Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов республикӑри паллӑ художниксем: Раиса Терюкалова тата Виталий Петров (Праски Витти) — патӗнче пулнӑ. Курнӑҫура ӳнер ӑстисен пултарулӑхри планӗсене, вӗсен уйрӑм куравӗсене республикӑри музейсенче уҫассине сӳтсе явнӑ. Министр художниксен сывлӑхӗпе те кӑсӑкланнӑ. Художниксене министр чӑваш культурине ҫӗршыв тата тӗнче шайне кӑларма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru хыпарӗпе усӑ курса хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсене уйӑхсерен парса тӑракан стипендие палӑртма документсене йышӑнма тытӑннӑ. Асӑннӑ укҫана 1 ҫулталӑк хушши уйӑхсерен парса тӑраҫҫӗ. Стипендие пысӑк шайри илемлӗ хайлавсен тата литературӑпа ӳнер енӗпе никӗҫ шайӗнчи тӗпчевсен авторӗсем тивӗҫӗҫ. Конкурса документсене ӗҫ коллективӗсем, респубикӑри тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗсен ӗҫ тӑвакан органӗсем, общество пӗрлешӗвӗсем тӑратма пултараҫҫӗ. Документсене ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ 42-мӗш маршрут перевозчикӗпе, «Крокус Автопа», килӗшӗве пӑрахӑҫлӗ. Администраци кун пирки уведомлени янӑ. Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, перевозчик ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе ӗҫлеме хирӗҫленӗ, 4 автобуса маршрута кӑларма пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӑл килӗшӳ условийӗсене пӑсать. Ҫитес вӑхӑтра администраци урӑх перевозчик тупас тӗллевпе конкурс ирттерӗ. Конкурс пуличчен вӑхӑтлӑх перевозчик пулӗ-и е ҫук-и – паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() life.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан каччӑ вӑйӑ приставкине тара илнӗ те ӑна сутса янӑ. Ӑна тупнӑ. Каччӑ тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑйӑ приставкин хуҫи полицие каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл ӑна палламан ҫынна тара панӑ. Анчах каччӑ ҫухалнӑ, приставкӑна тавӑрса паман. Ку полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе тунӑ 25 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл унччен те судра явап тытнӑ. Хальхинче те хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл приставка хуҫине 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() zyarro сайтри сӑн Сӑр юханшывӗнче пӑр кайма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, Улатӑртан пуҫласа Ҫӗмӗрле таран пӑр тапраннӑ. Етӗрне тӗлӗнче юханшывра хальлӗхе улшӑнусем ҫук. Унта пӑр хулӑнӑшӗ 23-27 сантиметр. Атӑлта Ҫӗнӗ Шупашкратан Сӗнтӗрвӑрри таран шыв тухнӑ. Шомик, Шупашкар, Куславкка тӗлӗнче хальлӗхе пӑр тӑрать, анчах вӑл кӗҫ-вӗҫ тапранӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхине Шупашкарти Граждан урамӗнче «Шевроле» ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет. Ку ирхи 5 сехет те 16 минутра пулнӑ. Граждан урамӗнчи 101/1-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ ларнӑ. Унӑн права та пулман. Хайхискер ӳсӗр пулни те палӑрнӑ, анчах вӑл медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Водителе 10-15 талӑклӑха хупма е 30 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тӑван чӑваш литературине 4-мӗш класра вӗрентмелли «Литература вулавӗ» вӗренӳ пособине хатӗрлесе ҫитернине пӗлтернӗ. Унӑн авторӗсем – В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева. Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Литература вулавӗ» 5 пайран тӑрать, унта «Асран кайми ҫу кунӗсем», «Ачалӑх», «Чӑваш ҫӗр-шывӗ – тӑван ҫӗр-шыв», «Ҫут ҫанталӑк тӗнчи», «Сив хӗл ҫитрӗ», «Манӑн ҫемье», «Эпир – туслӑ ачасем» темӑсене кӗртнӗ». Кӗнекере маларах тата хальтерех ҫырнӑ авторсен ӗҫӗсене кӗртнӗ. Ачасем, сӑмахран, Елен Нарпи, Альбина Юрату, Нина Пӑрчӑкан, Лидия Сарине, Ольга Туркай пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ. Ачасен ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсене ал ҫырӑвӗпе паллашма, сӗнӳсем пама ыйтнӑ. Ыйтусемпе сӗнӳсем пулсассӑн chrio4@rchuv.ru электрон адреспа ҫырса, 8 (8352) 45-99-96 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсене халалласа» «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акци иртӗ. Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци ака уйӑхӗн 15-25-мӗшӗсенче пулӗ. «Акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: чӑваш чӗлхи е Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсем ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи», «Чӑваш наци конгресӗ» ушкӑнсене е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла», — ӑнлантарнӑ ЧР Вӗренӳ институтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пирӗн регионта 600-е яхӑн ҫӗвӗҫ кирлӗ. Специалистсем ҫитменнипе республикӑра ҫӗвӗҫсен пӗрремӗш класӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Вӗренӳ министерстви пӗлтерет. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи 7-8-мӗш класри хӗрачасем ҫӗвӗҫ ӑсталӑхне вӗренме тытӑннӑ. Кунсӑр пуҫне аслӑ ӳсӗмри ҫынсен ушкӑнӗсене те йӗркелеме палӑртнӑ. Унта ӗҫсӗррисем, ӗҫрен кӑларса ярас хӑрушлӑх пур ҫынсем кӗрӗҫ. Вӗсем те ҫӗвӗҫе вӗренӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен республикӑра 400 профиль класӗ уҫма палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче – «Педагогика», «Медицина», «Ял хуҫалӑхӗ», «Машиностроени», «Электроэнергетика» тата ытти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре пушарнӑйсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ: Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнче ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Октябрь – 70 ҫул урамӗнчи 23-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри хваттерте пушар тухнӑ. Кил хуҫисем урама хӑйсемех тухӑ. Анчах ҫӑра тӗтӗм сарӑлнипе виҫҫӗмӗш хутри икӗ хваттерти ҫынсем урама тухайман. 46-ри хӗрарӑм, 85 ҫулти кинемейпе унӑн 14-ри мӑнукӗ килӗсенчех юлнӑ. Вӗсене ҫӑлавҫӑсем илсе тухнӑ. Кинмейпе мӑнукне пульницӑна ӑсатнӑ, вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑве кирлӗ пулнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |