Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хальтерехри статьясем

Тӗнчери чи тӗлӗнмелли йӑласем

  16.10.2016 21:27 | 3769 хут пӑхнӑ

Кашни халӑхӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки. Теприсемшӗн вӑл, тен, тӗлӗнмелле, пуҫа вырнаҫмалла мар пек туйӑнать.

1. Индонезири Балире шӑла хӑйраҫҫӗ. Яш пӗве кӗнӗ тапхӑрта тӑваҫҫӗ ҫакна. Хӗр е каччӑ ҫемье ҫавӑриччен шӑлне хӑйраттарать. Е ку йӑлана туйра пурнӑҫлаҫҫӗ. Йӑлапа килӗшӳллӗн, асав шӑлла хӑйраҫҫӗ. Ҫапла ҫын усал вӑйсенчен хӑтӑлать.

2. Индонезире тидонг халӑхӗн туй йӑли ҫапларах: каччӑ юрату ҫинчен темиҫе юрӑ юрламасӑр хӗр питне кураймасть. Чи тӗлӗнмелли: туй хыҫҫӑн арӑмӗпе упӑшкин виҫӗ кун та виҫӗ каҫ ҫӑвӑнма юрамасть.

Малалла...

 

Туристсене илӗртме илемлӗ чарӑнусем шухӑшласа кӑларнӑ

  25.09.2016 20:29 | 4680 хут пӑхнӑ

Туристсене Чӑваш Ене илӗртесси пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Тен, ытти ҫӗршывран тӗслӗх илмелле? Вӗсем туристсене илӗртес тесе темӗн те пӗр шухӑшласа кӑлараҫҫӗ.

Австрири Крубмах ялӗ туристемшӗн илемлӗ вырӑн пулса тӑнӑ. Унта Bus:Stop ятлӑ дизайнер проекчӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Пӗр урамра общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене тӗрлӗрен туса лартнӑ.

Ку – питӗ интереслӗ шухӑш. Автобус кӗтнӗ чухне хӑш чухне чарӑнура нумай кӗтме тивет: таса мар, тӗссӗр, хитре мар вӗсем. Крумбах ялӗнче вара ку ыйтӑва татса панӑ, унти чарӑнусенче тӑмашкӑн пӗрре те тунсӑхлӑ мар.

Малалла...

 

Айван ҫын мӗншӗн хӑй айванне пӗлмест?

  26.06.2016 19:41 | 3275 хут пӑхнӑ

Ку ыйту тавра мӗн чухлӗ ҫын пуҫ ватнине татса калаймастӑп та, анчах ӑслисемех хӑйсене айван тесе чунӗсене шӗкӗ евӗр кӑшлани пирки иккӗленместӗп.

Хам ӑслӑ мартан-ши е урӑх сӑлтава пула-ши ӑслӑ ҫынсене каҫса каясла хисеплетӗп. Шел те, сахал пӗлетӗп ун пеккисене. Вӗсемпе вара ӗҫлеме те кӑмӑллӑ, ытти лару-тӑрура та лайӑх. Вӗсен тӗп уйрӑмлӑхӗ — хӑйсем ӑслине палӑртманни. Ӗҫре те, ытти чухне те. Тата ҫав ҫынсен тӗп уйрӑмлӑхӗ — айваннисене те айван теменни, ӑна-кӑна тӗшмӗртекеннисене вара хавхалантарма-ҫунатлантарма пӗлни.

Малалла...

 

Хӑйне евӗр профессисем

  05.06.2016 22:05 | 3838 хут пӑхнӑ

Хӑшӗ-пӗри ун валли ӗҫ ҫук тесе макӑрать. Урам шӑлаканра, чашӑк-тирӗк ҫӑваканра тӑрӑшас килмест вӗсен. Кӗсьене укҫа ҫӑмӑллӑн кӗрессе кӗтеҫҫӗ-ши? Ӗҫлес тесен таҫта та вӑй хума пулать. Тӗнчере тӗрлӗ професси пур. Вӗсен шутӗнче — хӑйне евӗррисем те, эпир пӗлменнисем те.

22-ри Рис Оуэн, куҫлӑхлӑскер, Торп паркра ӗҫлет. Унӑн тивӗҫӗ — килен-каян хӑварнӑ хӑсӑка тасатасси. Кунашкал професси никама та килӗшес ҫук ахӑртнех. Анчах вӑл Рисӑн кӑмӑлне каять. Ӗҫ укҫи те ун лайӑх. Тата вӑл каруҫҫельпе, ытти аттракционпа укҫа тӳлемесӗрех ярӑнма пултарать.

Малалла...

 

Вӑрӑм тунасене «ҫитерни», е Хӑйне евӗр сӑнавсем пирки

  29.05.2016 22:32 | 6594 хут пӑхнӑ

Тем хӑтланакан та пур. Ҫак кунсенче Шупашкар ҫынни вӑрӑм тунасемпе сӑнав ирттернӗ. Вӗсем ҫыртнине хӑй мӗнле чӑтса ирттернине пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Хайхискер Атӑл леш енче вӑрӑм тунасене «ҫитернӗ».

Евгений Столяров хӑйне вӑрманта ҫыхса хуртарнӑ. Вӑрӑм тунасем ӑна тӳрех тапӑннӑ. Вӗсем кӗлеткипех ҫыртсан мӗн пулать? Ҫакна пӗлесшӗн ҫуннӑ вӑл.

Вӑрмана вӑл юлташӗпе кайнӑ. Пилӗкӗ таран хывӑннӑскер вӑрӑм тунасене мӗн чухлӗ вӑхӑт «тӑрантарнӑ»? Евгений 19 минут ҫеҫ чӑтайнӑ.

Хӑй вӑл слесарь.

Малалла...

 

Вӑкӑра мӑйракаран тытмалла е Авалхи грексен кун-ҫулӗ кӑсӑк

  19.05.2016 21:18 | 4072 хут пӑхнӑ

Авалхи Греци — тӗлӗнмелле цивилизаци. Унпа ҫыхӑннӑ вӑрттӑнлӑхӗ те, юмах-халапӗ те чылай.

Авалхи Греци тӑватӑ ҫӗр ҫул хушши йӗркеленнӗ: ун валли ӑна пирӗн эрӑчченхи 1700-мӗш ҫултан пуҫласа 700-мӗш таран вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Тӗнче шайне лекиччен ӑна виҫӗ ҫӗр ҫул таран кирлӗ пулнӑ. Греци кун-ҫулӗнчи пӗлтерӗшлӗ вӑхӑт — 776-мӗш ҫул. Шӑпах ун чухне Олимп вӑййи иртнӗ. Ҫав ҫулах унта геометрилле ӳнер стилӗ йӗркеленме тытӑннӑ. Ҫавна тӑм савӑт-сапа тӑрӑх пӗлме пулать.

Авалхи Греци литературинче мифологи пысӑк вырӑн йышӑнать.

Малалла...

 

Патша йӑхӗнчи ҫӑлтӑрсем

  03.05.2016 17:15 | 2828 хут пӑхнӑ

Хальхи вӑхӑтри тӗнче шайӗнчи ҫӑлтӑрсен ламран лама пыракан йӑх-несӗлне «РБК стиль» портал тишкернӗ май вӗсенчен хӑшӗсем паллӑран та паллӑ тымартан тухнине палӑртать.

 

Франко Дзеффирелли Итали режиссерӗ Леонардо да Винчи живописец тата изобретатель йӑхӗнчен тухнӑ. Ку пӗтӗмлетӳ патне Алессандро Веццози тата Агнезе Сабато Итали историкӗсем ҫитсе тухнӑ. Вӗсем да Винчи ҫемйин генеалоги йывӑҫне 40 ҫул тишкернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетнӗ. Художникӑн вил тӑприҫӗ XVI ӗмӗрте ҫухалнине пула Леонардо ДНК анализне тишкерме май килмен.

Малалла...

 

Пуян пулсан эсӗ мӗн ҫийӗттӗн?

  03.05.2016 16:25 | 3840 хут пӑхнӑ

Эпир халӗ калакан пуянсем виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ Мишленлӗ (ку паллӑна тивӗҫнинче апатланма питӗ хаклӑ) илнӗ ресторанта ир те, каҫ та ҫиме пултараҫҫӗ. Вӗсем, паллах, тӗрлӗ меню суйлаҫҫӗ. Ҫапах та пӗрпеклӗх те пур вӗсен: чылайӑшӗ гамбургер, фри ҫӗрулми, ҫиелтен шӑккӑлат сапнӑ мороженӑй юратать.

«РБК Стиль» миллионерсем мӗнпе апатланма кӑмӑлланине тишкернӗ те ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне ҫитсе тухнӑ.

 

Уоррен Баффет миллиардера Forbes журнал ҫӗр ҫинчи чи пуян ҫынсенчен виҫҫӗмӗш вырӑн панӑ.

Малалла...

 

Кулӑшла саккунсем

  08.03.2016 22:20 | 4025 хут пӑхнӑ

Ку кулӑшла та, анчах кун пек саккунсем пур. Вӗсене пӑхӑнманшӑн тӗрмене ларасси те инҫех мар.

 

♦ Францире сысна усракансене ӑна «Наполеон» ят хума чарнӑ.

♦ Италири саккунсемпе килӗшӳллӗн, Мария ятлӑ хӗр-хӗрарӑмӑн хӑйӗн ӳтне сутма юрамасть.

♦ Исландире Scottulaejir тесе ҫырнӑ ҫын медицина пулӑшӑвӗ пама пултарать. Вӑл сиплевҫӗ тенине пӗлтерет.

♦ Китайра путакан ҫынна ҫӑлма чараҫҫӗ, мӗншӗн тесен ку унӑн шӑпине сӑмса чикни пулать.

♦ Ҫурҫӗр Индире ӗнене вӗлерекен ҫынна ҫакса вӗлереҫҫӗ.

Малалла...

 

Ҫӗр ҫинчи тӗлӗнтермӗш фактсем

  15.02.2016 22:01 | 3590 хут пӑхнӑ

1. Кока-колӑна сӑрламан тӑк симӗс тӗслӗ пулатчӗ.

2. Ҫӗр ҫинчи чи ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗ — 8 тата 9 ҫулта. Ку вӑл 1910 ҫулта пулнӑ. Ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗ Китайра пурӑннӑ.

3. Уинстон Черчилль хӗрарӑмсен туалетӗнче ташӑ каҫӗ вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ.

4. Италинчи Сиена хулинче Мария ятлӑ хӗрарӑмсен ӳте сутса пурӑнма юрамасть.

5. Таракан пуҫсӑр 9 кун пурӑнаять, унтан вӑл выҫӑпа вилет.

6. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакансем кунсерен 18 гектар пицца ҫиеҫҫӗ.

7. Хӗрарӑмӑн кӗлетки Барби евӗр пулсан вӑл ик урипе тата ик аллипе тытӑнса кӑна утаятчӗ.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 14
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 13

1880
145
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ.
1915
110
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1937
88
Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...