Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николай Адёр: Газ чӑвашла пӑсарлӑк-ши?..

Николай Адёр09.02.2022 18:497874 хут пӑхнӑ

(фельетон)

 

Чӑваш ҫырулӑхӗн кун-ҫулӗ мӗн ҫуралнӑранпах тертлӗ. Паян та вӑл пусмӑрта, ӑна чӑвашсем хӑйсемех тӑрӑшса пӑсаҫҫӗ. Ҫакна кура та чӑваш чӗлхинчен ачисем ютшӑнаҫҫӗ, хулари ашшӗ-амӑшӗ вӗсемпе вырӑсла пуплеҫҫӗ. Ялсенче паян чӑвашла калаҫакан ачасем питӗ сайра! Ҫукпа пӗрех. Пире, чӑвашла калаҫма хӑнӑхнӑскерсене, яла пырсан ют ҫӗре ҫитнӗ пек туйӑнать. Ҫӑлӑнӑҫӗ ачамсенче хамӑр ята, чӗлхене чӗррӗн хӑварассинче. Ҫырулӑха та.

Кӗскен истори саманчӗсене аса илер-хе. Пурте илтнӗ чӑвашсен ҫӗнӗ алфавитне 23 ҫулхи Иван Яковлев, чӑваш ачи, Василий Белилин вырӑс студенчӗ пулӑшнипе 150 ҫул каялла 1871 ҫулта йӗркелени ҫинчен. Мӗншӗн ҫӗнӗ? Ара унчченех, ҫӗр ҫул малтанах чӑвашла ҫырнӑ та-ха…Тата Яковлевччен 5–6 ҫул маларах Чӗмпӗрте Николай Золотницкий та чӑвашсем валли «Солдалык кнеге» ҫырса кӑларнӑ. Тӗрӗссипе ку ӗҫе анлӑн пуҫараканни, ҫул уҫаканни вырӑс, Николай Иванович Ильминский, тӗн академийӗн профессорӗ. Тӗллевӗ чӑвашсене ҫутта кӑларса «вырӑс тӗнне» кӗртесси пулнӑ. Вӑлах тутар ачисем валли те христиан тӗнне вӗрентекен шкул уҫнӑ. Чӑвашла куҫарнӑ кӗнекесенче Иван Яковлевӑн ачалӑх иртнӗ анатри чӑвашсен, Пӑва уесчӗнче калаҫакан сӑмахӗсене тӗпе хунӑ.

Ҫӗнӗ алфавита темиҫе хут тӳрлеткеленӗ пулсан та ҫырнӑ сӑмахсене вуласа ӑнланма йывӑр пулнӑ. Каярах, вӗсем хыҫҫӑн алфавита 1923, 1926, 1933, 1938 ҫулсенче 15 вырӑс саспалли хушма тивнӗ, виҫҫӗшне пӑрахӑҫланӑ. Анчах та вӗсем паян кун та чӑваш сӑмахӗсенче тӗпленеймен, чӗлхене кӗнӗ вырӑс сӑмахӗсенче ҫеҫ ҫырӑнаҫҫӗ.

Истори тенӗрен, Яковлев ҫырулӑхӗнчен ҫӗр ҫул малтан 1769 ҫ. вырӑс ҫынни, архиепископ Пуцек-Григорович чӗннипе, тытса пынипе, вӑл тӑрӑшнипе питӗ анлӑ тӗпчевлӗ ӗҫ — пӗрремӗш чӑваш грамматикине Питӗрте 600 экземпляр пичетлесе кӑларнӑ. Унпа пӗрле Чотай чӑвашӗ, иерей Ермей Иванович Рожанский тачӑ ӗҫленӗ. Тен, кӗнеке авторӗ те вӑлах пулнӑ. Калас пулать, унччен малтан 1767 ҫулта вӑл Кӗтерне патшана халалласа сӑвӑласа ода ҫырнӑ. Ку чӑвашсен чи пирвайхи литература ӗҫӗ! Чотай хастарӗсем хӑйсен ентешне чысласа палӑк лартасшӑн. Ку ӗҫе тума пур чӑваша та чӗнес!

Вӑл вӑхӑтра ҫак кӗнеке никамах та кирлӗ пулман. 150 ҫул иртсен ҫеҫ Николай Ильминский ҫине тӑнипе 1870-мӗш ҫулта Патшалӑх Канашӗ пуҫламӑш шкулсенче вырӑс мар ачасене хӑйсен чӗлхипе вӗрентме ирӗк панӑ.

Асӑннӑ грамматика тури чӑвашсен, хальхи Муркаш, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Кӑмаша тӑрӑхӗнчи чӑвашсен калаҫӑвӗсене, пуплевӗсене вырӑна хунӑ. Шел, Иван Яковлев юлташӗпе ҫӗр ҫул малтанах йӗркеленӗ чӑваш грамматики ҫинчен илтмен те, пӗлмен те пулас.

Чӑваш ҫырулӑхне тури чӑвашсен пуплевӗсене, пӗрремӗш чӑваш грамматикӑри янравлӑ хупӑ саспаллисене вырӑна хурса тӳрлетес. Вӑл пӗрремӗш ҫырав пулнине шута илсе те. Паллах, иртнӗ 250 ҫултанпа сӑмахлӑх улшӑнӑвӗсене сӑнаса та.

Юсав ӗҫне пуҫӑнма чи малтан 1992-1994-мӗш ҫулсенче Чӑваш Патшалӑх Канашӗ тӗплӗн сӳтсе явмасӑр, васкаса, ним ӑнланмасӑр йышӑннӑ «сӑмахсене уйӑрса ҫыртаракан правилӑсене» регламента пӑснӑшӑн пӑрахӑҫламалла. Реформӑн авторӗсен, ӗҫе кӗрттерекен депутатсен ячӗсем паллӑ: Иван Андреев, Юрий Виноградов, Атнер Хузангай, Алексей Леонтьев, Петӗр Краснов… Ку «ҫӗнӗлӗх» ял кулли ҫеҫ мар, ку — тӗнче кулли! Тӗнчипех, пӗтӗм халӑх, вырӑссем те, сӑмахсене пӗрлештерсе тепӗр сӑмах ҫуратаҫҫӗ. Эпир вара каялла чакрӑмӑр.

Паян та ӑслӑлӑх институчӗн хӳттинчи Алексей Леонтьев ученӑй «чӑваш чӗлхинче пӗр вырӑс сӑмахӗ те пулмалла мар!» тесе вӗрентесшӗн. Кунпа ниепле те килӗшме май ҫук, чӗлхене кӗрсе ҫирӗпленнӗ пиншер вырӑс сӑмахӗсене чӑвашлатма чӗнни халӑха тепӗр «типшар» пӑявне сӗнни пекех. Ҫакӑн пек тӑмпуҫсем вырӑсла «газ» сӑмаха чӑвашла «пӑсарлӑк» тесе ҫыртарӗҫ-ши пире?.. Е чӑвашлатса «кас» тесе?.. Тата мӗнле вирус мурӗ хатӗрлӗҫ кунта диссертантсем? Манса кайрӗҫ хӑмпӑланса, кам ҫыннисене пула чӑваш ҫырулӑхӗ пуҫланса кайнине, вӑй илнине, кам ҫумӗнче этем картине кӗрсе республика шайне ҫитнине!

Эпир тепӗр чухне хисеплӗ Иван Яковлевич ҫине ӳпкелешкелесе хакланине пӑхмасӑр вӑл пехилленӗ сӑмахсене тӑнлар, ӑша хывар, вырӑс халӑхӗнчен ютшӑнас мар, пӗр пулса малалла талпӑнар… Тата пире чиновниксем чӑваш чӗлхине паянхи пекех пӗтерсе пырсан чи малтан кам хӳттине тарӑпӑр: тюркӑсен е вырӑссен?.. Паллах, вырӑссен, россиянсем пулӑпӑр. Хамӑр килхушшинчех лайӑхрахчӗ те-хе...

Вырӑс чӗлхи чӑвашсемшӗн тахҫанах иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулса тӑнӑ. Унпа калаҫма, ҫырма-вулама пӗлмен чӑваш ҫук. Ҫакӑнпах ачамсемшӗн, ҫитӗнекен ӑрушӑн вырӑс чӗлхи паян пӗрремӗш тӑван чӗлхе вырӑнӗнче. Ашшӗ-амӑшӗ калаҫнӑ чӑваш чӗлхи, каҫарӑр та, вӗсемшӗн ют пулса кайрӗ. Ку паянхи патшалӑх чиновникӗсен намӑсӗ, хамӑр хамӑра мӗскӗнлетни, пӗтерсе пыни…

Ҫакӑншӑн эпир вырӑсла калаҫакан чӗппӗмсене, темле пулсан та, юратма пӑрахаймастпӑр. Ҫавӑнпа та пӗтӗм вӑя хурса хамӑр чун юратӑвне, чӗлхен пуянлӑхне, илемлӗхне, культурине, вӗсен чун ытамне пирӗн кӗртмеллех. Ик чӗлхе пӗлекен ҫын виҫӗ хут ӑслӑрах, вӑйлӑрах, маларах пек туйӑнать мана. Ҫапла вара пирӗн пурнӑҫ татах та тӑсӑлӗ ӗмӗрӗ-ӗмӗрӗпех.

Чӑваш орфографине пӑсса ҫӗнетсе, ӑна аталанма майсем тупмалла, меслетсене ҫӑмӑллатса орфографине тӗпрен юсама тивет. Ҫак ӗҫе пирӗн, мӗнпур чӑвашсен, вырӑсланнисен те, юлашки вӑйсемпе те пулин пӗр каварлӑ пулса чиновниксене, депутатсене халӑха кирлӗ пек тутарас.

Чӑваш ҫырулӑхӑн орфографине тӳрлетме патшалӑх университетӗнчи ҫамрӑксене те явӑҫтарас. Кӑна тума компьютер программисемпе те усӑ курмалла: сасӑна илтсе принтер хӑех пичетлӗ тӗрӗс саспаллине. Ман шутпа ӑслӑлӑх институтне те ҫак университетпа пӗрлештермелле — ҫамрӑксем ӗҫлеччӗр кунта.

Тата мӗнле указ-приказпа уйӑх ячӗсене пуҫа ҫӗмӗрттерекен хресчен шучӗпе ҫырмалла паян? Тӗттӗм халӑхра кун шучӗ пулман, уйӑхсем ҫине пайлани те вырӑссенчен кӗнӗ. Ку паянхи мал енӗ мар, юлса пыни. Пӗр пуҫланӑ тӑк, виҫесене те ӗлӗкхилле «кӗренкке, хӑлаҫ, пӑтакка» теес пулать ӗнтӗ...

Пирӗн мифсемпе мар, паянхипе мӑнаҫланмалла, наукӑпа медицинӑна, пурнӑҫ шайӗпе экономикӑна аталантармалла. Ҫаксене тума ҫыравран пуҫлас пулать.

Сире, вулакансене, илтекенсене хӑвӑр сӗнӳсене, шухӑшсене ман электронлӑ адрес урлӑ kumashka21@yandex.ru яма ыйтатӑп. Вӗсене пухса, пӗтӗмлетсе патшалӑх структурисем патне ҫитерӗпӗр.

Акӑ хӑш-пӗр юсама сӗннӗ тӗслӗхсем: ула такка - улатака, ҫур аки - ҫураки, сӗм вӑрман - сӗмвӑрман, лавкка - лавка, киккириккик - кикирикик, Шупашкар - Шубашкар, асамат - азамат, така - тага, карас телефонӗ - сотовӑй телефон, пушӑ (кнут) – пужӑ, пушӑ (пусто) – пожӑ, Чӑваш Ен - Чӑваш Республики е Чӑвашстан, Вӑрмар - Урмар, ҪҪХПИ - ГИБДД…

Тата ҫак куҫ умӗнчех тӑракан путсӗрлӗхсене пӗтерме чӑрмантаракан чиновниксемпе мӗн тумалла-ши? Пурин ячӗсене те асӑнмалла мар-и?

 

Ваттисен канашӗн - Халӑх хуралӗн председателӗ Николай Адёр

2022 ҫул, 9-мӗш февраль.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.09 19:40
Agabazar
Мухтавлă Николай Адёр, унчченхи Тувалкин!

Ăстан илтнĕ эсĕр, газ сăмаха чăваш чĕлхинче «пăсарлăк» тесе çырмаллине.

Çук унашкал япала. Апла калама никам та хушман та, сĕнмен те.

Ăçтан тухнă-ха «газ» сăмах???

Чăвашла Википедирен: Газ (гол. gas, тĕслĕх вырăнне ав.гр. χάος (háos) пулнă) — япаларăшăн тăватă агрегатла тăрăмĕсенчен пĕри.

Урăхла каласан, ку вăл — юри, ятарласа шутласа кăларнă сăмах

Ăна юри шутласа кăларнă Голландире, каярахпа вăл тĕнчипех сарăлнă.

Тархасшăн, суя хыпарсем ан сарăр.

Газ —

чăн-чăн чăваш сăмахĕ

. Таçти ют çĕрсенчен кунта çитнĕ пулсан та.

Тата тепĕр хут: «газ» — 100% чăваш сăмахĕ.
Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.09 19:47
Agabazar
Мухтавлă Николай Адёр, унчченхи Тувалкин!

Хальхи орфографи сăмахсене пĕрле е дефиспа çырма чармасть.

Енчен те сире кам та пулин урăхла ăнлантарать пулсан, çавă СУЯТЬ.

https://chuvash.org/blogs/comments/2810.html
https://chuvash.org/blogs/comments/2757.html
https://chuvash.org/blogs/comments/2709.html
https://chuvash.org/blogs/comments/2707.html
https://chuvash.org/blogs/comments/2490.html
https://chuvash.org/blogs/comments/2482.html
https://chuvash.org/blogs/comments/2478.html
https://chuvash.org/blogs/comments/2469.html
https://chuvash.org/blogs/comments/2463.html
Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.09 19:52
Agabazar
Адёр çапла каларĕ: <<Сире, вулакансене, илтекенсене хӑвӑр сӗнӳсене, шухӑшсене ман электронлӑ адрес урлӑ kumashka21@yandex.ru яма ыйтатӑп.>>

Манăн статьясене ку порталтан илĕр те, йĕркипе кун çути кăтартăр хăвăр патăрта.

Яра парăр!

https://chuvash.org/blogs/comments/2455.html
Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.10 05:00
Agabazar
Тата çакна каламалла.

Николай Адёр кунта хăйĕн шухăш пеккисене «вырăссем пек тумалла» текен «чее» витĕнчĕкпе витме тăрăшать.

Анчах та ун пек «чеелĕхпе» витĕнейместĕн. Мĕншĕн тесен ытти сынсем те ухмах мар.

Енчен те вырăс чĕлхи чăвашсемшĕн иккĕмĕш тăван чĕлхе теме хăтланатăр пулсан, çавна астăвăр: ку мухтанмалли япала мар.

Чăваш çырулăхне пурпĕрех чат вырăссенни пек тăваймастăн. Пулмасть вăл ун пек. Хуть те тем чухлĕ мекĕçленсен те.

Чăваш чĕлхине «манса» пĕтĕмпе вырăсла калаçмалла текен йĕрке туса хума пулать. Анчах чăваш чĕлхине хайне «вырăссенни пек» майлаштараймастăн.

«Канаша кайрăм» вырăнне, «Канажа кайрăм» çырма пулать.

Анчах «Канаш» вырăнне «Канаж» çыраймастăн

Мĕншĕн тесен ку — «вырăслăхран» пăрăнниех

Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.10 05:16
Agabazar
Николай Адёр пире Пуцек-Григорович йышши «хаххулсен» вăхăтне каялла илсе каясшăн.

Çук, кирлĕ мар пире «хаххулсен йĕрки»!

Хамăр йĕркепех пит аван пурнатпăр!

Википедирен: "Вениамин (Пуцек-Григорович). Родился в 1706 году в семье значкового товарища (чин унтер-офицера в казачьих войсках) малорусского казачьего Лубенского полка в селе Лохвица Полтавской губернии.

Окончил Киевскую духовную академию."

Адёр, пирĕн пата, тархасшăн, «хаххулсене» сĕтĕрсе ан кил!!!

Татах Википедирен: "Деятельность преосвященного Вениамина на архиерейской кафедре началась в тот период, когда малороссийское духовенство имело в России монополию иерархической власти. Но с самого начала царствования императрицы Екатерины II на высшие иерархические посты стали назначать воспитанников Московской духовной академии, а малороссы теряли своё прежнее значение."

Пире Пуцек-Григорович пек «малороссем» мар, Н. И. Ильминский пек «великороссем» кирлĕ.
Agabazar // 2602.24.6662
2022.02.10 07:58
Agabazar
Çынсемпе калаçса тавлашмалли ăсталăха РИТОРИКА теççĕ.

Çав риторикăра пĕр меслет пур. Вăл — шухăша юриех айккинелле пăрса ярас тĕллевпе çук тезиса кăларса тăратни. Çав çук (суя) тезиса ЧУЧЕЛО теççĕ.Чăвашла ăна катемпи теме пулать.

Николай Адёр та пирĕн ума ЧУЧЕЛО кăларса тăратать.Çав чучело — «пăсарлăх» текен сăмах.

Имĕш, хăшпĕр çынсем «газ» теес вырăнне «пăсарлăх» теме сĕнеççĕ иккен.

Анчах та ку тĕппипех суя.

Çук çакă çутă тĕнчере унашкал сĕнекенсем. Ку вăл катемпи пек юри кăларса тăратнă сăмах çеç.

Çынсене хăратма юри, ятарласа кăларса хунă.
Тимер // 4674.0.6303
2022.02.10 11:16
Чĕлхеçĕсем , тен,прахфиссăрсем газ,ракета,телевизор сăмахсене чăвашла куçарма пикенни тĕрĕс те пуль.Халăх çавах йышăнмасть ку пулăма.Мана хама вара аслă та мăнаçлă чăваш вирьял чĕлхи куç умĕнчех çохалса пыни чона ыраттарат.Перĕн аписем "кайсан"эпир ку чĕлхепе попляймăпăр.Адер вара ку ыйтăва питех те вырăнлă хоскатнă.
Ҫынӑм // 4160.28.8326
2022.02.10 13:24
Хӑть те мӗнле калама пултаратӑр, анчах сирӗн сӗнӗвӗсем малалла кайни мар, каялла кайни пулать.
Agabazar // 1163.06.4951
2022.02.10 14:55
Agabazar
Телевизор — чăн-чăн (100%) чăваш сăмахĕ.

Мĕншĕн-ха?

Мĕншĕн тесен вăл мĕнпур сăмахсарсенче пур.

Телевизор чăваш сăмахĕ пулман пулсан, ăна чăваш словарĕсене кĕртмен пулĕччĕç.

Калăпăр, «сулус» текен сăмах чăваш чĕлхинче çук та, ăна çавăнпа сăмахсарсене кĕртмеççĕ.

Анчах та телевизор тени, авă, пур. Чăнах та пур.

Халăх йышăнмасть тесе сÿпĕлтетни тĕрĕс мар. Кĕççĕпит çеç çавнашкал çаврттарса калама пултарать.

Халăх вăл тĕрлĕрен. Унта темле çын та пур. Тепри, авă, пачах чăваш чĕлхине йышăнасшăн мар: <<Кирлĕ мар пире чăваш чĕлхи!>> — тесе çухăрашать. "Тавай пурте вырăсла кăна калаçма пуçлар!" — тет.

Вара пирĕн, халăх тесе, çавнашкаллисем хыççăн каймалла-и?

Каймалла мар ун пеккисем хыççăн.

«Языковое строительство» текен ăнлава илтнĕ-и? Тоттă!

Авă, çÿлерех темиçе хутчен асаннă ГАЗ сăмаха та голландцăсем юри (!) шутласа тупнă.

Халăх йышăнмасть тесе чĕкĕрсе яман. Ун пек юри шутласа тупнă сăмахсем пайтах.
Микула // 1077.37.9691
2022.02.10 20:36
Паянхипе мӑнаҫланмалла текен "председатель" калама пултарӗ мӗнпе пирӗн мӑнаҫланмалла ? Кама мӗн хуралаҫҫӗ хуралта вӗсем ? Шупашкарта тӑван (чӑваш) чӗлхипе устермелли ача сачӗсем пӗрре те ҫук. Ҫавӑнпа ӗнте "мӑнаҫланмалла" ? Мифсем тесе халӑх историне каласшӑн пулмалла ? Кун пек "канашсем" тата "хуралсем" тен пулнинчен пулманни лайӑхрах ? Бизнесмен тӑк бизнесмен пулӑр,анчах та сирӗн сӗнӳ пире валли мар. Филологсем ҫӗтсе кайни пирки калаҫнин вӗҫӗ хӗри те ҫук.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем