Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.5 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

ЧНК делегачӗ кам пуласшӑн? (ХӐВӐРТ ХУРАВ КИРЛӖ!!!)

  07.10.2013 20:34 | 22273 хут пӑхнӑ

Юлташсем! Пӗлместӗп, ӗҫӗ пулса тухӗ-и, ҫук-и... анчах Чӑваш халӑх сайчӗ ятӗнчен ЧНК Аслӑ Пухӑвне депутат мандатне илме заявка тӑратасшӑн. Чӑваш халӑх сайтне ушкӑн пек палӑртма вӑхӑт ҫитрӗ пуль.

 

Кам ҫак ятпа ЧНК пухӑвне хутшӑнма хатӗр ман пата ҫырӑр-ха ( p-code@mail.ru е np@chuvash.org ) — тулли Хушамат, Ят, Ашшӗ ячӗ.

Кам ҫырма пултарать: енчен те эсир пирӗн пӗрлӗх ӗҫне менле те пулин тӳпе хывнӑ пулсан: Хыпарсемпе тултаратӑр, пӗр-пӗр проектра хастар хутшӑннӑ (словарьсем, илемлӗ хайлавсем сканерлани, тата ыт. те), Кун-кӗнеки пирӗн сайтра тытса пыратӑр (сахалтан та 10 ҫыру пулмалла унта), пӗр-пӗр аслӑ вырӑна йышӑнатӑр (администратор, модератор).

Малалла...

 

Лукианов Н.Е. Чӑваш Ен Элтеперӗ патне янӑ уҫӑ ҫыру (чӑвашла вариант)

  02.10.2013 19:22 | 26601 хут пӑхнӑ

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУҪЛӐХНЕ

М.В. ИГНАТЬЕВ ӖМПИЧЧЕНЕ

 

КОПИСЕМ:

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКА ПАТШАЛӐХ КАНАШӖН ПРЕДСЕДАТЕЛЬНЕ

Ю.А. ПОПОВ ӖМПИЧЧЕНЕ

 

ЧӐВАШ НАЦИ КОНГРЕСС ПРЕЗИДЕНТНЕ

Г.Н. АРХИПОВ ӖМПИЧЧЕНЕ.

 

ХИСЕПЛӖ МИХАИЛ ВАСИЛЬЕВИЧ !

 

2013 ҫулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ саккӑрмӗш Аслӑ Пухӑвне ирттерме палӑртнӑ.

Ыттисемпе пӗрле ҫак организацине йӗркелесе ярас ӗҫре май пур таран эпӗ те хутшӑннӑ.

Малалла...

 

Кӗрхи туйӑмсем

  28.09.2013 11:19 | 4272 хут пӑхнӑ

Кӗрхи ҫумӑр.

Ала витӗр тухнӑ тейӗн

Тӗтӗм евӗр

Алӑ тӑрӑх шунӑ ҫемӗн

Шалк йӗпентӗм

 

Кӗрхи ҫумӑр.

Ӳнерҫе тухмарӑн пулӗ

Эсӗ.

Чарӑнмасӑр укеретӗн

Хура ҫийӗн хура

Тӗс.

 

Кӗрхи ҫумӑр.

Ҫӗр ҫине

Ӳкнӗ-ӳкмен хӑмӑр-

Шура юр

Ҫӗнелес пек туйӑм пурччӗ-

Урӑх ҫук.

--------------

 

Ӑшшалла вӗҫтернӗ майӗн

Тӗкне тӑкнӑ пулӗ

Кур-ха, ав, шап-шурӑ халӗ

Шур акӑшсен ҫулӗ

Ҫавсемех шуратрӗҫ тейӗн

Мӗнпур таврана

Кашни кӗркунесемӗн

Пӑлхатать темскер мана

 

Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем. Проект

  03.09.2013 21:05 | 48786 хут пӑхнӑ

«Самант» журналпа «Сувар» чӑваш наципе культурин аталану фончӗ пулӑшу ыйтаҫҫӗ:

«Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме чӑваш яш-кӗрӗмне хутшӑнма чӗнет. Ӑс-хакӑл улӑпӗсен ятсарне сирӗн шухӑшӑрсене, сӗнӗвӗрсене шута илсе тытса пырасшӑн эпир. Ҫавӑнпа список пуҫласа паратпӑр та - ӑна малалла эсир тӑсасса кӗтетпӗр.

Ҫапла вара:

Николай Иванович Егоров,

Виталий Петрович Иванов,

Федор Иванович Мадуров...

Хастаррӑн хутшӑнасса шанатпӑр, ятсар тӑсӑмне кӗтетпӗр!

Малалла...

 

Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

  20.08.2013 01:19 | 62962 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать.

Малалла...

 

«Кӑлас» е «класс»?

  19.08.2013 14:47 | 12223 хут пӑхнӑ

Вырӑс чӗлхинчен* кӗнӗ «Класс» чӑваш орфографийӗшӗн ыйту тӑратакан сӑмахсенчен пӗри. Тӗп падежра вӑл ҫаплах тӑрса юлать-ха, анчах ытти вӗҫлевсенче «темшӗн» вӗҫӗнчи пӗр с-не ҫухатать: класс, класра, класшӑн, класри, класа.

Ҫак ыйтӑва ҫӑмӑллатас тӗлӗшпе ман шутпа ҫак сӑмаха «КӐЛАС» тесе ҫырма йышӑнтармала: кӑлас, кӑласӑн, кӑласа, кӑласра, кӑласран, кӑласпа, кӑласпалан, кӑлассӑр, кӑласшӑн; кӑласӗ, кӑласӗн, кӑласне, кӑласӗнче, кӑласӗнчен, кӑласӗпе, кӑласӗпеле, кӑласӗсӗр, кӑласӗшӗн; кӑласӗсем, кӑласӗсен, кӑласӗсене, кӑласӗсенче, кӑласӗсенчен, кӑласӗсемпе, кӑласӗсемсӗр, кӑласӗсемшӗн; кӑласлӑ, кӑласла, кӑласӑнни, кӑласалла, кӑласшар, …

Лайӑн енсем:

1) ку форма сингармонизм сакунне пӑхӑнать;

2) чӑваш чӗлхишӗн тӑванрах курӑнма тытӑнать (витре, кӗрепле, кӗнеке пек);

3) ҫӗнӗ терминсем ӑсталама май парать: классификация — кӑласласси (кӑласлани; е кӑласлав); классифицируй — кӑласла (кӑласласа тух).

Малалла...

 

Тӗнчере наци нумай, чӑваш - пӗрре

  29.07.2013 17:09 | 47945 хут пӑхнӑ

2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ съезчӗ пухӑнмалла. Вӑхӑт нумай юлмарӗ. Ҫынсен, тӗрлӗ ушкӑнӑн съезд умӗнхи шухӑш-кӑмӑлне пӗрлештерес тӗллевпе «Хыпар» хаҫатра «Калаҫу тӗпелӗ» уҫма сӗнетӗп.

Чӑваш наци конгресӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа икӗ теҫетке ҫул иртрӗ. Вӑл вӑхӑтра Раҫҫей патшалӑхӗнче те, чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗнче те питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗрлӗ улшӑну пайтах пулчӗ. Чӑваш конгресӗ ҫав улшӑнусен вӑхӑтӗнче хӑйӗн кирлӗлӗхне, чӑмӑртану хӑватне, малаш туртӑмне кӑтартса хӑварма пултарчӗ. Вӗсене халӗ аванах курса тӑратпӑр.

Малалла...

 

Судра пӗрремӗш хут пулса курни

  25.07.2013 15:01 | 12149 хут пӑхнӑ

Тунтикун пӗрремӗш хут судра пултӑм, унччен хам пурнӑҫра вӑл кантурпа ҫыхӑнма тивменччӗ-ха. Хальхинче те хамӑн ӗҫпе мар, Илле Ивановӑн судне ҫул тытрӑм.

Муркаш сучӗ пӗр енчен ман кӑмӑла кайрӗ — тунтикун эп кая юлса ҫитрӗм, ҫавӑнпа та ларӑвӑн пӗрремӗш пайне кӗреймерӗм. Ҫавах та кантур алӑкне сыхлакансем пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫни, суда килекенсемпе чӑрсӑррӑн тытманни ман кӑмӑла тивӗҫтерчӗ. Тунтикун эп паспорт чиксе кайсаччӗ, анчах вӗсем ун чухне ыйтмарӗҫ, ман сумккасене тӗрӗсленипе ҫеҫ ҫырлахрӗҫ (юнкун паспорта манса кайнӑччӗ, анчах унсӑр та кӗртрӗҫ).

Малалла...

 

Ӗҫрен суранланса таврӑннӑ

  13.07.2013 15:19 | 6029 хут пӑхнӑ

Килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларма хушмаҫҫӗ те, ҫак каларӑша хӑш-пӗр пуҫлӑхсем питӗ те тӗпе хураҫҫӗ вара. Начаррине пытарма уйрӑмах ӑста вӗсем.

Акӑ, Шупашкарти ломбардра пулса иртнӗ тӗслӗх. Унта пӗр ҫамрӑк пырса кӗнӗ те заведующие хӑйне кӑсӑклантаракан япалана кӑтартма ыйтнӑ. Клиент ыйтӑвне тивӗҫтерме тухсан заведующине каччӑ ҫапса янӑ, унтан пистолет туртса кӑларса пуҫран ҫапнӑ, кайран ломбард ӗҫченне ҫыхса лартнӑ та пуянлӑха вӑрласа тухса тарнӑ. Заведующи пуҫне хытах суранлатни пирки республикӑн Ӗҫ инспекцине систерес темен пулин те ку тӗслӗх пирки вӗсем илтнӗ.

Малалла...

 

Ирӗклӗх тата ирӗклӗ сӑмах.

  26.06.2013 15:12 | 5380 хут пӑхнӑ

Ирӗклӗхпе ирӗклӗ сӑмах ҫирӗм ҫул ытла алхасать ӗнтӗ. Алхасать. Хутьте мӗн ҫырнине те халӑх ҫине кӑларма май пур. Кирлӗ-и вӑл, е ҫук –и, кама та пулин, ку урӑх ыйту. Ирӗклӗх. Итлес килет- итле, вулас килет - вула, курас килет – кур. Ваттисем ахаль каламан: килӗшмест тӑк, пӑрӑнса ут тенӗ. Суйма ан кансӗрле. Ирӗклӗ сӑмахсӑр ирӗклӗхӗ те ҫук, паллах. Чиновнике те ирӗклӗ сӑмах шӑнчӑрлама пултарать, теҫҫӗ хӑшпӗрисем. Чӑннипе вара ку пайтах урӑхла пулса тухать. Чӑннипе вара вӑрӑпа куштана самай ҫак ирӗклӗ сӑмах ирӗклӗх парать те ӗнтӗ. Мӗнле капла вара тетӗр-и?

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 289, 290, 291, 292, 293, [294], 295, 296, 297, 298, 299, ... 391
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 11

1868
158
Таланцев Зиновий Михайлович, паллӑ купса ҫуралнӑ.
1918
108
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуларнӑ.
1920
106
Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...