Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
 45.fsin.su сайтри сӑн
45.fsin.su сайтри сӑн

Чӑваш Енре айӑпланнӑ ҫынене ҫӳп-ҫап полигонӗсене ӗҫе вырнаҫтарма шутлаҫҫӗ. Ку ыйтӑва Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, «Управление отходами» тулли мар яваплӑ обществӑн элчисем тӗлпулура сӳтсе явнӑ.

Палӑртмалла: республикӑра ҫӳп-ҫапа уйӑрмалли сӑнав проекчӗ пурнӑҫланма тытӑннӑ. Унта «Управление отходами» тулли мар яваплӑ общество хутшӑнать. Шӑпах унӑн объекчӗсенче ҫӳп-ҫапа уйӑрӗҫ, ӑна тепӗр хутчен туса кӑларма ӑсатӗҫ.

Айӑпланнисене полигонсене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтӑва ҫитес тӗлпулусенче те сӳтсе явӗҫ.

 

Спорт

Чӑваш ҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче, хальхи вӑхӑтра Питӗре ҫитнӗскер (Финляндирен 150 ҫухрӑмра кӑна ларать), Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗрӗ ҫине лекнӗ «Мировое кочевье» (чӑв. «Тӗнче тавра ҫаврӑнни») ҫулӑн пайне пӗтӗмлетнӗ. Ку самант тӗлне Никита ҫемьи (аса илтеретпӗр, ку ҫулҫӳреве Никита арӑмӗпе Аяран хӗрне илсе тухнӑ) 1500 ҫухрӑм патнелле кайнӑ. Вӗсен ҫулӗ сакӑр субъект — Чӑваш Ен, Мари Эл, Чулхула, Иваново, Кустӑрма, Ярославль тата Ленинград облаҫӗсем — урлӑ иртнӗ. Пӗр кун хушшинче иртнӗ чи вӑрӑм ҫул тӑршшӗ 77,8 ҫухрӑм пулать иккен.

Хӑйӗн пӗтӗмлетӗвӗнче Никита ҫавӑн пекех ҫулсемпе ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне те хакланӑ. Чи япӑх ҫул пахалӑхӗ ун шучӗпе Ярославль облаҫӗнче. Мари Элте, Чулхулапа Кустӑрма облаҫӗсенче вара ҫынсен пурнӑҫӗ чи япӑххи. «Чулхула облаҫӗнчи пек ишӗлчӗк ял ҫурчӗсене эп Ҫӗпӗрте те асӑрхаман», — хӑй кӑмӑлне палӑртать чӑваш велоҫулҫӳревҫи. Аса илтеретпӗр, ҫулсене суйланӑ чухне Никита пысӑк автоҫулсенчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ.

Сӑмах май, каян, урӑн 3-мӗшӗнче, Андриян Николаев чӑваш космонавтне асӑнса ҫулсерен иртекен велочупу пулӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ те Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вӗҫленӗ.

Малалла...

 

Хулара

Шупашкарӑн 550 ҫулхи юбилейӗнче халӑха савӑнтарма Раҫҫей эстрада юрӑҫин Григорий Лепсӑн килмеллеччӗ. Унӑн «Я уеду жить в Лондон» юррине илтмен ҫын та ҫук пулӗ.

Шупашкара Григорий Лепс килесси пирки хула администрацийӗ нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Ун чухне вӗсем пулас афишӑпа та паллаштарнӑ. Паян вара ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, хула юбилейне, Григорий Лепс килмессине пӗлтернӗ. Ун вырӑнне Раҫҫейри музыка ушкӑнӗ «Турецкий хорӗ» ҫитӗ. Вӗсем хула ҫыннисемпе хӑнисене тӗрлӗ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарӗҫ: тӗнче классикинчен пуҫласа рок таран, поп-музыкӑран пуҫласа опера музыки таран, джазран пуҫласа халӑх хичӗсем таран.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://moygorod-online.ru/news/
 

Хулара

Пӗлтӗр ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ рашчинчи йывӑҫсене касма сӑмах вӗҫҫӗн каланӑ. Кун пирки ун чухне «Правда ПФО» сайт ҫырнӑ пулнӑ. Элтепер ун чухне йӗлтӗр ҫулне ҫапла майпа сарлакалатма сӗннӗ. Парк директорӗ Валерий Андреев хушнине пурнӑҫланӑ, анчах кирлӗ документсене хатӗрлемен, кайран ҫеҫ тӗрӗс мар информаци кӑтартакан акт тунӑ.

Директор пӗлтӗрхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче йӗлтӗр ҫулӗ хӗррипе 7 кубла метр йывӑҫ каснӑ. Ку пӗтӗмпе 34 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫавна май пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ку ӗҫе мӗнле тӗпченине Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури тӗрӗслесе тӑрать.

 

Спорт

Минскра Европа вӑййисем иртнӗ. 10 кунра Раҫҫей спортсменӗсем 109 медаль ҫӗнсе илнӗ. Пухмача Чӑваш Ен спортсменӗсем те медальсемпе пуянлатнӑ.

Чи пӗрремӗш кунхине Елена Бондарева самбора кӗрешсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Спорт гимнастикин ӑмӑртӑвӗнче чӑваш спортсменӗ Владислав Поляшов финала тухнӑ, унта пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн тепӗр спортсменки Мария Кузнецова та пӑхӑр медальпе савӑнтарнӑ. Вӑл спорт кӗрешӗвӗнче вӑй виҫнӗ.

Палӑртса хӑвармалла: ҫитес Европа вӑййисем 2023 ҫулта Польшӑри Краков хулинче иртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш хулинче 29 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ку тискер ӗҫе унӑн аслашшӗ (е кукашшӗ) тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Следовательсем 70 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун ватӑ ҫын килӗнче ӳсӗр пулнӑ. 29 ҫулти мӑнукӗн айӑпӗпе вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки те урӑ пулман, эрех сыпнӑ.

Тӑвансем ҫапӑҫса кайнӑ. Ватӑ арҫын мӑнукне ҫӗҫӗпе чикнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ, следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58046
 

Культура

Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Тутарстанри Пӑва районӗнче Пӳркелте Хӑят йӑла уявӗ иртнӗ. Унта Рункӑ, Пӑрӑнтӑк, Шемек ялӗсенчи фольклор ушкӑнӗсем пырса ҫитнӗ, ачасен ушкӑнӗсем пултарулӑхне кӑтартнӑ.

«Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, уява вырӑнти Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе ЧНКЦ хастарӗсем йӗркеленӗ. Иван Юркин музейӗнче уяв малалла тӑсӑлнӑ.

Хӑят уявне пӳркелсем ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ иккен. Улӑхра хӑят чечекӗ ҫеҫкене ларнӑ вӑхӑтра. Ҫак чечек ял уявӗн элемӗ пулса тӑрать-мӗн. Ӗлӗк ҫынсем хӑят чечекӗн ҫак кунхи асамлӑ вӑйне ӗненнӗ. Вӑйӑра алӑра кӗрен чечек тытса утнӑ. Ҫӗрӗпе юрланӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксем ҫак чечеке учӳк кӳллине пӑрахнӑ, унӑн шывӗпе ҫӑвӑнса вӑй-хӑват илнӗ те килӗсене саланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-78974186_3252
 

Чӑвашлӑх

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, Фейсбукра, Шупашкарти тӗрлӗ суту-илӳ точкисемпе ытти ҫавӑн йышшисен ют чӗлхепе ҫырнӑ вывескисене сӳтсе явма тытӑннӑ. Сӑн ӳкерчӗксен авторӗ — Юрий Алексеев. Вӑл вӗсене хӑйӗн страницине лартнӑ.

Вӑл та, Нелли Де ятпа регистрациленнӗ автор та ют ҫӗршыв чӗлхипе ҫырнӑ пӗлтерӳсене ырламанни сисӗнет.

«Ку вӑл ӑҫта? Америкӑра-и, Англинче-и е Францинче-и? Ку вӑл — Чӑваш Республикин тӗп хулинче. Ют чӗлхепе ҫырнӑ реклама вывескисене пӑхма лайӑхрах-и е Чӑваш Енӗн паллӑ ӗҫченӗсен астӑвӑм хӑмисене-и? Хамӑр историе ҫавӑн пек ҫитерсен ачамӑрсем чӑваш чӗлхине ӑҫтан юратчӑр? Алиллуя», — ҫырса хунӑ Нелли Де Фейсбукри «Шупашкар» страницӑра.

Поста вуланисенчен пӗри: «Пули-пулмишӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, кирлӗ чухне шарламаҫҫӗ», — тесе тӗлӗннӗ.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть Тӑвай район прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе РФ Тӗп прокурорӗн ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Александр Данилова шаннӑ. Вӑл — юстицин аслӑ канашҫи.

Александр Сергеевич 1978 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Унта диплом илнӗ хыҫҫӑн 2002 ҫулта ӑна прокуратурӑна ӗҫе йышӑннӑ. Малтанласа вӑл Куславкка район прокурорӗн пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран Канашри районсем хушшинчи прокурора пулӑшнӑ. Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енри транспорт прокурорӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

Тӑвай район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Оксана Ястребова нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче ӗҫлеме пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче чӑваш ҫынни Следстви, дознани тата оперативлӑ шырав ӗҫӗн тӗп управленийӗнче Шалти ӗҫсен министерствинчи следстви ӗҫне тӗрӗслесе тӑракан управлени прокурорӗнче тӑрӑшать.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта канализаци ҫӑлне пӗчӗк ача кӗрсе ӳкнӗ. Ҫулталӑк та 10 уйӑхрискер урама амӑшӗпе тухнӑ. Асли хыҫҫӑн утса пыраканскер канализаци ҫӑлне, 3 метр тарӑнӑшне, персе аннӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ уйӑхрах, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ.

Халӗ ҫав тӗслӗхпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ача уҫӑ канализаци ҫӑлне персе аннӑшӑн «Водоканал» предприятин ӗҫченне айӑпласшӑн.

Алькешра ҫав организаци канализаци пӑрӑхне тасатнӑ. Болгарстрой урамӗнчи 7-мӗш ҫурт патӗнчи ҫӑла иртен-ҫӳрен кӗрсе ӳкесрен хупламан. Инкешӗн предприятин ӗҫченӗсенчен пӗри яваплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн пӗр статйипе ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1478, 1479, 1480, 1481, 1482, 1483, 1484, 1485, 1486, 1487, [1488], 1489, 1490, 1491, 1492, 1493, 1494, 1495, 1496, 1497, 1498, ... 3620
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...