Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: 2010 ҫула пӗтӗмлетсе

Аçтахар Плотников27.12.2010 15:065258 хут пӑхнӑ
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта 2006 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/531.html — кунта 2007 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/785.html — кунта 2008 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/947.html — кунта пӗлтӗрхи, 2009 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.

Малтан яланхилле япӑххине аса илмелле.
1. Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 5 ҫул тултарнӑ ятпа статьясен кӗнекине кӑларасси пулмарӗ. Плансем пысӑкчӗ пулин те пурнӑҫланаймарӗ.
2. Урӑххи нимӗн те пуҫа кӗмест. «Чӑваш тӗнчи» сӑн галерейипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах та сирӗлчӗ пулас.
3. Сайтсен ӗҫне майлаштарайманни. Сайтсен шучӗ чӑн та нумайланса кайнине пула темиҫе сайт кирлӗ пек ӗҫлемест: чӑваш шыравҫи, чӑваш софчӗн сайчӗ... Темле тӑрӑшрӑм пулин те вӗсен ӗҫӗ йӗркеленеймест-ха...

Кӑҫал тума палӑртнӑ ӗҫсене пурнӑҫлани.
Ку пая эп халь анчах пӑхрӑм. Палӑртса хунӑ ӗҫсенчен хӑшне тума пултарни хама та интереслӗ.
* Ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче тата вӗрентекенсем хушшинче фантастика хайлавӗсен конкурсне ирттерсе. Лайӑх иртрӗ, мана килӗшрӗ.
* Май пулсан history.chuvash.org сайт тӑрӑх вӗренӳ хатӗрне туса пӗтермеллеччӗ. Туман, тӑвас та ҫук пулӗ.
* Шоркка арманӗсем пирки манман.
* Hunspella уҫӑ офисӑн ҫӗнӗ версине лартма май тупнӑ, хатӗрленӗ.
* Чӑвашла сайтсен каталогне йӗркелеме пуҫланӑ. Чӑвашла сайтсен конкурсне ирттерессине тепӗр ҫула куҫарӑпӑр.
* Сайтри календарь майӗпен тулса пырать.
* Сайтӑн пуҫелӗкне улӑштарнӑ, мана ҫӗнни килӗшет.
* Сайтра тӗрлӗ ыйтусемпе ӗҫлеме ҫӑмӑллӑх кӳрекен ушкӑнсем йӗркелемешкӗн май туман. Ал пымарӗ-ха...
* http://bulgar.chuvash.org сайта туса пӗтерме палӑртнӑччӗ. Туса пӗтернӗ теме май ҫук, ҫавах та аталану пур.
* Тӑван шкулта ҫӗнӗ тӗлпулусем йӗркелеме палӑрса — пурнӑҫланӑ.
* Пӗрлӗхе йӗркеленӗренпе 5 ҫул ҫитнине палӑртмаллаччӗ. Литература ӑмӑртӑвӗсенче мала тухнӑ хайлавсен кӗнекине ҫеҫ пичетлесе кӑларма май пулчӗ.
Пӗтӗмешле пӑхсан — чылай ӗҫе пурнӑҫлама май тупнӑ. Ҫул ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме май пур.

Тахҫантанпа тӑсӑлакан ӗҫсем.
Аха, кунашкал пай та тума вӑхат ҫитрӗ. :) Палӑртнисем ытла та нумай — ҫавӑнпа нумайланса пыраҫҫӗ те.
1. http://history.chuvash.org сайт тӑрӑх вӗренӳ хатӗрне халӗ те туса пӗтермен. Пуҫласcа тахҫанах пуҫланӑ... анчах туса пӗтерме алӑ ҫитмест темшӗн. Тумастӑп та пулӗ. Ӗҫ ытла вӑхара тӑсалчӗ.
2. Электронлӑ сӑмахсара вырӑсла чӑвашла словаре вырнаҫтарман. Тепӗр ҫул валли хӑвармалла пулӗ. Ун чухне сӑмахсар сайтне тӗпрен ҫӗнетме палӑртса хунӑ-ха...
3. Шоркка арманӗсем пирки. Ку ӗҫ кӑштах та пулин малалла шурӗ пулас. Кирлӗ ҫынсем майӗпен тупӑнса пыраҫҫӗ — тен хам ӗмӗте пурнӑҫлама та пултарӑп.

Ҫитӗнӳсем пирки кӗскен.
1. «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекене кӑларма пултартӑмӑр. Кӗнеке кӑларас ӗҫ ытла та йывӑр иккен.
2. Ҫӗнӗ сайтсем: http://top.chuvash.org, http://fedotova.chuvash.org, http://kanash.su. Малтанхи ҫулсемпе танлаштарсан — нумаях мар...
3. «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература конкурсне ирттертӗмӗр, ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӑмӑр. Лайӑх иртрӗ.
4. Кӑҫал фотосессисем пулмарӗҫ тесен те юрать. Пӗрре Муркаш районӗнчи Торая кайса килтӗм те тата Чунҫӳревре пултӑм. Сахал.
5. Хам тӑван шкулта кӑҫал Анатолий Смолинпа, Виталий Станьялпа, Борис Борленпа, Лидия Саринепе тӗлпулусем ирттертӗм. «Янташ» ушкӑн та шкула килсе кайрӗ.
6. «Сӑвар» пӗрлӗхпе пӗрле пӗлтӗрхи пекех Атӑлҫи Пӑлхарӑн авалхи хулисене ҫитсе куртӑм, малтанхи пекех Пушкӑрт ҫӗрӗ таранах ҫитрӗм. Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче чунҫӳрев сайтӗнче кун кӗнекине ҫӗнетсе пытӑм.
7. Электронлӑ вулавӑш самай пуянланчӗ — хайлавсен шучӗ 4 пин ҫурӑна ҫывхарать. Кӗнекесен шучӗ 45 ҫитрӗ. Ку ҫитӗнӳсене, паллах, ытти ҫынсем мана пулӑшнипе ҫе тума май пулчӗ. Укҫа-тенкӗ енчен лару-тӑру япӑх мар пулнӑран ӗҫленӗшӗн укҫа та тӳлеме май пулчӗ вӗсене. Ҫур ҫулталӑк хушшинче 15 пин ытла укҫа вӗсене тӳлерӗм.
8. Вӗренӳ министерстви мана Хисеп хучӗ парса чысларӗ.
9. ЧПУри вӗренӳ вӗҫленсе пырать. Виҫҫӗмӗш курс пӗтерсе, патшалӑх экзаменне тытса. Диплом хӳтӗлесси юлчӗ.
10. Хамӑн тӑрӑхри акатуя «Шуҫӑм» ансамбле илсе килсе ҫынсене савӑнтартӑм.
11. Тата ытти-ытти пӗчӗк ҫитӗнӳсем... Тӗрӗсрех каласан чылай ҫитӗнӗве пурнӑҫлама ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче хатӗрленӗ план пулӑшрӗ. Кӑҫал та ӑна хатӗрлемелле пулӗ.

Ҫитес ҫул валли палӑртса хунисем:
* Ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче тата вӗрентекенсем хушшинче фантастика хайлавӗсен конкурсне ирттермелле. Темине палӑртнӑ та ӗнтӗ.
* Шоркка арманӗсемпе малалла ӗҫлемелле — май пулсан видео ӳкермелле, хастар ҫынсене пулӑшма тӑрӑшмалла.
* Чӑвашла сайтсен каталогне йӗркесе ҫитермелле.
* Шкул ачисен хушшинче чӑвашла сайтсен ӑмӑртӑвне ирттермелле.
* Сайтри календаре тултарса пымалла
* Сайтра тӗрлӗ ыйтусемпе ӗҫлеме ҫӑмӑллӑх кӳрекен ушкӑнсем йӗркелемешкӗн май тумалла (пӗлтӗрхи ӗҫ).
* http://bulgar.chuvash.org сайта вӗҫне ҫити хатӗрлесе ҫитермелле.
* Тӑван шкулта ҫӗнӗ телпулусем йӗркелемелле.
* Виҫӗ-тӑватӑ фотосессирен кая мар ирттерме тӑрӑшмалла.
* Диплом хӳтӗлемелле :)
* Сайтӑн чӑваш уйрӑмӗнчи статьясен шутне 4 пине ҫитермелле.
* Сайтӑн вики-движокне лайӑхлатмалла.
* Сайтра наци радиовӗн программине вырнаҫтармалла.

Вӑт ҫапла, ҫакна пӗтӗмпех пурнӑҫлама ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеме тивет — Турри вӑй патӑр ҫеҫ.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Аксар // 1960.36.6674
2010.12.27 17:43
Маттур! Тур пулăшса пытăр сана, Микулай!
2010.12.29 19:32
Ытлашши нумай ан палăртăр.Ахаль те вунă çыншăн тăрăшатăр.Сире те, Сире пулăшакансемпе тусăрсене Çĕнĕ çул ячĕпе чунтан саламлатăп, ырлăх-сывлăхпа телей сунатăп.
Хазтар // 8554.7.2094
2010.12.30 21:09
Сирĕн ĕçĕр соваплă. Турă пулăшса тăтăр.
art-holl56 // 3029.01.3132
2011.01.06 23:35
Чунтан вăй-хăват сунатăп.Пултарнă таран пулăшма хатĕр.Мĕнле туса памалли-ши сире çак ĕçе тума Президент грантне?Питĕ пархатарлă ĕç вĕт-ха ку!
Чаваш херераме // 3029.84.2707
2011.01.23 20:37
Чаваш сайче йеркелени пите пултарулла самант, анчах "районсем" рубрикана керсе пахсан пите теленмелле япала: Комсомольски районенче 3 поселени, Елчексем патне куссан вара, теленмелле, пысак тересмарлахсем: халь пур Чаваш енре те ял тарахесем-"сельское поселение". Сельсоветсем тахсанах петне. Вара савсене те пулин терес лартма сук-ши? Елчекре пуре 9 ял тарахе-Асла Елчек (Большеяльчикское с.п.), Елчек (Яльчикское с.п.), Тарам (Сабанчинское с.п.), Сирекле Шахаль(Кильдюшевское с.п., Асла Таяпа (Большетаябинское с.п.), Кесен Таяпа(Малотаябинское с.п.), Курнаваш (Новошимкусское с.п.), Асла Пала Тимеш (Янтиковское с.п.), Лаш-Таяпа (Лаштаябинское с.п.). Пуре 53 ял перлештерсе тарас.
2011.01.23 21:56
Аçтахар Плотников
Чаваш херераме, эсир ытла та тиркевлĕ вара. Мана çав информацие кĕртнĕшĕн никам та укçа тӳлемест. Чăвашли ниçта та çукран хамăнах куçарма тивет. Ăçта алă çитнĕ — унта кĕртнĕ. «Ял совечĕсем» малтан кĕртнисем — ун чухне эп вĕсене хальхилле менле ят панине пĕлмен.
Сайта пурте информаци кертме пултараççĕ — регистраци урлă тухăр та кашни статьяна улăштарма пултаратăр («Улăштар» каçă пулĕ) — мĕн пĕлетĕр çавна кĕртме май пулĕ.
Çын тăвасса нихăçан та ан кĕтĕр! Хăвар тăвăр! Эп хам Шупашкар районĕнчен, çавна май унталли тăрăх пирки ытларах кĕртме тăрăшатăп.
Тимер // 8568.8.6851
2011.01.23 22:18
Пуç таятăп сан умра Микулай.Эсĕ чăннипех чăвашлăха парăнса ĕçлекен çын.Халиччен сана нихçанта президиумра,е трибунăран *тăнлă*сăмахсене каланине курман.Сана яланах пулăшма хатĕр-шăнкравла тархасшăн.
Пер херарам // 1584.7.6066
2011.01.27 18:07
Микулай ,каçар та, эс тиркенине пит юратмастăн пулас, сана усал сунса каламастпăр вĕт эпир,хамăр тума пĕлместпĕр, ĕмĕр ачасен йăнăшĕсене тÿрлетме хăнăхнăскерсем, сана та лекет хăш чух, каçар ĕнтĕ.
2011.01.27 18:25
Аçтахар Плотников
Тиркенине, енчен те вăл вырăнлă пулсан, эп хирĕç мар. Эпĕ хам пĕччен пĕтĕмпех туса çитерейместĕп-çке — çавăнпа та эсир хăвар мĕн тума пултарнипе мана пулăшсан, ыттисем тăвасса кĕтмесен лайăх пулни пирки çеç каларăм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем