Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чиперкке: пурнӑҫ

Чиперкке11.02.2013 16:404446 хут пӑхнӑ

тымарсем туртаҫҫӗ аялла…

ӗмӗтсем чӗнеҫҫӗ ҫӳлелле…

пурнӑҫ уттарасшӑн малалла…

шак! хытса тӑратӑп пӗр ҫӗртре!

 

тымарсемсӗр йывӑҫ та ӳсмест…

ӗмӗтсемсӗр чун хавхаланмасть…

кам хӑй пурнӑҫне хисеплемест -

пурнӑҫ панӑ амӑшне савмасть!

2012-11-21

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3750.67.8381
2013.02.12 18:45
Agabazar
Çакăнти "нĕкрес" сăмах автор неологизмĕ-ши е словарьсенче пур япала-ши? Апла е капла пулсан та маншăн юрăхлă. "Тиркев çук".
Чиперкке // 1194.38.0503
2013.02.13 10:51
Чиперкке
нĕккрес сăмах вăл калаçу чĕлхинчен темелле пуль, мĕн ачаран астăватăп анне вăрçнă чух çапла калатчĕ, "намăссăр" пĕлтерĕшпе çÿретчĕ вăл пирĕн хушăра.словарьте пăхрăм та, вăл "лентяй" тенине пĕлтерет имĕш, апла йăнăш усă курнă эпир ку сăмаха.тавах, çак сăмах çине тĕллесе кăтартнине, пурнăттăм çаплах сăмахăн чăн пĕлтерĕшне пĕлмесĕр.сăвă йĕркисене те çавна май улăштартăм.
Agabazar // 4086.0.9443
2013.02.13 12:13
Agabazar
Эккей тамаша! Ман шутпа улăштармасан тата аванрахчĕ! Мĕскер эпир ялан "словарь те словарь"! Сăмахсара ăна çынсемех ăсталаççĕ, Атте Турă мар. Словарь ăсталакансем(лексикографсем) сăмахăн пĕлтерĕшĕсене палăртса пĕтереймен тесе шутлас пулать! Сăвă çыраканăн ирĕклĕх пулмалла! Пĕлтереш контекстранах паллă вĕт!
Agabazar // 4899.2.7106
2013.02.13 12:42
Agabazar
Чăн,словарьте пур("никрес", тÿнтер сăмахсар, пĕлтерĕшне палăртман).Тĕрĕссипе,сăвăçăн неологизмсем ăсталама та тулли право пур Сирĕн сылтăм енче вырăн пур вĕт —савăнта сăввăн "нĕкреслĕ" тепĕр вариантне ИККĔМĔШ ЮПАПА çырса хума май пур.
Игорь Сайман // 1941.57.3545
2013.02.13 15:38
Неологизмсем ăсталамалли ятарлă сайт та пур кунта. http://termin.chv.su/

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем