Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Чӑвашран тухнӑ интеллигенци аталанма пуҫласан чӑваш чӗлхи пӗтме пуҫларӗ тет Тимӗр Тяпкин сӑвар

  16.05.2013 19:38 | 101672 хут пӑхнӑ
Владимир Геннадьевич Тяпкин – чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе суд таранччен ҫитнӗ сайра ҫынсенчен пӗри. Шупашкарти кирпӗч завочӗ таврашӗнчи лавккасенчи чӑвашла ӑнланман сутуҫӑсем унран шикленсе тӑраҫҫӗ. Чӑваш наци аталанӑвӗн юхӑмне вӑл Республика тӳремӗнче чӑваш чӗлхишӗн выҫӑ тытакансене курсан кӗрсе кайнӑ. Усламҫӑ, чӑваш наци культурине аталанма пулӑшакан «Сувар» фондӑн пуҫлӑхӗ. Чӑваш Ен тулашӗнчи чӑваш бизнесменӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать.

– Историре чӑваш наци ҫӗкленӗвне (е чӗрӗлӗвне) тӗрлӗ тапхӑрсене пайлама пулать.

Малалла...

 

39 ҫын — камсем вӗсем?

  12.05.2013 12:57 | 6168 хут пӑхнӑ

Протест21 сайт «Э» центр хатӗрленӗ списока ҫутта кӑларнӑ. Ку список ман шутпа суя япала, чӑнни мар. Ҫавах та чылай ҫынна эп унта палламастӑп, пӗлместӗп. Ак, сӑмахран, иккӗмӗш номерпа пыракан Денис кам вӑл? Кргановӗ — юрӗ ӗнтӗ, чӑвашри муфтие пӗлме пулать. Ӑна ҫак йыша кӗртнине списока хатӗрлекенӗн шухӑшӗпе халӑх мӑсӑльмансенчен шикленнине ӗненме пулать. Ольга Иванова — мӗнле ҫын? Шумиловсем, Аркадьевсем, пӗр купа Николаевсем — вӗсем камсем?

 

«Протест21» сайтра ак ҫак списока вырнаҫтарнӑ:

1. Альбир Крганов

2. Денис Оленов

3.

Малалла...

 

Ӗмӗр-ӗмӗр асра

  09.05.2013 10:49 | 6219 хут пӑхнӑ

Ҫӗр-шыв историйӗнчи манӑҫми ҫутӑ та сӑваплӑ кун мӗн чухлӗ аяккарах кайса пырать, унӑн пӗлтерӗшӗ ҫавӑн чухлӗ ӳснӗн туйӑнать. Таса тӳпере хура хӗреслӗ самолетсем вӗҫме тытӑнсан, нимӗҫ фашисчӗ таканлӑ аттипе пирӗн ҫӗр ҫине ярса пуссан, хула-ял ҫийӗн пушар ҫулӑмне ҫӗклесен, чи хӑрушши - ватти-вӗттине шеллемесӗр вӗлерме пуҫласан совет халӑхӗ тӑшмана хирӗҫ кар тӑнӑ. Орден-медаль илӗртмен вӗсене, чап шыраман, ҫӑмӑллӑх пирки шухӑшламан ҫав самантра. Пӗр тӗллевпе пӗтӗҫсе фашистсене аркатнӑ, рейхстаг ҫийӗн Ҫӗнтерӳ ялавне вӗлкӗштернӗ.

Чӑваш Ен те Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн пысӑк тӳпе хывнӑ.

Малалла...

 

Каларӑшсене куҫармаллах-ши?

  26.04.2013 01:13 | 6852 хут пӑхнӑ

Чӑваш литературине юратакансем Роман Чепунова лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче ӑста учитель, хӗрӳ критик, интереслӗ прозаик пек палӑрнӑ. Юлашки ҫулсенче филологи ӑслӑлӑхне, фольклора тӗпчес енӗпе пултаруллӑ пулнине ҫирӗплетрӗ: чӑваш халӑх каларӑшӗсене пухса вӗсене «Хыпар» хаҫатра пичетлет.

Роман Андреевич ӗҫне пысӑка хурса хакламалла. Вӑл пуҫтарса тишкернӗ каларӑшсене кӗнекен пичетлесе кӑларма та юрать. Ку кӑларӑм ӑсчахсемшӗн те, вӗренекенсемпе студентсемшӗн те, ахаль вулаканшӑн та усӑллӑ пулӗччӗ. Пирӗн вара Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсем ҫакна асӑрхӗҫ тесе шанасси ҫеҫ юлать.

Малалла...

 

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ»

  24.04.2013 21:52 | 7350 хут пӑхнӑ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие эп хам та хутшӑнтӑм. Чи малтанах кӑшт шикленӳсем те пурччӗ — хутшӑнас-и, е хутшӑнас мар-ши? Кайран шутларӑм-шутларӑм та — ара мӗн унта иккеленсе тӑрасси пур? Ҫырса пӑхас. Эп хам килте ҫыратӑп-иҫ. Хамӑн ӗҫ хама килӗшмесен ярса памасӑр та пултаратӑп-ҫке!

Наци радиовӗн интернет урлӑ калаҫӑвӗ те тикӗс пулмасси пирки шутланӑччӗ (хӑш чухне те каналӗ хӗсӗккине пула малтан пач татӑлатчӗ те) — пысӑк тав вӗсене, пӗр кӑлтӑксӑр иртрӗ.

Тексчӗ ман шутпа питӗ лайӑх. Кӗскерех пулин те. Пӗрремӗш текст пулнӑран Лидия Кузьмина хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене уҫса пычӗ пулас, анчах ман шутпа вӑл ытлах кирлех те мар.

Малалла...

 

Орлов Г.В. хатӗрленӗ концертри самантсем

  23.04.2013 05:13 | 6122 хут пӑхнӑ

Атнар шкулӗнчи музыка учителӗ, Г.В.Орлов,ертсе пыракан коллектив хатӗрленӗ концертри самантсем.

 

http://fotki.yandex.ru/users/ermakowanadejda/album/202095/

 

"Улӑп-2013: Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!" вӑйӑ конкурс вӗҫлениччен 3 кун юлать

  19.04.2013 09:31 | 6145 хут пӑхнӑ

Конкурса хутшӑнма 415 ачаран заявка йышӑннӑччӗ. Шел пулин те, хальлӗхе вӗсенчен ҫурри ҫеҫ http://www.make-test.ru/ сайта кӗрсе регистрациленнӗ. Пӗр йӑнӑш тӑваҫҫӗ пурте: конкурс шывӗ-йӗркине вуламаҫҫӗ. Вӑл кунта: http://chuvsite.ucoz.ru/news/ulap_2 ... lanat/2013-03-22-592

Аса илтеретпӗр: Вӑйӑ конкурс инҫет майпа 2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 21-мӗшӗччен (00.00 сехетчен)ҫеҫ пырать.

Пӗлме: Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи тата Чӑваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вӗренекенсем валли «Улӑп – 2013: Эпир Улӑп йӑхӗнчен» уҫӑ тата инҫет вӑйӑ конкурс ирттерме йышӑннӑ.

Малалла...

 

Тепӗр чиркӳ тӑвасшӑн. Кирлех-ши?

  17.04.2013 19:40 | 53839 хут пӑхнӑ

Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ скверта кафедра соборӗ тума ыйтакансен сӗнӗвне 10-мӗш шкулта сӳтсе яврӗҫ.

Пухӑва Ленин проспектӗнче, Андриян Николаев космонавт, Петров урамӗсенче пурӑнакансем, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн ӗҫченӗсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, журналистсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев уҫрӗ. Шупашкарӑн тӗп архитекторӗнче вӑй хунӑ Сергей Лукиянова сӑмах пачӗҫ. Ку микрорайонта пурӑнакансемшӗн нумай ҫул каялла кану вырӑнӗ пулса тӑнӑ скверта собор хӑпартас ыйтӑва тӗп хула влаҫӗ умне тӑратаканни - епархи.

Малалла...

 

Лайӑххине курма вӗренесчӗ

  17.04.2013 19:36 | 19090 хут пӑхнӑ

Чӑвашсен питӗ витӗмлӗ каларӑш пур: «Ача-пӑчана мул париччен ӑс пама хушнӑ». Ҫак сӑмахсен тӗрӗслӗхне укҫа-тенкӗ пуҫ пулса тӑма хӑтланнӑ саманара та хирӗҫлеймӗн. Ӑслӑ-тӑнлӑ ӳснӗ ҫын хӑй ӗҫлесе мулне те пухма пултарӗ. Ачаш ача вара ашшӗ-амӑшӗ хӑварнӑ пуянлӑха самантрах ҫилпе вӗҫтернӗ тӗслӗх те сахал мар. Ватӑсем: «Пуҫтарма - ҫулталӑк, салатма - ҫур талӑк», - тесе ахальтен асӑрхаттарман.

Мул ыйтӑвне мӗншӗн ҫӗклерӗм-ха? Ҫемьери воспитани никӗсӗнче унӑн туртӑмӗ ытларах палӑрма пуҫланӑран. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ытларах ӗҫлесе илес тесе «укҫа чурине» ҫаврӑннине те курма пулать.

Малалла...

 

Чӑваш халӑх нацине мӗн ҫӑлаять-ши?

  17.04.2013 17:09 | 5949 хут пӑхнӑ

«Чӑваш тӗнчи ҫывӑрнӑ чух», «Халӑх пуласлӑхӗ», «Тӑван чӗлхемӗре упрар», «Чӑвашлӑхран сиввӗнни - аслаҫуран йӗрӗнни!», «Тӑван чӗлхе сумра», «Чӑваш шӑпи - кашни чӑваш аллинче!», «Чӗлхе пуласлӑхӗ - ҫамрӑксенче», «Ҫамрӑксен наци туйӑмӗ пур-и?»... Юлашки вӑхӑтра чӑвашла тухса тӑракан хаҫатсенче ҫакӑн йышши темӑсемпе ҫырнӑ статьясене час-часах курма тивет. Чӑннипех те, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ иккӗлентерме пуҫларӗ.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 293, 294, 295, 296, 297, [298], 299, 300, 301, 302, 303, ... 392
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...