Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: 2009 ҫула пӗтӗмлетсе

Аçтахар Плотников22.12.2009 21:074379 хут пӑхнӑ
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта 2006 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/531.html — кунта пӗлтӗрхи, 2007 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/785.html — кунта пӗлтӗрхи, 2008 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.

Малтан япӑххине аса илес пулӗ.
1. Чи малтан Шоркка арманӗ пирки. Шел те, ку ӗҫ манран пулмасть пулас. Сӑмах май каласан ку ӗҫре пулӑшма пултаракан ҫынна та тупрӑм теме пулать... Анчах та ку ӗҫпе кӑҫал пӗрре те аппаланмарӑм. Япӑх.
2. http://history.chuvash.org сайт тӑрӑх вӗренӳ хатӗрне туса ҫитереймерӗм. Пуҫласcа тахҫанах пуҫланӑ... анчах туса пӗтерме алӑ ҫитмест темшӗн.
3. Ҫӗнӗ уҫӑ оффис валли hunspell словарьне хатӗрлемен. Пӗлтӗрех палӑртнӑ — халӗ те ку ӗҫе тӑсса пурӑнатӑп.
4. Электронлӑ сӑмахсара вырӑсла чӑвашла словаре вырнаҫтарман. Тума пуҫланӑ — туса ҫитермен, каллех.

Ҫитӗнӳсем пирки кӗскен.
1. Сервера хута ятӑмӑр! Икӗ ҫул тӑршшӗ пыракан пӑтӑрмах майӗпен вӗҫленчӗ теме пулать. Малалла та, ҫаплипех, пӗр пӑтӑрмахсӑр ӗҫлетӗрччӗ. Енчен те маларах сервера тытни тӑкаклӑ пулнӑ пулсан, халӗ кӑшт тупӑш та паракан пулчӗ. Пӗтӗм тупӑшӗ чӑвашлӑха аталантарма каять.
2. Ҫӗнӗ сайтсем: http://comissi.chv.su (укҫине тӳлемеҫҫӗ пулин те ку енчен те пулин пулӑшрӑм), http://bulgar.chuvash.org, http://soft.chuvash.org.
3. «Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсӗпе тупмалли юмахсен интернет-конкурсне ирттертӗмӗр. Сивӗне пула чыслаймарӑмӑр пулин те (кӑрлач пуҫламӑшне куҫарнӑ) ӑмӑртусене ирттертӗмӗр.
4. Кӑҫал виҫӗ фотосесси турӑм. Пӗрремӗшӗ Сӗнтӗрвӑррипе Ҫӗрпӳ районӗсем тӑрӑх, иккӗмӗшӗ — Шупашкарпа Муркаш районӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗшӗ — Элӗк районӗ тӑрӑх. Малтан ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене сайта кӗртрӗм.
5. Хам тӑван шкулта кӑҫал пӗр тӗлпулу ҫеҫ ирттерме ӗлкӗртӗм — Светлана Асаматпа. Тепӗр ҫул ытларах ирттересчӗ.
6. Сайтра календарь йӗркелерӗм. Хальхи вӑхӑтра ӑна тултарса пыратӑп. Унсӑр пуҫне сайтра ытти улшӑнусем те пулчӗҫ: сылтӑмри блоксенче пӑчӗк аватарсем курӑна пуҫларӗҫ, хыпарсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтармалли мая турӑм, иконӗсене ҫӗнетсе хушрӑм.
7. «Сӑвар» пӗрлӗхпе пӗрле тахҫанах палӑртса хунӑ ӗмӗте пурнӑҫларӑм — Атӑлҫи Пӑлхарӑн авалхи хулисене ҫитсе куртӑм. Вӑл ҫеҫ те мар — Пушкӑрт ҫӗрӗ таранах ҫитрӗм.
8. Электронлӑ вулавӑша самай пуянлатрӑм — хайлавсен шучӗ 2 пинрен иртрӗ. Кӗнекесен шучӗ те сахал мар — 20 ытла! Ку ӗҫ кӑҫал маншӑн чи пӗлтерӗшли пулчӗ. Халӗ вулавӑшра 6 роман ытла! Повеҫсен шучӗ те чылай.
9. «Сувар» хаҫатӑн сайтне улшӑнусем кӗртсе — вӑл халӗ илемлӗрех.
10. Май килнӗ таран чӑваш чӗлхине туптарӑм — авалхи сӑмахсене шыраса, чӑвашла шухӑшлама вӗренсе.
11. ЧПУри вӗренӳ малалла пырать. Иккӗмӗш курс пӗтрӗ-ха... Виҫҫӗмӗшне куҫрӑм.
12. Хамӑн тӑрӑхри акатуя «Янташсене» илсе килсе ҫынсене савӑнтартӑм.

Ҫитес ҫул валли палӑртса хунисем:
* Ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче тата вӗрентекенсем хушшинче фантастика хайлавӗсен конкурсне ирттермелле.
* Май пулсан history.chuvash.org сайт тӑрӑх вӗренӳ хатӗрне туса пӗтермелле.
* Шоркка арманӗсем пирки манмалла мар — май пулсан мӗн те пулин тумаллах.
* Хуллен-майӗпен Hunspell сӑмахсарне лайӑхлатмалла. Уҫӑ офисӑн ҫӗнӗ версине лартмалли май тупмалла.
* Чӑвашла сайтсен каталогне йӗркелемелле. Май пулсан, чӑвашла сайтсен конкурсне ирттермелле.
* Сайтри календаре туса пӗтермелле
* Сайтӑн пуҫелӗкне улӑштармалла.
* Сайтра тӗрлӗ ыйтусемпе ӗҫлеме ҫӑмӑллӑх кӳрекен ушкӑнсем йӗркелемешкӗн май тумалла.
* Сайтӑн анкетисене, кун кӗнекисене ҫӑмӑллӑх кӳртмелле — сайт хӑнисем вӗсене усӑ курччӑр. Халӗ вӗсемпе усӑ курма ытла та йывӑр пулас.
* http://bulgar.chuvash.org сайта туса пӗтермелле.
* Тӑван шкулта ҫӗнӗ телпулусем йӗркелемелле
* Пӗрлӗхе йӗркеленӗренпе 5 ҫул ҫитнине палӑртмалла — литература аӑртӑвне хутшӑнса мала тухнӑ ӗҫсене пичетлесе кӑлармалла тата май тупӑнсан статьясен пуххине кӑлармалла.

Вӑт ҫапла, ҫитес ҫул чылай ӗҫлеме тивет — Турри вӑй патӑр ҫеҫ.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2009.12.23 20:45
Сайта йĕркелесе пыма çăмăл мар. Вăй-хăват тата ăнăçусем сунатăп.
Хама илес пулсан, мĕн палăртнине туса çитереймерĕм. Чунтанах хамăн пĕр хайлава та пулин Чăваш кĕнеке издательствинче хитре ÿкерчĕксемпе кăларма ĕмĕтленеттĕм.Авторсем мансăр та нумай, плана кĕртмерĕç.Иртнĕ çул Чăваш писателĕсен союзне илчĕç,
55 çулхи юбилей ячĕпе кăларса параççех пулĕ-ха. Кам пĕлет, Турă темиçе çул çырса панă? 1989-мĕш çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче иккĕмĕш хут,2003-мĕш çулхи майăн 8-мĕшĕнче Çут тĕнчене виççĕмĕш хут çуралса килтĕм.Чĕрене пĕрремĕш хут операци тунă хыççăн эпĕ мăшăрăма ывăл парнелерĕм! Горький тата Мускав хирургĕсем мана пурнăç тăсса пачĕç. Шăпах çавсене Тав сăмахĕ каласа хитре кĕнеке парнелесшĕнччĕ.Укçа пухса хамăнах кăларма тивет пулас.Яков Угольников иккĕмĕш хайлава вырăсла куçарса пачĕ. Хам акăлчанла куçаратăп,паллакансене мана асăнса пурăнма парне кÿретĕп. Паянах ĕçе тытăнас! Çитес çулхи конкурса класри пур ачана та хутшăнтаратăп.
"Тантăш" хаçат класри пĕр вĕренекене президент елкине чĕннĕ. Тигр çулĕнче хаçатпа татах та ытларах туслашăпăр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем