Раҫҫейре
![]() Севастопольти 10-мӗш гимназие чӑваш ятне пама йышӑннӑ. Ырӑ хыпара ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ. Асӑннӑ шкула Совет Союзӗн Геройӗ Мирон Ефимов ятне пама йышӑннӑ. Зоя Миронова хыпарланӑ тӑрӑх, Мирон Ефимович 1915 ҫулта Элӗк районӗнчи Самушка ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс Сурӑмӗнчи тата Элӗкри шкулсенче вӗреннӗ, Шупашкарти педагогика институтне пӗтернӗ, учитель пулса ӗҫленӗ. Комсомол путевкипе Мирон Ефимов Ейскри ҫар авиаци училищинче вӗреннӗскер летчик-истребитель пулса тӑнӑ. Мирон Ефимов икӗ хут Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна «Совет Союзӗн Геройӗ» ят панӑ. 1961 ҫултан отставкӑна кайсан Мускав хулинче пурӑннӑ. Пурӑннӑ чухнех Крымра тата Севастопольте Мирон Ефимов подполковник ячӗпе палӑксем лартнӑ. 2019-мӗш ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ертӳҫисем, Чӑваш наци конгресӗ, Севастопольти чӑваш наципе культура автономийӗ тата Чӑваш Енӗн Крымпа Севастопольти суту-илӳпе экономика тата ЧНК элчи Андрей Яковлев ыйтнипе Севастопольти 10-мӗш гимназие Совет Союзӗн Геройӗ Мирон Ефимов ятне пама йышӑннӑ. Кун ҫинчен гимнази директорӗ С.В. Руквавицина хушу кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |