Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Килес ҫулхи кинофестивале халех хатӗрленме тытӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.07.2019 23:48 | 1116 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкарта ҫулсерен иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивале халех хатӗрленме тытӑннӑ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу кӑларнӑ та ӗнтӗ. Мероприятишӗн явапли тесе республикӑн Министрсен Кабинетне ҫирӗплетнӗ.

Кинофестивале кинематографие аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, йӑлана кӗнӗ мероприяти килес ҫул ҫу уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче пулӗ.

Кӑҫал кинофестиваль, аса илтерер, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӑлнӑччӗ. Вӑл 12-мӗш хут иртрӗ. Унта сумлӑ хӑнасем йышлӑн килчӗҫ. Сӑмахран, Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Пашутин, совет тата Раҫҫей кинорежиссерӗ тата сценарисчӗ, ачасен «Ералаш» киножурнал илемлӗх ертӳҫи Борис Грачевский, Франци актерӗ Биби Насер тата ыттисем.

#Элтепер, #ӳнер, #культура, #фестивальсем, #йышӑнусем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алибасов // 3442.91.9003
2019.07.07 13:57
Кирлӗ-и халӑха кун пек фестиваль? Мӗн чуль укҫа каять ахаль те пуян Мускава. "Кинематографические земляки" тесе никама та чӗнмеҫҫӗ. "Капкӑна" малалла кӑларма ытсан укҫа ҫук.
Фестиваль ирттеренҫи туни - пур-ҫук укҫана шывпа юхтарса яни кӑна.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем