Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.6 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Çĕр çинчи тĕлĕнсе каймалла хитре 7 вырăн

  04.04.2015 17:02 | 5541 хут пӑхнӑ

Салар де Уюни (Боливи)

Боливинчи Салар де Уюни – çĕр çинчи чи тĕлĕнтермĕш вырăнсенчен пĕри. 40 пин çул каялла унта пĕве пулнă, кайран вăл типсе ларса çĕр çинчи тăварлă чи пысăк вырăна çаврăннă. Çумăр тапхăрĕнче 12 пин тăваткал километр лаптăка шыв пухăнать те Салар де Уюни тÿремлĕх пысăк тĕкĕр евĕр пулса ларать те унта тÿпе, пĕлĕт тата ту курăнать. Кун пек сăна кура паралелльлĕ тĕнче пур пек туйăнса каять.

Пария Каньон (Аризона, АПШ)

Аризонăри «Пария Каньон» наци заповедникне пĕтĕм тĕнчери çул çÿревçĕсемпе фотографсем лекме тăрăшаççĕ.

Малалла...

 

Ҫулталӑкра пӗрре чечекленекен Анса-Пӑрака пушхирӗ

  03.04.2015 11:26 | 4951 хут пӑхнӑ

Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр-и — анчах ку чӑн та пушхир сӑнӗсем. Америкӑри Анса-Пӑрака наци паркӗнчи тип ҫӗрсем ҫулталӑкра пӗрре чечекленсе илеҫҫӗ. Ҫак асамлӑхпа паллашма ҫынсем таҫти аякри кӗтессенчен те килеҫҫӗ.

Пушхир ыттисем евӗрлех — чӑнкӑ ту хушӑкӗсем, вилӗ тӑварлӑ ҫӗр. Чӗрчунсем те ҫуккипе пӗрех кунта. Ҫӑмӑл мар вӗсене кунта кун кунлама. Кунашкал вырӑн чӑн-чӑн ҫулҫӳревҫӗсене кӑна — хӑйсемшӗн мӗн те пулин ҫӗнни уҫакансене, йывӑрлӑсенчен хӑраманскерсене — илӗртме пултарать. Анчах та нарӑспа ака уйӑхӗнче ҫак вырӑна лексен кунти асамлӑх хуть те камӑн чӗрине те тыткӑнлама пултарӗ.

Малалла...

 

Арçын халсăрланасси мĕнрен е камран килет?

  30.03.2015 18:01 | 3257 хут пӑхнӑ

Камăн мĕн шухăш та, эпĕ вара хальхинче - арçынсен халсăрлăхĕ пирки-ха. Ку темăна манăн Нью-Йоркра пурăнакан 83 çулти Кармен Делль'Орефиче халĕ те арлă-арăмлă хутшăнупа пурăннине пĕлтернине вуланă хыççăн хускатас килсе кайрĕ. 68 çул мода тĕнчинче ирттернĕ çав хĕрарăм паян та чипер. Хăй вăл Итали скрипачĕпе Венгри балеринин çемйинче çуралнă. Ĕмĕрĕнче подиум тăрăх самай километр утнăскер чи вăрăм карьерăллă модель шутланать. Çавна пулах ăна Гиннес кĕнекине кĕртнĕ. Паян та вăл чипер. Унтан та ытларах арçынсемпе чун киленĕçĕ тупнине пытармасть иккен кинеми çулĕнчи чиперкке.

Малалла...

 

Мĕн çинине кала та кăмăлна пĕлем

  30.03.2015 17:44 | 4805 хут пӑхнӑ

Ĕненетĕр-и е çук-и, анчах хăш-пĕр ăсчах çын кăмăлне вăл мĕн çиме юратни тăрăх пĕлме пулать тесе шухăшлать иккен. Швейцарири ученăйсен ушкăнĕ пине яхăн çынна сăнава хутшăнтарнă та çавăн пек пĕтĕмлетнĕ.

Атьăр-ха эппин хамăра тата хамăрăн çывăх çыннăмăрсене сăнаса пăхар. Кам мĕнле апат юратнине аса илер те Швейцарири Биологи инсититучĕн ăсчахĕсем йăнăшнипе йăнăшманнине палăртар.

Таса чунлă та тӳрĕ кăмăллисем сиенлĕ апат-çимĕç çиме кăмăллаççĕ имĕш. Усаллисенчен тата мăкăртатма юратаканнисенчен чылайăшĕ усăллă апат-çимĕçе суйлаççĕ пулать.

Малалла...

 

Итали çинчен - кăсăкли

  29.03.2015 21:28 | 4654 хут пӑхнӑ

Италие çитсе килме ĕмĕтленекен нумаййи пирки иккĕленместĕп. Ара, илемлĕхĕпе хăйĕн патне кăчăк туртать-çке вăл. Мĕнпе уйрăлса тăрать вăл? Мĕнпе тĕлĕнтерет?

• Италире 20 регион. Кашнин – хăйĕн диалекчĕ, хăш чухне калаçăва кÿршĕ регионтисем те ăнланмаççĕ-мĕн.

• Регионсем вара коммунăсем çине пайланаççĕ. Вĕсем те пĕр-пĕрин калаçăвне ăнланмасан та пултараççĕ.

• Ку, ахăртнех, лайăх хыпар. Италире ача çурчĕсем çук.

• Çавăн пекех унта килсĕр-çуртсăр чĕрчунсем те çук.

Малалла...

 

Тӗнчене урӑхла кӑтартакан сӑнӳкерчӗксем

  21.03.2015 12:33 | 5011 хут пӑхнӑ

Хӑш чухне эпир кунӗн-ҫӗрӗн таҫта васкатпӑр. Ку япӑх мар ӗнтӗ. Кирлӗ чухне вӑл та кирлӗ — ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме е пысӑк ҫитӗнӳ тума васкани те вырӑнлӑ. Ҫавах та пурнӑҫ урапи темле ҫавӑрттарсан та тӑхтав туса илни пӗрре те пӑсмасть. Ун чухне пӗр-пӗр саманта сӑнланӑ ӳкерчӗке курнипе пирӗн пурнӑҫра вӗт-вак ыйтусем мӗнле нумай вырӑн йышӑннине туйса илетӗн.

АПШ-ри Сӗмитсӑн институчӗ ҫулсерен тенӗ пекех тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсенче тунӑ сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерет. Паян сире финала тухнисемпе паллаштарма кӑмӑл пур. Вӗсенче сӑнланнӑ самантсем хӑйсен кӗтменлӗхӗпе чӑн та тӗлӗнтереҫҫӗ.

Малалла...

 

Финлянди шкул реформи: предмет вырӑнне тема вӗрентӗҫ

  21.03.2015 12:02 | 4399 хут пӑхнӑ

Ĕнтĕ нумай çул хушши ăнăçлă вĕренÿ системине пĕр сăмахпа чĕнме пулать - Финлянди. Тĕнчери нацилле çĕршывсене тĕпчесе тунă вулама-çырма тата хутла пĕлнине кăтартакан списоксенче пĕр вĕçĕм мала тухакан халăх вăл.

Хальлĕхе Финляндипе тухăçри Китайсем, Сингапурсем кăна ăмăртаяççĕ. Анчах хайхи пĕлÿлĕх çĕршывĕ тепĕр, унччен шутламан, тĕлĕнмелле шухăша пурнăçа кĕртме çине тăчĕ: йăлана кĕнĕ "предмет вĕрентессине" пăрахăçласа ун вырăнне темă вĕрентмелле.

Хельсинки (Helsinki) тĕп хулари çамрăксемпе аслисене вĕрентессишĕн яваплă Лииса Похйолаинен (Lisa Pohjolainen) çаплпа калать: "Эпир пуçарнă çак ĕç Финляндири вĕренÿшĕн пысăк улшăну пулĕ".

Малалла...

 

Пĕчĕк çуралсан та пурăнаççĕ

  15.03.2015 21:17 | 4649 хут пӑхнӑ

Хальхи медицина палăртнă кунран маларах çуралнă ачасене те пурăнма май туса парать. Тĕнчере унашкалли нумай. Анчах пĕчĕк виçепе çуралнă хăш-пĕр ача вилĕме мĕнле çĕнтерни халĕ те тĕлĕнмелĕх шутланать.

Мэделайн Мэнн АПШра 1989 çулта 275 грамм виçепе çуралнă. Амăшĕ преэклампси чирĕпе аптăранă, çавăнпа ăна 27-мĕш эрнере кесарево тунă. Ачан çурланă чухне тĕрлĕ орган япăх ĕçленĕ, анчах специалистсем вĕсене йĕркене кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачине пульницăран 4 уйăхран çеç илсе кайма пултарнă.

Малалла...

 

Тĕнчери чи таса мар юханшывсем

  09.03.2015 21:38 | 5044 хут пӑхнӑ

Хальхинче тĕнчери чи вараланчăк юханшывсемпе паллашма сĕнетпĕр. Ахăртнех, вĕсем тахçан тасах пулнă, унта пулă та ĕрченĕ.

Чи хура юханшыв Индонезире вырнаçнă. Citarum юханшыв тĕп хулапа – Джакартăпа – юнашар юхса иртет. Вăл 9 миллион çын пурăнакан хула ăпăр-тапăрне пухать. Вырăнти халăх унта пулă ĕрчени пирки маннă ĕнтĕ. Унта пулла çÿремеççĕ, юханшыври çÿп-çапа пуçтарса ятарлă çĕре укçалла кайса параççĕ. Ку пулă тытса аппаланиччен тупăшлăрах-мĕн.

Ку – Citarum юханшывах, анчах Хĕвелтухăç Явăра (Индонези).

Малалла...

 

Кутăн çаврăннă айсберг илемĕ

  22.02.2015 18:47 | 4669 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Антарктидăра тĕлĕнмелле япала асăрханă: океанра кутăн май çаврăннă айсберг пур. Ахальлисем шурă тĕслĕ, мĕншĕн тесен вĕсем чăмăртаннă юртан тăраççĕ. Анчах юр пĕрчисем пысăк пусăма пула чăмăртанаççĕ е тинĕс шывĕнче шăнаççĕ пулсан хушăксем пĕтеççĕ.

Хĕвел çутин хĕрлĕ тата сарă хумĕсене пăр «çăтать», анчах кăваккисем сапаланаççĕ. Хăш-пĕр çак хумсене эпир çутă кăвак куратпăр. Вĕсем тинĕсри таса шыва аса илтереççĕ.

Сывлăш çук чухне шăннă шывпа та çак япалах пулса иртет.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 26

1939
87
Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1942
84
Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
1980
46
Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...