Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Финлянди шкул реформи: предмет вырӑнне тема вӗрентӗҫ

21.03.2015 12:023146 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Ĕнтĕ нумай çул хушши ăнăçлă вĕренÿ системине пĕр сăмахпа чĕнме пулать - Финлянди. Тĕнчери нацилле çĕршывсене тĕпчесе тунă вулама-çырма тата хутла пĕлнине кăтартакан списоксенче пĕр вĕçĕм мала тухакан халăх вăл.

Хальлĕхе Финляндипе тухăçри Китайсем, Сингапурсем кăна ăмăртаяççĕ. Анчах хайхи пĕлÿлĕх çĕршывĕ тепĕр, унччен шутламан, тĕлĕнмелле шухăша пурнăçа кĕртме çине тăчĕ: йăлана кĕнĕ "предмет вĕрентессине" пăрахăçласа ун вырăнне темă вĕрентмелле.

Хельсинки (Helsinki) тĕп хулари çамрăксемпе аслисене вĕрентессишĕн яваплă Лииса Похйолаинен (Lisa Pohjolainen) çаплпа калать: "Эпир пуçарнă çак ĕç Финляндири вĕренÿшĕн пысăк улшăну пулĕ".

Ĕçлĕ пурнăçа хатĕр

Хула аталăнăвĕшĕн тăрăшакан пуçлăхсем ачасене шкулта ĕç пурнăçĕнче кирлĕ пĕлÿ парса вĕрентесшĕн. "Çамрăксем вăйлă компьютерсемпе усă кураççĕ. Ĕлĕк банксем шутлав-хисеп тутарма чылай клерк тытатчĕç тейĕпĕр, халĕ вара ку пачах урăхла. Çакна кура вĕренĕве те паянхи обществăпа производствă нушисене шута илсе урăхлатса йĕркелемелле.”

Ирпе истори, кăнтăрла иртсен географи... - ятарлă предмет урокĕсене Финляндин аслă классенчи вунулттăри çамрăксене вĕрентме пăрахрĕç те ĕнтĕ. Предметсем вырăнне финсем "феноменла" вĕрентÿ - тема тăрăх вĕрентесси - туса хунă. Тĕслĕхрен, ĕç-хĕл шкулне хутшăнакан яш ача "Кафеттери сервисĕ" урокĕсене кайĕ, унта кирлĕ шайра математикине те, ют чĕлхине те, илемлĕ çырупа коммуникацине те хăнăхĕ. Ăслăлăх шкулне кăмăллаканни вара Европă Пĕрлĕхĕ темăллă уроксене çÿресе ĕçĕнче кирлĕ экономика, истори, ют чĕлхепе геогрфи пĕлĕвне алла илĕ.

Ниме меслечĕ

Ретĕн-ретĕн ларса, учителе кичеммĕн итлесе, вăл хăçан ыйту ыйтса ура çине тăратассине кĕтекен яш-кĕрĕмĕн пурнăçне урăхла улшăнусем те кĕтеççĕ. Малашне вĕсем пĕчĕк ушкăнсене пайланса пĕр-пĕринпе хутшăнассине (коммуникацине) хăнăхса, пĕрле тĕрлĕ ыйтусемпе задачăсене шутлама тĕллевленĕç.

Ачасене паянхи ĕçлĕ пурнăçа хăнăхтарса вĕрентес тесе ĕмĕтленекенсем, реформа шĕкĕр хулана кăна мар, Финляндин пĕтĕм ял-хулине пырса тивессине пĕлтереççĕ. Шкулсенче 1900 çулсен йĕркипе вĕрентни хальхи 21-мĕш ĕмĕрте пурнăç нушине тивĕçтерми пулчĕ. Финлянди тулашĕнче те чылай вĕрентÿçĕ ачасене ĕçлĕ пурнăçа пĕлÿллĕн, ăслă-тăнлăн, этеплĕн кĕртме пулăшма пултараслăха çĕнĕлле вĕрентессинче курать.

Педагогсен нуши

Анчах, паллах, Финляндире те ку реформăна хирĕççисем пур. Вĕсенчен ытларахăшĕ ĕмĕр тăршшĕ хăйсен предметне тап-тарăн тĕпчесе пур енчен те ăста педагог пуласшăн çуннисем. Çĕнĕ йĕрке вĕсене хăйсен меслечĕсене юрăхсăра кăларать, пĕр кун хушшинче тенĕ пек çĕнĕ ăслăлăхсене алла илме хушать.

Хулари кашни 7 педагога çĕнĕ майпа вĕрентсе хатĕрленĕ ĕнтĕ. Çĕнĕлле вĕрентÿçĕсене ытларах ĕç укçи парса хавхалантараççĕ. Пуçлăхсем пĕлтернĕ тăрăх учительсенe çĕнĕлĕхе ырлаттарса кăмăлĕсене уçасси питĕ йывăр, анчах çĕнĕлле хатĕрленнĕ учительсем пĕртте ÿкĕнмеççĕ, текех кивĕлле вĕрентме те килĕшмеççĕ.

Пирвайхи даннăйсем вĕренекенсем те чылай усă курнине çирĕплетеççĕ. Çĕнĕ меслете пуçăннин иккĕмĕш çулхине шкул ачисен "тухăçлăхĕ" (финсем "успеваемость" сăмаха та тек килĕштермеççĕстандарт) самай ÿснĕ.

Пĕчĕккисене - вăйăпала илĕртсе

Шкул умĕнхи сектора та çĕнĕлĕх кĕтет имĕш. Вăйăлла Вĕренÿ инноваци центрĕ (ВВЦ) пĕчĕк тата кĕçĕн ачасене вĕрентессине тата вăйăллăрах тăвассишĕн компьютер вăййисене тăвакансемпе калаçу-хаклашу ирттерет. ВВЦ пуçлăхĕ Олави Ментанен Финляндие тĕнчен вĕренÿре вăйăран пайта курассипе тĕнче шайĕнчи çулпуçĕ туса хурассишĕн.

Ытти халăх вĕрентÿçисем Финляндире пулса иртекен тимлĕн сăнаççĕ. Реформăсем ăнăçу илсе килĕç-и, сиен кÿрĕç-и - ку ытти çĕршывсенче вĕрентÿ системи мĕнлерех улшăнассине систерĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Пĕр хĕрарăм // 1831.99.1521
2015.03.22 11:07
начар куçарнă
Agabazar // 2129.00.9831
2015.03.22 13:59
Agabazar
Чăвашла çырма, вулама, калаçма хăнăхакан çын хатĕрленĕ пуль ку текста.
Кам иккенĕ паллă мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем