Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 13 сехетре, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ хальхи вӑхӑтри сӑвӑҫсен «Во мне течет героев кровь» ҫӗнӗ кӗнекин хӑтлавне ирттерӗ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта 24 автор сӑвви кӗнӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене алла илсен, сӑмахран, Юрий Сементер, Виктор Овчаров, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Николай Ларионов-Йӗлмел, Валерий Мелещенко, Лидия Кубашина тата ыттисен пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ. Кӗнеке ячӗ – Вера Зайцеван «Защитникам России на все времена…» сӑввинчи йӗрке.

Кӗнеке хӑтлавне Светлана Гордеева, Владимир Мишшан, Светлана Березкина тата Людмила Исаева сӑвӑҫсем хутшӑнӗҫ. Хӑтлавпа вулавӑшӑн «Ютубри» каналӗнче тӳрӗ эфирта паллашма май пулӗ.

 

Хулара

Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра троллейбус паркне ҫӗнетӗҫ. Паянхи куна мӗнпур троллейбусран 80 проценчӗ кивелнӗ. Ку цифрӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗнче утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса калаҫнӑ чух асӑнса хӑварнӑ.

Троллейбус паркне ҫӗнетме Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви укҫа уйӑрӗ. Вӑл паракан 1 миллиард та 170 миллион тенкӗ укҫапа 68 троллейбусран кая мар туянма палӑртаҫҫӗ.

«Ыйту вӗҫленсе пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс тата аукцион ирттерессе шанатӑп», — тенӗ Олег Николаев.

Сӑмах май, халӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуссем 22 маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫул ҫине кунсерен 219 троллейбус тухать.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян пирӗн республикӑра 33 градус шӑрӑх пулассине Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ӗнер систернӗччӗ-ха. Чӑваш Енӗн кӑнтӑр енчи районӗнсенчи пирки калаймӑпӑр та, анчах Шупашкар районӗнче ирпе кӑна ӑшӑччӗ, асӑннӑ тӑрӑха ирхи тӑххӑрсенче пӗлӗтсем карса илчӗҫ, аслати авӑтрӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫумӑр тата пӑр ҫунӑ. Шупашкарта паян каҫхине каллех аслати авӑтассине систереҫҫӗ.

Синоптиксем ыран Чӑваш Енре каллех шӑрӑх пулмалла тесе систереҫҫӗ. Сывлӑш температури сулхӑнра та 33-38 градус пулмалла. Юнкун ҫумӑр ҫумалла, вӑйлӑ ҫил тухмалла. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑштах ҫумӑр ҫуса иртмелле. Сывлӑш температури 18-23 градуспа танлашмалла. Синоптиксене ӗненсен, канмалли кунсенче пирӗн тӑрӑхра ҫанталӑк кӑштах сулхӑнлатӗ.

 

Вӗренӳ
detkino.ru сайтри сӑн
detkino.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре математика предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ иртнӗ. Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзаменра йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ.

Математикӑпа 3468 ҫын ППЭ тытнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ. Аудиторирен 3 ҫынна кӑларса янӑ. Вӗсен ҫумра телефон, шпаргалкӑсем пулнӑ.

Аудиторисенче видеосӑнав вырнаҫтараҫҫӗ пулин те экзамена телефон, шпаргалка йӑтса кӗрекенсем пур. Экзамен мӗнле иртнине тӗрлӗ ведомство сӑнаса тӑрать.

Экамен кӑтартӑвӗсем утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65501
 

Хулара
vmnews.ru сайтри сӑн
vmnews.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пухнӑ укҫине йӑлтах ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Укҫи сахал пулман: 2,3 миллион тенкӗ.

Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхи арҫын унӑн счетне ултавҫӑсем тапӑнни пирки пӗлтернӗ.

Арҫын укҫана илсе «хӑрушсӑр» счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Анчах кун пирки никама та шарлама хушман.

65-ри хӗрарӑм икӗ кун банксене ҫӳресе укҫине алла илнӗ. Банкри ӗҫченрен вара счетпа мӗн пулни пирки ыйтман. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине укҫана куҫарсан ҫеҫ ӑнланнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Канашран Мускава каякан «М-12» тӳлевлӗ автоҫула хӑҫан тӑвасси паллӑ. Раҫҫей Правительстви ӑна 2024 ҫулта хута яма палӑртать. Наци пуянлӑхӗн фондӗнчен проект валли кӑҫалах 150 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн. Ҫакӑн пирки Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» автоҫула тӑвас ыйтупа Татарстанри Елабуга хулинче иртнӗ канашлура каланӑ.

Мишустин Хусана Мускавпа ҫыхӑнтаракан автоҫул пӗтӗмӗшле наци планӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнине каланӑ. Вӑл ҫула туни экономикӑна ҫирӗплетме тата кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнме кирлӗ.

«Укҫана уйӑрма Финанс, Транспорт тата Экономика аталанӑвӗн министерствисене хушӑпӑр», — тенӗ Мишустин. Проекта пурӗ 650 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн.

Тӳлевлӗ ҫул Улатимӗр, Муром, Арзамас, Сергач, ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Канаш тата Тутарстанри Шали урлӑ иртмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvash.org/news/25623.html
 

Культура

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн коллективӗ утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе – канура.

Черетлӗ сезона пӗтӗмлетнӗ май кӑшӑлвируса пула килте ӗҫлеме тивнине пӑхмасӑрах онлайн-мелпе репетицисем ирттернине пӗлтернӗ театрта. Чӑваш литературин классикӗн Ухсай Яккӑвӗн пьеси тӑрӑх «Шуйтан чури» спектакль хатӗрлессипе ӗҫленӗ. Ӑна Наталия Сергеева режиссер лартӗ. Владислав Николаевӑн пьесипе «Кӗтӳҫ» спектакль лартассипе Василий Иванов режиссер ӗҫленӗ. «Инкеклӗ телей» спектакле Юлия Николаеван калавӗ тӑрӑх СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартӗ.

Виҫӗ спектакль валли те декорацисене, ҫипуҫсене хатӗрлесе ҫитернӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче премьерӑсем ялти тата хулари куракансемшӗн пӗр пек кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри энтузиастсем самолет ӑсталанӑ. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Дзен|Чувашия» пӗлтернӗ тӑрӑх, самолета ӑсталакансем унпа Вӑрнар районӗнче тӗрӗслемелле вӗҫсе пӑхнӑ. Самолета ӑсталанӑ чух совет саманинчи журналти чертежа тӗпе хунӑ.

«Арго-2» самолетпа вӗҫнине малтанласа Андрей Усков хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Уйрӑм ҫынсем ӑсталанӑ самолетпа вӗҫнине «Дзен|Чувашия» ушкӑнра пӗлтернине вуланисенчен хурлакансем те тупӑннӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ятарласа ирӗк илмесӗр вӗҫме юрамасть. Самолетӑн сертификат пулмалла, кирлӗ ытти документ. Йӗркене пӑсакансене ятарлӑ службӑсем ним мар явап тыттарма пултараҫҫӗ тесе ҫыракансем те тупӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклист инкеке лекнӗ. Авари «М-7» федераци тӗллевӗллӗ трасса ҫинче, ҫул юсакан вырӑнта, пулса иртнӗ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катӗк ялӗ ҫывӑхӗнче 7 сехет те 30 минутра мотоциклист умра пыракан «BMW» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Унтан вӑл хирӗҫ пыракан ҫул ҫинчи фурӑпа ҫапӑннӑ.

Мотоциклист Ленинград облаҫӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын пулнӑ. Йывӑр аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.

Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсем хыпарланине кура «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоциклист умра пыракан машинӑпа ытла ҫывӑх пынӑ.

 

Республикӑра

Африкӑри Конго ҫӗршывӗнчен пирӗн республикӑна вӗренме килнӗ ҫамрӑксем 2015 ҫулта инкеке лекнӗ. Вӗсене Виктор Федоров ертсе пыракан ҫӑлавҫӑсен ушкӑнӗ вилӗмрен ҫӑлнӑ.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетӗнче тухтӑра вӗренекен виҫӗ тус Атӑлта, Ҫӗнӗ салари пляжра, шыва кӗме шухӑшланӑ. Те ишме пӗлмен-ши, Конго ҫӗршывӗнчи виҫҫӗ тус путма тытӑннӑ. Юрать, ҫӑлавҫӑсем ҫывӑхра пулнӑ. Путакан ҫамрӑксене вӗсем шывран туртса кӑларнӑ.

Пилӗк ҫул иртсен студентсем Шупашкар урамӗсенчен пӗринче Виктор Федоровпа ӑнсӑртран тӗл пулнӑ, ӑна вӗсем палласа илнӗ. Май килнӗ самантпа усӑ курса каччӑсем ҫӑлавҫӑсене тепӗр хутчен чунтан тав тунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1469, 1470, 1471, 1472, 1473, 1474, 1475, 1476, 1477, 1478, [1479], 1480, 1481, 1482, 1483, 1484, 1485, 1486, 1487, 1488, 1489, ... 3912
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...