Тимӗр // 5209.6.5998
2014.01.06 21:43 | |
Илемпи,ан пăшăрхан.Чăвашлăхшăн конкретнă ĕç тăвакансем нумай.Влаçран кĕтнисĕр пуçне çемьерен пуçланă.Ачисем чăваш ячĕсемпе тата атте-анне теççĕ.Вĕсем:Илле Иванов,Н,Лукиянов,Балтай Микуç,В.Тимофеев,О.Мустаев,М.Карягина,П.Пупин,В.Эткер.Пурте халăх хушшинче пĕр май.Хăйсечен мĕн килнине чăвашлăхшăн тăваççĕ. | |
Якур // 4124.5.5937
2014.01.06 22:23 | |
Тимĕрпе Аксар Чунтупай, Илемпи çырнисемпе килĕшмелле.Камран çăлăнăç кĕтсе лармалла? Çăлăнăç йăлтах хамăрта.Акапасар пек унталла-кунталла чуптарсан пурнăç пулимаçтех.Пĕрне-пĕри ăнланакан,шанакан ушкăн шырамалла. Унсăрăн виртуаллă пурнăçпах вилетпĕр.Пирĕнтен пĕр виртуаллă чăвашĕ вилнĕпе пĕрех, аран сывлать, реальный пулăмсене хутшăнмасть.Курăпăр акă пĕр тенкĕ те пулин хурать-и Сурхури уявĕ йĕркелеме. | |
Agabazar // 3318.88.4568
2014.01.07 00:01 | |
Timer:"Ачисем чăваш ячĕсемпе тата атте-анне теççĕ"
Туман тихан пилĕкне хуçма хушман. Е тата тепĕр тĕрлĕ калаççĕ: Лашипе мухтанакан —çурма ухмах, Арăмĕпе мухтанакан —тăр ухмах, ачи-пăчипе мухтанакан — виç-тватă хут ухмах. Timer:"Илемпи,ан пăшăрхан..." Тĕрĕс, мĕн пăшăрханмалли пур: пурте лайăх, чиперкке маркиза! :-) | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.07 11:18 | |
Чăвашлăх,ачасене тăван чĕлхене вĕрентесси сан тема мар пулмалла,Акасапар.Ку Тема умсăмахĕнче çырнă:"Кахал çине виç кун малтан çумăр ÿкнĕ".Ку сана пырса тивет, ним те тума пуçламан ХУ,уш хăраса ÿкнĕ те:то тиексем,то полицайсем,то чиновниксем сана тытса каясшăн имĕш,карцера лартасшăн.Апла пулсан тĕпсакайĕнче пурăн. Пушан та ку темăран,луччĕ Украин гимне чăвашла ăсталах уш! | |
Тимӗр // 3411.71.3877
2014.01.07 20:51 | |
Акапасар,мĕнле этем эсĕ?Тĕслĕх илсе кăтартнă сана:влаçран кăна кĕтсе ларман маттур чăвашсем те пур тесе.А эсĕ калан ачисемпе мухтанаççĕ тесе.Кала:хăв мĕнле ĕç пирки калама пултаран?Влаçран ыйтса ларни ĕç мар вăл.Эпир конгресспа 20çул хыттăн ыйтса ларнă!Мĕнле кăна резолюцисем йышăнман! | |
Якур // 4383.6.4293
2014.01.09 23:51 | |
Тĕрĕсех калать Bor хăта. Акапасарăн Украин гимне ăсталамала чăвашла, гонорар илмелле. Тата малалла молдавансен, грузинсен гимнĕсемпе ăшталанма юрать. | |
Agabazar // 3383.79.3509
2014.01.10 17:44 | |
Якур:"Акапасарăн Украин гимне ăсталамала чăвашла, гонорар илмелле..."
Гонорарне Тимер тÿлĕ-ха. Ара, чăвашлахшăн, чăвашлăх валли хăй кĕсйинчен (патшалăха улăштарса...) укçа кăлара-кăлара хунипе мухтанкалать вĕт шеремет ачи. (Е ыттисем ăна мухтаççĕ). Тĕслĕхсем туллиех. :-) | |
Тимӗр // 3254.90.8286
2014.01.10 21:50 | |
Халиччен чăвашлăхшăн ĕçлесе укçа илсе курман.Ун пек намăса курас марчĕ несĕлсенчен.Хамăр тăкакланма яланах хатĕр халăхшăн.Виртуальнăй бездельниксене ĕмĕрте пĕр пин тенкĕ нимелле пухтарас тесеччĕ чăвашла банер валли.Çук çав, хавшакскер тÿрех Сталина темшĕн айăплама пуçлать.Тата такама аса илет.Конкретнăй ĕç çук. | |
Agabazar // 2988.1.6985
2014.01.11 16:22 | |
Timer:"Халиччен чăвашлăхшăн ĕçлесе укçа илсе курман.Ун пек намăса курас марчĕ несĕлсенчен..."
Тунă ĕçшĕн укçа илни мĕншĕн намăс пулма пултарать? Намăс — ĕçлемесĕр укçа илни, вăрлани, коррупци ăшне кĕрсе ÿкни. Тимĕре ĕçленĕ ĕçшĕн укçа илсе тăма сунар. Кĕсйесем ялан тулли пулччăр. Çапла пултăр! | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.11 20:19 | |
Акасапар, малтан эс йĕретлĕ гимнне ăсталаса кăтарт-ха халăха. вара укçи те чысĕ те пулĕ. |