Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Патӑрьел: чӑвашлӑх тата чӑвашмарлӑх

  06.09.2016 14:13 | 6342 хут пӑхнӑ

Владимир Болгарский Патӑрьел пирки статья ҫырса кӑларчӗ.

Патӑрьел вырӑсланӑвӗ — никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ӗнер-паянхи ыйту мар ку. Тахҫанах пуҫланнӑ процесс. Чӑннипе ку иртнӗ ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче пуҫланнӑ. Никита Сергеевич Хрущёв тивлечӗпе.

Анчах та, слапух Турра, Патӑрьел тӗппипех вырӑсланнӑ теме иртерех-ха.

Владимир Болгарский статйинче, тӗпрен илсен, ЗАГСпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха уҫса панӑ. Мӑшӑрланакансене чӑвашла саламламаҫҫӗ иккен унта ӗҫлекенсем. Интернетра Патӑрьел ЗАГСӗн сайчӗ пур.

Малалла...

 

Чан сасси чӑваш чунне вӑратаймӗ

  05.09.2016 09:35 | 4940 хут пӑхнӑ

Ҫӑка ҫулҫи ҫаврака,

Мӗн каласа ҫырнӑ-ши?

Эпир кунтан кайсассӑн

Мӗн каласа юлӗҫ-ши?

 

Ҫак юрра Освальд Шпенглер пӗлес пулсан, тен, «Европа вилӗмӗ» (Der Untergang des Abendlandes, 1918, 1922) кӗнекен эпиграфӗ тунӑ пулӗччӗ. Нимӗҫ философӗ шучӗпе, истори пулӑмӗсем ҫут ҫанталӑкри пулӑмсем пекех. Культурӑсем пӗр-пӗринчен хӑйсен эрешӗпе уйрӑлса тараҫҫӗ. «Ӑс-тӑн тӗрри» тет Шпенглер. Тӗнче, кун-ҫул тӗрри, ҫиелтен пӑхсан, тӗрлӗ, анчах та вӑл, ун уҫҫине тӗшмӗртсен (хатӗр, янтӑ уҫӑ ҫук – сӗмленӳ, тавҫӑру ӑна тупма май парать), аванах вуланать.

Малалла...

 

Agabaz валли Ашмарин

  23.08.2016 23:11 | 6175 хут пӑхнӑ

 

"Ашмарин ятне тӗлли-паллисӗр турткалама кирлӗ мар пуль. Ҫук унӑн апла калани.

 

Ашмарин — революционер, пӗрлӗхлӗх ӗҫлевҫи мар. Ахаль ӑславҫӑ ҫеҫ."

 

Ашмарина "ахаль ӑславҫӑ" теме хӑю ҫитерекен ахаль мар, ытарайми, иксӗлми циттатлӑхлӗпе хисеплӗ Agabazar хоспочина чӑваш чӗлхипе историне, культурине, сӑмахлӑхне юратуллӑ туйӑмпа пӗтӗм вӑйне парса ӗҫленӗ генийӗн сӑмахӗсене пӗлтерес, хам ҫав шухӑшсене пушӑ вырӑнтан аса илменнине кӑтартса парас терӗм.

Малалла...

 

Тилли шарт-шартпа наци юхӑмӗ тулмасть

  12.08.2016 14:11 | 6078 хут пӑхнӑ

 

Йӑвӑр шухӑшсем

 

Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм,

Атӑл тӑвайккийӗ ҫине ухрӑм.

Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ…

Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ.

Атӑл шавланине итлерӗм:

Чуна лӑплантарса пули терӗм.

Анчах канӑҫсӑр чунӑм лӑпланмарӗ,

Пуҫран йӑвӑр шухӑш каймарӗ.

Тӑван ҫӗршыв, сана ӗненеттӗм,

Пулас мухтавлӑхна сисеттӗм...

Халиччен шанчӑкпа чӗре ҫунчӗ…

Паян теме сиссе ӗмӗт сӳнчӗ.

Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,

Сивӗннӗ чӗрере вӑйӑм чакрӗ.

Малалла...

 

Эх, мӑнтарӑн чӑваш!..

  07.08.2016 19:41 | 5584 хут пӑхнӑ

Яшка. Ку ӳкерчӗке илнӗ вырӑн.

 

Чӑваш йышӗ тӗнчере ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа чакса пырать (1).

Чӑвашла калаҫакансен, чӑваш чӗлхипе хӑйсен пурнӑҫӗнче куллен усӑ куракансен йышӗ тата хӑвӑртрах чакать (2).

Чӑваш тӳре-шари пур. Чӑваш Наци Конгресӗ пур. Мӗн шутлаҫҫӗ, мӗн палӑртаҫҫӗ вӗсем чӑваш халӑхӗн хальхи аталанӑвӗн тӑрӑмне шута илсе?

 

Ку тӗлӗшпе мӗн каланисене унтан-кунтан хӑлхана чикнӗ май, куҫ умне акӑ мӗн тухса тӑрать.

Малалла...

 

Шурӑ Шупашкарти сак айӗнчи чӑваш чӗлхи

  21.07.2016 23:17 | 5379 хут пӑхнӑ

Пӗчӗк чухне, 1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче, 1970-мӗшсен пуҫламӑшӗнче вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен пире шкулта ҫӗнӗ кӗнекесем паратчӗҫ: чӑвашлисене, вырӑслисене… Ҫӗнӗ кӗнекесенчен ырӑ, тутлӑ шӑршӑ кӗретчӗ. Инҫетри Шупашкартан ярса панӑ кӗнекесем темӗскерле чӑваш ӳкерчӗкӗсемпеччӗ, чуна туртакан тӑван шрифтпа тата илӗртӳллӗрех, кӑсӑклӑрахчӗ… «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсене тупма ҫукчӗ. «Пионер сассине» чӑтаймасӑр кӗтсе тӑнӑ. Кампурпа Ваҫҫук ҫинчен юратса вуланӑ. Чӑвашла куҫарнӑ киносене курма ҫынсем хаваспа лӑк тулли пуҫтарӑнатчӗҫ.

Малалла...

 

Крымри Акатуй кирлӗ уявах-и?

  11.07.2016 15:32 | 6855 хут пӑхнӑ

Ӗнер Крымра, унти Севастополь хулин Балаклава пайӗнче, Акатуй уявӗ иртнӗ. Ӑна еплерех шайра йӗркеленине пулса курнисем кӑна тӗрӗс хаклайӗҫ. Эпир, Крымри ҫав уява сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх пӑхаканнисем, нимех те калама пултараймастпӑр. Ҫапах та Севастопольти Акатуя ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнни куҫкӗретех.

Чи кӑсӑклӑ та тавлашуллӑ тӗрлӗ шухӑшран хӑшӗ "Правда ПФО" тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырӑннӑ. Уяв пирки хыпарланинче автор мероприяти ирттернине хӑй енчен ниепле те хакламан-ха. Кунта, тепӗр тесен, тӗлӗнмелли ҫук: чӑн-чӑн информаци жанрӗ ҫавӑн пек пулмалла та.

Малалла...

 

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ»

  10.07.2016 21:15 | 7534 хут пӑхнӑ

Иртнӗ вырсарникун, утӑн 3-мӗшӗнче, «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче «Хавал» уйлӑх (лагерь) ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те унта ҫитсе курчӗ, уйлӑха йӗркелекен Александр Блиновпа калаҫу йӗркелерӗ.

 

— Кӑҫал «Хавал» уйлӑх ҫиччӗмӗш хут пухӑнчӗ, ҫапла-и?

— Ҫапла.

— Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан мӗнле ҫӗнӗлӗхсем тата уйрӑмлӑхсем пур?

— Пӗтӗмӗшле илсен ҫавах ӗнтӗ. Анчах ман шутпа лекцисем пахалӑх енчен илсен лайӑхрах. Кӑҫал чӑн та кунта хӑйне евӗрлӗ университет пулса иртет.

Малалла...

 

Есть у народа порох в пороховницах!

  02.07.2016 11:50 | 6847 хут пӑхнӑ

(Из размышлений после народного Всечувашского Cимека)

 

Когда на собрании сельских активистов Вурман-Сюктерской поселенческой администрации послышались голоса оппозиции из Крикакасов, Сюктерки, Микши-Энзея («Зачем нам общий симек, пусть каждый сам по себе поминает, кого хочет»!»), когда глава администрации Олег Ерманов сказал, что на празднике участвовать не будет (главенствующая партия приказала ему ехать в Козловку ловить рыбу и играть в футбол), да когда еще районное начальство и церковные пастыри проявили недовольство — в мою душу закралось сомнение.

Малалла...

 

Чӑваш сцени ҫинчи вӑрланӑ юрӑ

  27.06.2016 08:00 | 5890 хут пӑхнӑ

Яла кайсан Наци радиовне е Тӑван радиона вӗҫӗмех итлетӗп. Ӗҫ пӑрахса, ҫине тӑсӑлса выртса мар-ха. Ӗҫе кӳлӗнсен янӑратать те вӗсене тусӑм. Унпа пӗрле чылай чухне ирӗксӗртен тенӗ пек эпӗ те чӑваш юррисене итлетӗп.

Ирӗксӗртен итлетӗп тенинчен хытах тӗлӗнме кирлӗ мар. Сӑлтавӗ — кирек мӗнле ӗҫре те профессионала кӑмӑлланинче. Юрӑҫ, композитор, сӑвӑҫ пирки те ҫавнах каланӑ пулӑттӑм. Теприсем тата хӑйсене ытла та универсал тесе шухӑшланӑран пулӗ, сӑввине те ҫыраҫҫӗ, кӗввине те хываҫҫӗ, хӑйсемех шӑрантараҫҫӗ.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, ... 37
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...