Культура
![]() Нумаях пулмасть Ӗпхӳ хулинчи вырсарни шкулӗнче кӑҫал ҫичӗ чӗлхепе пичетленнӗ «Нарпси» поэмӑн хаклавне ирттернӗ. Аса илтеретпӗр, ҫичӗ чӗлхепе кун ҫути курнӑ кӗнекене вырӑсла (Б. Иринина куҫарнӑ), тутарла (Ш. Муддарис), пушкӑртла (Мустай Карим хутшӑннипе Р. Кали куҫарнӑ), украинла (Я. Шпорта), пӑлхарла (Н. Марангозова), венгрла (А. Рона-Таш хутшӑннипе А. Беде куҫарнӑ) кӑҫал пичетленӗ. Ҫапла кӑларма Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай шут тытнӑ иккен. Вӑлах — кӗнекене хатӗрлекенӗ тата редакторӗ. Кӗнеке хуплашкине Чӑваш халӑх ӳнерҫи Владимир Агеев 1973 ҫулта ӳкернӗ «Нарспипе Сетнер» ӳкерчӗк илемлетет. Кӗнекене филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, литература критикӗ тата публицист Атнер Хусанкай ҫырнӑ «Нарспи ҫути» статья вӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Людмила Васильевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |