑвӗ Елчӗк районӗнчи Энтепе каччи Н.Фролов сержант ҫинчен те сӑвӑланӑ.

Малалла...

 

Ӑмӑртӑва килнӗ ачасем
Ӑмӑртӑва килнӗ ачасем

Кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, 30 градуса яхӑн сивӗ тӑракан вӑхӑтра Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнче чӑваш сӑвӑҫин, ҫыравҫин тата драма ӑстин Раиса Сарпин литература каҫӗпе «Сарпи вулавӗсем» ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.

Конкурс кӑҫал 19-мӗш хут иртрӗ, халалласса та ӑна Раиса Васильевна 60 ҫул тултарнине халалланӑ. Йӗркелекенсем: Раиса Сарпи, Нӑрваш Шӑхаль шкулӗ, вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, «Труд» (чӑв. Ӗҫ) хуҫалӑх. Конкурса ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас, сӑвӑ ҫырма ӑста ачасене палӑртас, ачасене тӑван чӗлхе илемлӗхне уҫса парас шухӑшпа ирттернӗ. Ӑмӑртура 2 номинаци пулчӗ — Раиса Сарпи сӑввисене вуласси, тата ачасем хӑйсем ҫырнӑ сӑвва каласа парасси.

Каларӑмӑр ӗнтӗ, шартлама сивве пӑхмасӑр Нӑрваш Шӑхаль шкулне ачасем чылаййӑн пухӑннӑччӗ — 70 ытлаччӗ вӗсем. 22 шкултан килнӗччӗ. Сарпи сӑввисене вуласа малти вырӑнсене Екатерина Шурякова (1 кл, Аслӑ Арапуҫ шкулӗ), Милана Наумова (4 кл, Патӑрьелти 1№ шкул), Татьяна Жегалина (6 кл., Нӑрваш Шӑхаль шкулӗ), Анастасия Салмина (9 кл., Кивӗ Ахпӳрт шкулӗ) тухрӗҫ.

Хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене вуласа пӗрремӗш вырӑнсене Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнче 1-мӗш класра вӗренекен Александр Кондратьев тата 6-мӗш класра вӗренекен Любовь Мешкова йышӑнчӗҫ.

Малалла...

 

«Первомайск» хуҫалӑх ӗҫченӗсем; bat-library.ucoz.ru сайтри сӑн
«Первомайск» хуҫалӑх ӗҫченӗсем; bat-library.ucoz.ru сайтри сӑн

Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсен халӗ хӗрӳ тапхӑр пырать — тыр-пул пухса кӗртеҫҫӗ. Вӗсен ӗҫне хавхалантарас тесе кашни ҫул уя ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем те тухаҫҫӗ — вырмара концерт лартаҫҫӗ.

Кӑҫал та утӑн 26-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсем «Малалла», «Первомайск» тата «Сидели» ял хуҫалӑх предприятисен уйӗсене тухрӗҫ. Концерт умӗн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Фёдоров хресченсенеҫак хӗрӳ тапхӑрта хастар ӗҫленӗшӗн тав сӑмахӗ тухса каларӗ, малалла та тӑрӑшса ӗҫлеме сунчӗ.

Концертпа пурте кӑмӑллӑн юлчӗҫ — культура ӗҫченӗсен юрри-ташши пурне те килӗшрӗ.

 

ҪӖР
11

Митта Ваҫлейӗн Астӑвӑм кунӗ
 Ille21 | 11.06.2010 00:03 |

17 ҫул Сталин тӗрмисенче асапланнӑ чӑваш сӑвӑҫӗ тиран вилсессӗн ҫеҫ ирӗке тухать. Анчах сывлӑха асапсем ҫисе янӑ… Вӑл икӗ ҫул ытларах ҫеҫ астивет ирӗклӗх сывлӑшне. 1957 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнче тӑван Аслӑ Арапуҫӗнче акатуйра пулать, халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗсен-маттурӗсен ӗҫне хаклакан ушкӑнра ӗҫлет, кунӗпе хӗвел айӗнче, пӑлхану-хавхалану та хӑй ӗҫне тӑватех ӗнтӗ… Тепӗр кунне… Юлашки сӑмахӗсем ҫапларах пулнӑ теҫҫӗ: «Хӑйӗн тӑван ҫӗрне таврӑнса вилекен телейлӗ».

Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче — асӑну хӑми. Шӑпах ун умне чӗрӗ чечексем хучӗ те ӗнтӗ паян миттаҫӑсен пӗр ушкӑнӗ.

Митинга Митта хунтин (фончӗн) ертӳҫи, пӗтӗм тӗнчери Абдӳлхак Хамид Тархан поэзии премийӗн лауреачӗ Илле Иванов ертсе пычӗ. Унта Митта премийӗн лауреачӗсем Евгений Турхан (Тутарстан), ЧР тава тивӗҫлӗ актриси Надежда Кириллова, филологи ӑслайӗсен докторӗ Василий Пушкин, Лидия Ковалюк сӑвӑҫ, чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Цыпленков, Ангелина Медведева вӗрентекен, филологи ӑслайӗсен кандидачӗ Виталий Станьял сӑмах каларӗҫ.

Малалла...

 

Юпан 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин президенчӗ 108№ хушу пусса Николай Аверкиевич Исмукова Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ ята панӑ.

Николай Аверкиевич 1942 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чаплӑ сӑвӑҫ Патӑрьел районне кӗрекен Аслӑ Арапуҫра кун ҫути курнӑ. 1994 ҫулта философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ятне, 1995 ҫулта профессор ятне илнӗ. Професиллӗ ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. 1993 ҫултанпа Шупашкарти кооператив институчӗн философи кафедрин декан вырӑнӗнче вӑй хурать.

 

Николай Исмуковӑн тӗп ӗҫӗсем: «Тӑван кӗтес» (1985), «Ҫӗр юрри» (1990), «Ахӑр самана» (1992), «Суйласа илнӗ сӑвӑсем» (1997), «Тӑват йӗркен» (1997), «Тӗнче ытамӗнче» (2003), «Хӗрлӗ пилеш сапаки» (2003), «Хура пилеш сапаки» (2003), «Венок терновый» (2004), «Парӑм» (2005), «Астивсе илмелӗх» (2006).

 

Эпир те Николай Исмукова ку ята тивӗҫнишӗн саламлатпӑр, ӗҫре ӑнӑҫу сунатпӑр! Пултарулӑх хӗлхемӗ тата та вӑйлӑрах ялкӑшса тӑтӑр!

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Куҫман пурлӑхпа ӗҫ тумалли лайӑх эрне. Сутнӑ чухне те, туяннӑ чухне тупӑш илетӗр Ҫемьепе пӗрле вӑхӑта ирттерни аван: кая хӑварса пынӑ ӗҫсене тӑвӑр, пысӑк япала туянма палӑртнӑ тӑк илӗр. Ҫав япала нумая пырӗ.

Пуш, 29

1925
100
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ