Наци элитине хатĕрлеме шанса парас Акасапара.Вăл кăна чăвашлăха упраса хăварма пултарать.Ăна парас официаллă статус-чăвашлăха упрас енпе Тĕп Патшалăх Инспекторĕ-Сыхлавçи(Хранитель).
Володя,çÿлерех асăннă лицейра пĕтĕмпех ялтан килнĕ чăваш ачисем пулнă.Лицейра чăвашла,акăлчанла,туркăлла вĕрентнĕ.Урăхла каласан пулас элита хатĕрленĕ чăваш валли.Тата мĕĕнле усси пулмалла сан шутпа.
Элитă вунă чĕлхе пĕлме кирли,паллах аксиома, анчах элитă, чи малтан, çирĕп тата пуян тымарлăха пĕлтерет. Элитă, чи малтан, хăй пурлăхне сыхласа аталантарать. Çавăнпа та паян пирĕн,чăвашсен,пĕрĕмĕш ĕç чăтăмлăха туптассинче. Чăваш элитине çуратса аталантарма чăвашсен çĕрме пуянĕсене ĕрчетмелле.
Вырăссем "средний класс" теççĕ, çавсене-çирĕп хреçченсемпе суту-илÿçĕсене ĕрчетмелле чăвашăн. Ку паян-ыран пулас ĕç мар. Паян-ыран улшăнусем тума чĕнекенсем паянхи "элитăран" нимĕнпе те уйăрăлса тăмаççĕ. Вĕсем хăйсен "ăшă-тутă" вырăнĕшĕн кăна тертленеççĕ. Вĕсен ĕмĕчĕ- халăх вăйĕпе паянхи "элитăн" вырăнне ларасси кăна.
Çавăнпа та паян, пирĕн, чăваш халăхĕшĕн тăрăшакансен чăваш çĕрĕ çинче ĕçлекен фермерсене тата Чăваш Ен çĕрĕ çинче çĕнĕ предприятисем уçса аталантаракансене пулăшма тăрăшмалла. Вăрăпа пуякан чиновниксемпе законлă майсемпе кĕрешмелле.
Депутатсене суйланă чух "пуш параппан" çапакансене суйлама кирлĕ мар. Сăмахран, вĕсем "пуш параппан" çапмаççĕ- такам юррине юрлаççĕ. Ĕçе, закон ĕçне, пĕлекен çынсене суйламалла. Ним çукран, хуть "таса алăллă" тата "таса чунлă" çынсене уйăрма вĕренмелле.
Элита пулас вăхăчĕ иртсе кайрĕ пулĕ Чăваш ачисен.Пустуй калаçма пăрахмалла.Кăшт кăна "вăтам" чăваш çемьи ачисене Мускавпа Питĕре вĕренме ярать,вара ашшĕ-амĕш хăйсем те çамрăкраххисем пĕрле пулма Мускава тухса тапаççĕ.Ачисем яла мар,Шупашкара тек таврăнмастпăр тесе уççăнах калаççĕ.Хальхи ачасем ытларах тÿррĕнех калаççĕ,ним пытармасăр.Камран элита тăвасшăн эпир,мĕнле вĕрентÿ шкулĕнче.Хальхи кăшт кăна пуçлăхсен ачисем пурте Мускавпа ют çĕршывра.