Раҫҫейре
![]() aif.ru сайтри сӑн Паллӑ телеертӳҫӗрен Владимир Познертан журналистсем акӑ мӗн ыйтнӑ: вӑл наци чӗлхисене ачасен кӑмӑлне, суйлавне кура вӗрентни пирки мӗн шутлать? Владимир Познер ку ӑна килӗшменнине палӑртнӑ, кунашкал ыйту тухса тӑни те ӑна питӗ тӗлӗнтерет. Унӑн шухӑшӗпе, чӗлхе ҫынна кӑтартать. «Вырӑс чӗлхине вӗренмеллех-и?» тесе ыйтнӑ пулсан вӑл хӑть ҫакна ӑнланӗччӗ. Наци чӗлхи пирки вара… «Манӑн шухӑшпа, республикӑра кун пек ыйту пулмалла мар, ҫакна ӑнланманни, наци чӗлхин аталанӑвне хӗстерни ырри патне илсе ҫитермест, тӗрлӗ наци ҫыннисен туслӑхне ҫирӗплетмест», - тенӗ Владимир Познер. Телеертӳҫӗ тӗслӗх вырӑнне Канадӑна, Бельгие, Швейцарие, Финляндие илсе кӑтартнӑ. Познер каланӑ тӑрӑх, ҫак ҫӗршывсенче халӑхран унӑн тӑван чӗлхине туртса илмелле маррине ӑнланакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тӗнчесен архивӗнчи сӑн Никита Тӗнчен ҫемйи мӗнле пурӑнать? Ӑҫта ҫитнӗ вӗсем? Кун пирки сайтра ҫак кунсенче ҫырман. Апла, Тӗнчесен ҫулҫӳревне пӑхса тухар. Тӗнчесем Европӑна ҫул тухни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ Никитӑпа Настя тата вӗсен пӗчӗк хӗрӗ Аяран Европӑран урӑх ҫӗрелле ҫул тытнӑ – вӗсем Африкӑна, Мароккӑна, каяҫҫӗ. Пирӗн паталла хӗл ҫывхарать, Тӗнчесем вара ҫулталӑкӗпех ҫулла хуҫаланакан ҫӗршыва каяҫҫӗ. «Африкӑн ҫурҫӗр енче пулӑпӑр, питӗ интереслӗ, мӗн унта?» - ҫырнӑ Никита. Тӗнчесен виза пӗтнӗ-мӗн, ҫавӑнпа Испанирен тухма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() wikimapia.org сӑнӳкерчӗкӗ Вокзалсенче тӳлевлӗ туалетсем пулнине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пулӗ ӗнтӗ. Чукун ҫул вокзалӗсенче те ҫавнашкалах. Унти туалета тӳлевсӗр кӗрес тесен ҫула кайма туяннӑ билета кӑтартмалла. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫак йӗрке манӑҫа тухӗ. Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗсен дирекцийӗ чукун ҫул вокзалӗсенчи туалетсене 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Санитари пӳлӗмӗсене укҫа тӳлемесӗр кӗрсе тухма пур пассажирӑн та ирӗк пулӗ. Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗсен дирекцийӗ санузелсене урӑх хуҫасене тара панӑ пулсан ҫеҫ тӳлеме тивӗ. Паян Раҫҫейре инҫе ҫула каймалли 344 чукун ҫул вокзалӗ ӗҫлет. Вӗсенчи тӳлевсӗр туалетсемпе ҫӑмӑллӑхлӑ категорири граждансем тата ҫитес виҫ сехетре пуйӑспа каймаллисем е пӗр сехетрен кая мар пуйӑсран аннисем усӑ курма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Ан-12» ҫарпа транспорт самолечӗ Екатеринбургра васкавлӑн анса ларнӑ. Самолета хулари Кольцово аэропортӗнче антарса лартма йышӑннӑ. Хыпара «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви регионти экстренлӑ тытӑмсем пӗлтерни тӑрӑх хӑйӗн лентине вырнаҫтарнӑ. Никам та аманман. Ку вӑл —малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх. Самолет васкавлӑ мӗншӗн анса ларнине авиаци специалисчӗсем палӑртӗҫ. Baza телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, бортра 17 ҫын пулнӑ. Самолета лартнӑ чух унӑн шасси темшӗн уҫӑлман. Мӗншӗн уҫӑлманнин сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ мар. Самолет «хырӑм» ҫине анса ларнине официаллӑ ведомствӑсем ҫирӗплетмен. Ҫарпа транспорт авиацийӗн самолечӗпе сиксе тухнӑ пӑтӑрмахӑн сӑлтавне авиаци специалисчӗсем ҫеҫ уҫӑмлӑн калайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() iz.ru сайтри сӑн Новосибирскри коллекторсем Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм патне шӑнкӑравласа халтан янӑ. 34 ҫулти хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Унӑн ӗҫтешӗ кредит илнӗ пулнӑ-мӗн. Анчах вӑл вӑхӑтра тӳлесе пыман, парӑма кӗнӗ. Коллекторсем вара ун патне те, ӗҫтешӗ патне те шӑнкӑравалама тытӑннӑ. Палӑртмалла: Новосибирскри «Сибирь консалтинг групп» компани унччен те явап тытнӑ-мӗн. Хальхинче суд компание 55 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Арбитраж сучӗн приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() youtube.com/VASya VASilich/ скриншочӗ Туту.ру сервис чи хаваслӑ ятлӑ ялсене палӑртать. Халӗ конкурсӑн 6-мӗш раунчӗ пырать. Танлаштарӑма пирӗн ҫӗршыври 10 ял ячӗ кӗнӗ, ҫав шутра — Шупашкар районӗнчи Ишек те (вырӑсла вӑл Ишаки пулать. Ӑна ҫапла каланине илтсен хӑшӗсем ашаксем тесе тӑрӑхлама юратаҫҫӗ. Тӳрккес, хӑлӑхсӑр ҫынна та ҫапла калаҫҫӗ ). Туту.ру сервис сасӑлавӗ 10 раундпа иртӗ. Хаваслӑ ятлӑ 10 ял конкурсӗнче чи хӑйне евӗррисем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑрӗҫ. Шупашкар районӗнчи Ишекре 653 ҫын пурӑнать. Ял калӑпӑшӗ – 1,46 тӑваткал километр. Ашак тесе вырӑсла куҫакан Чӑваш Енри тепӗр ял Патӑрьел районӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл – Чӑваш Ишекӗ. Унта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче ӗҫленӗ Лев Кураков ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрача паллӑ юморист, пародист тата телеертӳҫӗ Максим Галкин ертсе пыракан «Лучше всех» (чӑв. Пуринчен лайӑх) кӑларӑма хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Аса илтерер: ку кӑларӑма Пӗрремӗш каналпа вырсарникунсерен каҫхине кӑтартаҫҫӗ. Виктория Орлова фокуссем тума пултарать. Кӑларӑма вӑл вӗренпе хатӗрленӗ программӑпа хутшӑннӑ. Паллӑ телешоуна хутшӑнакан кирек епле ачана та кӑмӑллӑн йышӑнаҫҫӗ. Студие пуҫтарӑннӑ куракансем ӑна та тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Викторийӑпа пӗрле кӑларӑма ашшӗ-амӑшӗ, пиччӗшӗ тата Альберт Пластинин иллюзионист хутшӑннӑ. Вика 11 ҫулта. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри 5-мӗш «А» класра вӗренет. Виктория Орлова ӳкерӗннӗ кӑларӑм паян эфира тухнӑ. Передача 19 сехет те 25 минутра пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 24smi.org сайтран илнӗ сӑн Паллӑ блогер Академик иномарка выляттарнӑ. «Шкодӑна» Шупашкарта пурӑнакан ҫын выляса илнӗ! «Шкода» тюнинг автомобильне выляттарнӑ чухне ытти парнесем те пулнӑ. Автомобиле ҫӗнсе илессишӗн 280 пин те 111 ҫын «кӗрешнӗ». Ҫӗнтерӳҫе рандомно суйланӑ. «Шкода» Оленогорскра пропискӑра тӑракан, хӑй Шупашкарта пурӑнакан ҫынна лекрӗ. Ҫитес эрнере ӑна ҫӗнтерӳҫе парӑпӑр!» - ҫапла ҫырнӑ Константин Заруцкий, вӑлах, Академик, блогер. Автомобиле ҫӗнтерӳҫе Питӗрте парӗҫ. Унта кайма тата отельте пурӑнма Академик тӳлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри пӗр фирма пӗчӗк тоннажлӑ «УАЗ Профи» грузовик кӑларма хутшӑннӑ. Ӑна Чӗмпӗрте туса кӑларнӑ. Ҫавӑн пирки «Pnzdrive» портал пӗлтернӗ. Чӗмпӗрти автомобиль савучӗ «УАЗ Профи» пӗчӗк тоннажлӑ самосвалӑн ҫӗнӗ версине кӑларнӑ. Вӑл унчченхинчен уйрӑлса тӑрать иккен. Ӗҫе Чӑваш Енри «Авто-Фургон» фирма хутшӑннӑ иккен. Тиеве турттармалли ҫирӗплетнӗ платформа тӑршшӗ — 3 метр та 9 сантиметр, сарлакӑшӗ – 2 метр та 6 сантиметр. Платформа 49 градус таран ҫӗкленеет. Ҫӗнетнӗ самосвал мӗн хак тӑнине Чӗмпӗрти савут хальлӗхе пӗлтермен. «Pnzdrive» портал Чӑваш Енри савут чӗмпӗрсене мӗнпе пулӑшнине ҫырса ӑнлантарса тӑман. Ҫакна та палӑртар: маларах эпир каланӑ «Авто-Фургон» фирма, сӑмах май, Ҫӗмӗрлерен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() agro.tatarstan.ru сайтри сӑн ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта пурӑнакан ҫамрӑк специалистсемпе ҫемьесене ипотека кредитне 3 процентпа пама тытӑнасшӑн. Ку условисем ялсене комплекслӑ аталантармалли ҫӗнӗ патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пулӗҫ. Кун пирки РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Иван Лебедев СФ комитечӗн тухса ҫӳрекен канашлу лапамӗнче каланӑ. Халӗ РФ Ял хуҫалӑх министерствинче ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека кредичӗ илмелли условисене пӑхса тухаҫҫӗ. ТАСС министр ҫумӗн сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ: «Ялти ҫамрӑк специалистсемпе ҫемьесене ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑпа пулӑшни – ҫӗнӗ пуҫару тата революциллӗ йышӑну – 3 процентран пуҫласа регионсен софинансированине шута исле 0,1 процент таран чакармалли». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |