Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарта канмалли кунсенче, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, коттедж ҫуннӑ. Ку пӑтӑрмах «Дубки» коттедж поселокӗнче пулнӑ.

Куприянов урамӗнчи икӗ хутлӑ ҫурт 17 сехетре ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӑррине, шалтине сиенлетнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашнӑ.

ЧР Граждан хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пушар аҫа ҫапнӑран тухнӑ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче ҫырнине ӗненес тӗк (малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх), ку коттедж – ЧР Арбитраж сучӗн судйин.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58150
 

Республикӑра

Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канури ҫынсем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем валли социаллӑ карттӑ тӑвасшӑн. Вӑл «Карта жителя» (чӑв. «Пурӑнакан картти») ятлӑ пулӗ.

Ку ыйтӑва утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинче сӳтсе явнӑ. Ку проекта «Мир» тӳлев карттин наци тытӑмӗ ҫумӗнче пурнӑҫласшӑн. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, дисконтлӑ карттӑпа ҫынсен уйрӑм категорийӗ усӑ курӗ.

Социаллӑ проект вырӑнти влаҫпа услам пӗрле ӗҫленипе пурнӑҫланса пырӗ. Дисконтлӑ карттӑпа усӑ куракансем хӑш-пӗр суту-илӳ сечӗсенче, организацисенче тавара йӳнӗрех хакпа туянма пултарӗҫ.

 

Республикӑра
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Улатӑр хулинче пурӑнакансем ҫак кунсенче урамра тӗлӗнмелле машина ҫӳренине асӑрханӑ. «Тимӗр урхамах» ҫине «Отлов ведьм» (чӑв. «Тухатӑмшсене тытмалли»), «Служба охотников за ведьмами» (чӑв. «Тухатмӑшсене тытакансен служби» тесе ҫырнӑ. Машинӑн малти бамперӗ ҫине шӑлсем ӳкернӗ, алӑкӗ ҫине шӑпӑр утланнӑ хӗрарӑма сӑнланӑ.

Ку машина улатӑрсен мар, вӑл таҫтан килнӗ. Номерсене пӑхас тӑк, пирӗн пата вӑл Самар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ. Тухатмӑшсене Самар тӑрӑхӗнче тытмалли служба тесе палӑртнӑ. Эппин, машина чӑхах та ҫав регионтан килнӗ.

Улатӑр ҫыннисем хӑйне евӗр машинӑна килӗштернӗ, ун патне тӑрса сӑн та ӳкерӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/58124
 

Республикӑра

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енре ҫамрӑк мӑшӑрсене «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификатне» пирвайхи хут панӑ. Аса илтерер: ҫак документа пама тытӑнасси пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ.

Сертификата ЧР Элтеперӗ «Арҫынсен сывлӑхӗ: 80+ тӗллев патне» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче виҫӗ мӑшӑра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Уяв И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче иртнӗ.

Ҫак сертификат тин кӑна ҫемье ҫавӑрнӑ упӑшкипе арӑмне амӑшлӑх центрӗсенче пысӑк квалификациллӗ специалистсем патӗнче тӳлевсӗр пулӑшу илме май парать. Ҫак документа хӗсӗрлӗхе тупса палӑртас, ӑна вӑхӑтра сиплес тӗллевпе параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58133
 

Пӑтӑрмахсем

Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳрех икӗ каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртри пӗр подъездра вӗсене вӗлернӗ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.

«Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, каччӑсене ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вӗсем 27-28 ҫулсенче пулнӑ. Питӗ шел, питӗ ҫамрӑк-ҫке-ха», - каласа кӑтартнӑ вӑл хаҫата. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, ҫак тискер преступление кам тума пултарнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58138
 

Культура

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Николай Шелепи палӑкӗ патне чечек хунӑ.

Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарсранри Аксу поселокӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртессине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унта Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗнчи (Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен, Шупашкар хулинчен), Пушкӑртстанри, Самар облаҫӗнчи тата Тутарстанри пултарулӑх ушкӑнӗсем пырсӑ ҫитнӗ.

Уява кайнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗпе Тутарстан Президенчӗ чӑваш халӑх поэчӗ Шелепи бюсчӗ патне чечек хунӑ.

Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн пӗрремӗш министрӗн Владимир Гуляевӑн бюстне уҫма хутшӑннӑ.

Икӗ регион ертӳҫи ун хыҫҫӑн Тутарстанра пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» хутшӑннӑ.

 

Культура

Чӑваш Енри пррфессионал писательсен пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулине йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа кӗнеке кӑларнӑ. Ҫакӑн пирки Светлана Гордеева (союзра вӑл — вырӑс поэзийӗн секцийӗн ертӳҫи) пӗлтернӗ.

«Признаюсь в любви к Чебоксарам» (чӑв. Шупашкара юратнине пӗлтеретӗп) сӑвӑсен пуххине вырӑсла ҫыракан 21 авторӑн 41 сӑвви кӗнӗ. Йышра литература метрӗсем те, ҫамрӑк авторсем те пуррине палӑртнӑ Светлана Гордеева. Шупашкара юратнине сӑвӑ урлӑ систернисен йышӗнче, тӗслӗхрен, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Виктор Овчаров, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Нина Пӑрчӑкан, Владимир Мишшан, Владимир Терентьев, Светлана Березкина, Людмила Исаева тата ыттисем. Чӑваш халӑх поэчӗ Анатолий Кипеч Шупашкара шур ҫунатлӑ акӑшпа танлаштарнӑ.

Кӗнеке «Freepoetry» издательствӑра пичетленнӗ. Ӑна Игорь Улангин художник илемлетнӗ.

Кӗнекене пичетлеме пулӑшнӑшӑн ҫыравҫӑсем «Комплекс» стррйфирма ертӳҫине Валерий Гордеева тав тӑваҫҫӗ.

 

Хулара

Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Йӗкӗрешсен фестивалӗ иртӗ. Ӑна Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халаллӗҫ.

Республика тӗп хулин администрацийӗн Культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль йӗкӗрешсем утса пынипе уҫӑлӗ. Унтан вӗсен тӗрлӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче тупӑшма тивӗ. Чи маттуррисене «Пуринчен уйрӑлса тӑракан ҫипуҫ», «Наци сӗмӗ», «Пуринчен уйрӑлса тӑракансем», «Ташша пуринчен пултаракансем», «Спорта чи туслисем», «Юрӑ-кӗвӗре пуринчен пултаракансем», «Куракансене килӗшнисем» номинацисенче чыслӗҫ.

Йӗкӗрешсен уявӗ 2017 ҫулта Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра иртнӗччӗ. Ҫав мероприятие ун чухне Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунахалалланӑччӗ.

 

Культура

Шупашкарта ҫулсерен иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивале халех хатӗрленме тытӑннӑ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу кӑларнӑ та ӗнтӗ. Мероприятишӗн явапли тесе республикӑн Министрсен Кабинетне ҫирӗплетнӗ.

Кинофестивале кинематографие аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, йӑлана кӗнӗ мероприяти килес ҫул ҫу уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче пулӗ.

Кӑҫал кинофестиваль, аса илтерер, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӑлнӑччӗ. Вӑл 12-мӗш хут иртрӗ. Унта сумлӑ хӑнасем йышлӑн килчӗҫ. Сӑмахран, Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Пашутин, совет тата Раҫҫей кинорежиссерӗ тата сценарисчӗ, ачасен «Ералаш» киножурнал илемлӗх ертӳҫи Борис Грачевский, Франци актерӗ Биби Насер тата ыттисем.

 

Чӑвашлӑх

Якут Республикинче пурӑнакан чӑван юнӗллӗ хӗрарӑм «Леди Евразии» (чӑв. Евразири чипер хӗрарӑм) конкурсра ҫӗнтернӗ.

Ольга Симонова ун пек ӑмӑртусене унччен те хутшӑннӑ. Пӗлтӗр вӑл хитре хӗрарӑмсен ҫӗршыври илем конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. Якут Республикинче «Мама года» (чӑв. Ҫулталӑкри анне) конкурсра мала тухнӑ.

Ольга — икӗ ача амӑшӗ. Никита ывӑлӗ кӑҫал шкул пӗтернӗ. Лайӑх вӗреннӗшӗн Алдан (ҫемье унта пурӑнать) хула мэрӗ ӑна Хисеп грамотипе тата ылтӑн парнепе хавхалантарнӑ. Ашшӗ-амӑшне вара маттур ывӑлшӑн Тав хучӗ лекнӗ. Ҫемьери хӗр, Злата, хальлӗхе пӗчӗкрех-ха.

«Евразири чипер хӗрарӑм» конкурсӑн финалӗ Алтай Республикин Наци театрӗнче иртнӗ. Пултарулӑх конкурсне Ольга хӑйӗн дизайнӗпе ҫӗленӗ чӑваш кӗпипе тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1474, 1475, 1476, 1477, 1478, 1479, 1480, 1481, 1482, 1483, [1484], 1485, 1486, 1487, 1488, 1489, 1490, 1491, 1492, 1493, 1494, ... 3620
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...