Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

Саспаллисене чӑвашла йӗркелес тесен

  22.12.2010 19:40 | 4688 хут пӑхнӑ
Чӑвашла сӑмахсене сортланӑ чухне «Ӑ», «Ӗ», «Ҫ», «Ӳ» саспаллисем мала тухса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗнни те паллӑ — эпир усӑ куракан ҫак саспаллисен кочӗ «А», «Б», «В» тата ыттисенчен пӗчӗкрех. «Ӳ» усӑ курнӑ чухне чылай чухне ҫак саспалли «Я» хыҫне кайса тӑрать. Сӑлтавӗ — саспалли кочӗ «Я» саспаллийӗнчен пысӑкрах пулнинче. Ҫак тӗрӗсмарлӑх чӑваш чӗлхи компьютерта сахаллӑн усӑ курнипе ҫыхӑннӑ. Тӗнчере ҫеҫ мар, Раҫҫей шайӗнче те пирӗн саспаллисене вырӑна лартассишӗн никам та тӑрӑшмасть. Ҫавӑнпа та ку ӗҫе хамӑрӑн тума тивет.
Чи малтан пирӗн мӗн пӗлмелле? Компьютерта саспалли йӗркине ятарласа вырнаҫтарасси пур.

Малалла...

 

Чӑваш Ен официаллӑ сайчӗсене чӑвашлатӗҫ?

  20.12.2010 18:52 | 4530 хут пӑхнӑ
Паян наци радиовне итленӗ чухне президент официаллӑ сайтсене икӗ чӗлхепе тумалли пирки каланине илтрӗм. Япӑх илтрӗм — тӗнче тетелӗ урлӑ лайӑх итлеме май ҫук, татӑлать... Йывӑр пулин те икӗ чӗлхеллӗ тумаллах тенине ҫеҫ илтсе юлтӑм.
Сӑмах май, cap.ru сайтра акӑлчанпа нимӗҫ версийӗсен ялавӗсем ҫукки куҫа кӗрчӗ...
 

Машин хакӗ ҫын пурнӑҫӗнчен хаклӑрах!

  15.12.2010 23:47 | 4783 хут пӑхнӑ
Эх... ӑҫталла каятпӑр-ши эпӗр?
http://lifenews.ru/news/46714 — ҫак этемсемшӗн машин хакӗ ҫын пурнӑҫӗнчен хаклӑрах! Выльӑха ҫаврӑнатпӑр-ши? Укҫа... укҫа... укҫа...
Никама та мар, хӑйсене ҫеҫ хаклама пӗлеҫҫӗ. :(
 

Шухӑшлама — 1 кун!

  12.12.2010 21:13 | 4114 хут пӑхнӑ
Ӗнер хамӑн ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн киле ҫитрӗм те cap.ru сайта кӗтӗм. Тӗрӗсрех каласан, Алимасов куравӗ пирки тата чӗлхе комиссийӗн ларӑвӗпе ҫыхӑннӑ хыпар ҫук-ши тесе кӗтӗм-ха. Хайхи асӑрхарӑм — Чӗлхе саккунне хатӗрлеҫҫӗ иккен, халӑха ӑна пӗрле сӳтсе явма чӗнеҫҫӗ. Тӗплӗ вуламарӑм, 11-мӗш кун валли хыпар унсӑр та нумай вырнаҫтарнӑччӗ те вырсарникун, паян ӗнтӗ, ҫынсене пӗлтерӗп тесе шухӑшларӑм.
Хайхи паян кӗтӗм — тимлӗрех вуларӑм. 8-мӗшӗнче хыпара вырнаҫтарнӑ (11 сехетре), 10-мӗшӗччен сӗнӳсем парса ӗлкӗрмелле. Шутласан — вӗсен проектне пӑхса тухма, сӗнусем тӑратма — 1 кун ҫеҫ уйӑрнӑ.

Малалла...

 

Ват пичи

  02.12.2010 19:56 | 4312 хут пӑхнӑ
Ку сӑнӳкерчӗкре ман тӑвансем сӑнланнӑ: Ват пичи (Михаил Васильев) тата унӑн икӗ хӗрӗ. Сулахайри — Вера, сылтӑмри — Тоня. Пӗчӗккӗ чухне вӗсем патне нумай ҫӳренӗ ӗнтӗ, анчах асӑмра нимӗн те юлман тесен те юрать. Ҫавна май кивӗ сӑнсене куҫ умне кӑларса тӑвансем пирки асилес килет.
Ват пичи пирӗн тӑвансем хушшинче сумлӑ шутланать — вӑл Ҫатракасси патӗнчи ҫӑван пуҫӗ пулать. Шӑп та вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ чухне ҫав ҫӗнӗ ҫӑвана уҫнӑччӗ. Шутлаттӑмӑрччӗ ун чух — ҫӗнӗ ҫӑвана ӑна пытарӗҫ, е киввине, Алькеш ҫӑвине.

Малалла...

 

«Виҫӗ ӑру» юрӑ — Валентина Михайлова юрлать

  30.11.2010 17:54 | 5328 хут пӑхнӑ

Красноармейскинчи 2-мӗш шкулӑн вӗренекенӗ Валентина Михайлова юрлать.
Маттур!
 

Г. Ефимов. Утать поэт тӑван халӑхӗпе

  30.11.2010 17:52 | 5197 хут пӑхнӑ
 

Чӑваш чӗлхин аталанӑвне пӑхса тухма пухӑннисене ЧӖНСЕ КАЛАНИ (чӳкӗн 30-мӗшӗнче)

  28.11.2010 22:02 | 4933 хут пӑхнӑ
Чӑваш патшалӑх канашӗнче чӑваш чӗлхин аталанӑвне пӑхса тухма шутлани, ӑна сӳтсе явни питӗ лайӑх. Ырлатӑп.

Чӑваш чӗлхишӗн чи пӗлтерӗшлӗ утӑмсем (ман шутпа):
● чӑваш чӗлхине усӑ курассине ӳстересси — компьютера Windows вырнаҫтарнӑ май унта тӳрех чӑвашла ҫырмалли майсем пулмалла (шрифтсем, раскладка), пользователь вӗсене уйрӑммӑн лартмалла мар (пушкӑртсен пек) /Microsoft ахаль ҫынсене итлесшӗн мар, патшалӑх шайӗнче тухсан — ку ӗҫе вӗсем тума тивӗҫ/; тавар упаковкинче чӑвашла ҫырни пач та курӑнмасть — ҫырмалла ман шутпа («Акконд» кӑларакан канихвет курупки ҫине, тӗслӗхрен, вырӑсла та, казахла та ҫырнӑ — чӑвашла вара ҫук).

Малалла...

 

Тинех пур хайлава та хакласа тухрӑм

  25.11.2010 11:05 | 4020 хут пӑхнӑ
Кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвӗ малтанхисемпе танлаштарсан уйрӑлса тӑрать — вӗренӳ министерстви хутшӑнманнине палӑртмӑпӑр. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва 140 хайлав хутшӑнать. 2008 ҫулхине 120 яхӑн килнӗччӗ, пӗлтӗрхине — самай сахалтарах. Кӑҫалхинче эпир 1-5 классене хутшӑнтармарӑмар (вӗсене хаклама питӗ йывӑр — хӑшне ашшӗ-амӑшӗ ҫырнӑ, хӑшне ачи хӑй ҫырнине уйӑрса илме питӗ йывӑр) пулин те хайлавсем ытларах килчӗҫ. Аслӑрах классенчи ачасем нумайрах хутшӑнни те савӑнтарать пире.
140 хайлав пулнӑран ӑмӑрту йӗрки-шывне пӑсса ушкӑнсене урӑхларах йӗркелерӗмӗр: 6-7, 8-9, 10-11, вӗрентекенсем.

Малалла...

 

Бичурин музейӗнче пулса куртӑм

  15.11.2010 16:25 | 3954 хут пӑхнӑ
Ку музее тахҫанах кӗрсе тухасшӑнччӗ — тем тесен те Шупашкар районӗнчи тӗп музейсенчен пӗри-ҫке. Тепринче, Ишекринче, тахҫанах пулсаччӗ. Кӳкеҫре музей ҫул хӗрринчех вырнаҫнӑ. Юлашки ҫулсенче ӑна самай капӑрлатрӗҫ — аякран курӑннӑран кӗрсе тухас шухӑш яланах вӑйлӑччӗ. Анчах та, ҫуммӑн мӗн чухлӗ иртсе ҫӳремен пулӗ — кӗрсе тухма май тупӑнмарӗ.
Чӳкӗн 8-мӗшӗнче вара хам тӗллеве пурнӑҫларӑмах — ҫак музее кӗрсе унпа паллашрӑмах.
Музей тулашӗнче кӑна мар, шалашӗнче те питӗ хӑтлӑ.

Малалла...

 

Suvar валли домен юлман?

  21.10.2010 21:00 | 5306 хут пӑхнӑ
«Сувар» ятлӑ домен илме май ҫук терӗҫ мана. Пурне те йышӑнса пӗтернӗ тет. Мӗнле ҫук, акӑ туллиех:

suvar.aero Свободен
suvar.asia Свободен
suvar.biz Свободен
suvar.cc Свободен
suvar.eu Свободен
suvar.in Свободен
suvar.kz Свободен
suvar.me Свободен
suvar.mobi Свободен
suvar.name Свободен
suvar.tj Свободен
suvar.tv Свободен
suvar.tw Свободен
suvar.us Свободен
suvar.uz Свободен
suvar.ws Свободен
 

Иван Мучи. Кӗрхи кунри тамаша

  10.10.2010 21:30 | 4750 хут пӑхнӑ

Илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑ хайлавсене вулама юратап. Чӑн чӑваш чӗлхипе ҫырнисене. Уйрӑмах хӑш-пӗр сӑмах ӑстисен хайлавӗсене вулама кӑмӑллӑ. Халӗ Иван Мучин калавӗсене кӗртетӗп — чӑн-чӑн ӑста пулни хайлавсенчи кашни предложенире курӑнать. «Капкӑнра» пичетленекен ҫыравҫӑсен ман шутпа ун калавӗсене пӗр ҫӗр хут вуласа тухмалла вара тин алла калем тытмалла. Шел те, хальхи «Капкӑнра» Иван Мучи шайӗнчи сахал. Ҫук тесе каламӑп — тен, пур та. Кӳрентерес мар. Ун калавӗсем хальхи саманашӑн кивӗ ӗнтӗ, анчах чӗлхи.

Малалла...

 

Этем иртӗхӗвӗ

  23.09.2010 10:14 | 4357 хут пӑхнӑ
Ӗнер Алексей Зайцевӑн «Ачалӑхри пӗр кун» хайлавне вуларӑм. Асаилӳ (ӑна ҫак жанрпа ҫырнӑ) ҫапла вӗҫленет:

«...Ҫитмӗл ҫула ҫитрӗм ӗнтӗ. Унччен кун пирки шухӑшласах кайман. Халӗ ытла та сисӗнме пуҫларӗ. Ҫын тени, пурте мар та-ха, саккун пӳлмесен, патшалӑх ирӗк парсан мӗн чухлӗ май пур — ҫав таран иртӗхме пултарать. Патша вӑхӑтӗнче те, Сталин саманинче те, паян та ҫавах...»

Ҫакнашкал асаилӳсене вуланӑ май ӗненме те йывӑр — чӑн та вӗт, пуҫлӑхсем хуть те хӑш саманара алхаснӑ; чӑн та, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем йывӑр пулнӑ.

Малалла...

 

«Чӑваш» электронлӑ кӗнеки

  15.09.2010 23:05 | 4469 хут пӑхнӑ
iXBT хыпарӗсемпе паллашнӑ май пӗр ӳкерчӗкре чӑваш тӗрри курӑнса кайрӗ — электронлӑ кӗнеке кӑларнӑ иккен:
http://www.ixbt.com/news/all/index.shtml?13/76/85

//лайӑхрах тишкернӗ май ҫакӑ паллӑ пулчӗ: Wexler — Раҫҫей фирми. Логотипӗ вара чӑваш тӗрри манерлӗ. Тенче тетелӗнчи адрес: www.wexler.ru
 

Сервера ӑнсӑртран ӳкернӗ...

  13.09.2010 15:56 | 4686 хут пӑхнӑ

Хӑш-пӗрисен ҫапла та пулать иккен :)
 

Пирӗн сайт элеменчӗсене усӑ кураҫҫӗ

  02.09.2010 12:27 | 4466 хут пӑхнӑ
Канашлу пуҫелӗкне «Королева» (http://mavra.boshetunmay.com/) хатӗрленӗччӗ. Хӑй таҫта ҫухалчӗ ӗнтӗ, анчах та питӗ пултаруллӑ хӗрача. Пурнӑҫ йывӑҫҫинчи «туратсене» мӗн чухлӗ курман пулӗ, анчах та вӑл хӗрача вӗсене хирӗҫле вырнаҫтарса питӗ ӑнӑҫллӑ та интереслӗ элемент туса хучӗ. Мана вӑл килӗшрӗ — ӑна канашлу пуҫелӗкне вырнаҫтартӑм.
Паян ак ҫак ӳкерчӗке куртӑм:

«Отзывы о Чувашии» баннер валли усӑ курнӑ... — http://gov.

Малалла...

 

Пуҫелӗк версийӗсем

  31.08.2010 00:11 | 4259 хут пӑхнӑ
Сайтӑн пуҫелӗкне менлерех тӑвас-ши тесе пуҫа самай ватрӑм. Пӗр тӗрле ӳкертӗм — килӗшмест, тепӗр тӗрлӗ — илемлӗ мар. Паян вара тӑватӑ сехет ларнӑ хыҫҫӑн таки хама килӗшекен вараинт турӑм-турӑмах. «Супер!» теейместӗп, анчах та малтанхинчен лайӑхрах пек.

Тӗрлӗ версисем:

Посмотреть на Яндекс.Фотках

Посмотреть на Яндекс.

Малалла...

 

Кулӑш: Ҫӳп-ҫап тасатасси...

  29.08.2010 13:09 | 4188 хут пӑхнӑ

— Ну, хӑш выранта вара сирӗн ҫуртҫум лаптӑкне тасатмасӑр хӑварнӑ?
— Аха!..
— Ӑҫта-ӑҫта?!! Виҫӗ этаж аяларах!!! («хут» сӑмаха усӑ курма меллӗ мар пулчӗ)

Темле Украинӑри хаҫат валли ӳкернӗ.

Кулӑшла ӳкерчӗк авторӗсем:
Идея и контур - Александр Бронзов
Покраска и дизайн - Игорь Жеведь
 

Програмҫӑсем самолёт тӑвас пулсассӑн...

  13.08.2010 11:16 | 4204 хут пӑхнӑ
 

Юхма Мишши. Атӑл шывӗ юха тӑрать

  04.08.2010 22:23 | 4041 хут пӑхнӑ

Шӑрӑх, сасӑ колонкисенчен Delain ушкӑн (симфониллӗ металл стилӗпе юрлаҫҫӗ) хӑйӗн юррисене шӑрантарать. Эпӗ вара хӗрсе кайсах ӗҫлетӗп.
Ҫапла вара паян пӗр ӗҫ туса пӗтертӗм темелле :) Юхма Мишшин «Атӑл шывӗ юха тӑрать» историллӗ романне кӗртсе пӗтертӗм. Историллӗ роман темен пулӑттӑм — тем тесен те ҫак стильпе ҫырнӑ хайлавсене роман-халап шайне кӗртсен тӗрӗсрех пулӗ. Историллӗ пулӑмсене тӗпе хурса ҫырнӑ роман-халап! Во! Вырӑс литературинче кунашкал хайлавсене «фэнтези» тенӗ пулӗччӗҫ. Шел те, чӑваш литературинче ку стиль тымар ямарӗ темшӗн.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...