Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шупашкар е Чебоксары?

Шупашкар ҫинчен сахал мар сӑвӑ-юрӑ хывнӑ. Халӑх тӑван хуламӑр ҫинчен савӑнсах юрлать. Инҫе ҫула тухсан та кашниех часрах унта таврӑнма ӗмӗтленет.

Шел пулин те, юлашки ҫулсенче эпӗ акӑ мӗн асӑрхарӑм: ҫамрӑксем час-часах «Шупашкар» сӑмаха юриех вырӑслатса калаҫҫӗ. «Чебоксара кайрӑм», — тенине Ҫӗрпӳрен килекен автобусра пӗрре мар илтнӗ эпӗ. Ман шутпа, Шупашкар — чӑвашсен хушшинче тахҫан авалах ҫуралнӑ ят. Ҫавӑнпа та калаҫура-мӗнре ӑна пӑсас марччӗ. Тен, вырӑсла «Чебоксары» тенине пӑрахӑҫламалла: вӑл темле тӑрӑхласарах каланӑ пек илтӗнет. Ан тив, пуриншӗн те Шупашкар пултӑр. Коми АССРӗн тӗп хули Сыктывкар, Мари республикин — Йошкар-Ола, Казах ССРӗн — Алма-Ата... Кун пек тӗслӗхсем татах илсе кӑтартма пулать. Чӑваш АССРӗн тӗп хули пур чӗлхепе те Шупашкар ятлӑ пулмалла.

Сӑмах май каласан, пирӗн тӗп хуламӑрти пысӑк универмага «Шупашкар» ят пани пурне те — чӑвашсене те, вырӑссене те, ытти халӑх ҫыннисене те — питӗ килӗшрӗ. «Съездил в «Шупашкар», «Купили в «Шупашкаре» тенине час-часах илтме пулать. Эппин, пуҫламӑшӗ пур.

А. Иванов, Шупашкар рӑйонӗ.
«Ялав», 1988, ака, 4№


 
Категорисем: Шупашкар
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-02-17 19:42:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3723 хут пӑхнӑ.Тип: Статьясем.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем