Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Тӗнчере

Тӗнчере
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӑҫал раштав уйӑхӗнче Ҫӗр патне инопланетянинсен карапӗ ҫывхарӗ. Ҫапла пӗлтерет Гарвард университечӗн астрофизикӗ Ави Леб.

Малтанах Ҫӗр патне 3I/ATLAS комета ҫывхарать тесе палӑртнӑ. Анчах эксперт унӑн траекторийӗ урӑхларах пулнине палӑртнӑ. Ун пекки кометӑсен, астероидсен пулма пултараймасть имӗш.

Ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: инопланетянинсен карапӗ ҫывхарать. Вӑл Ҫӗр патне чӳкӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 5-мӗшӗччен ҫитмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_446253
 

Тӗнчере
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакансем Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ чӗрчуна асӑрханӑ.

Вӑрман урамӗнче ҫуртсен умӗнчи йывӑҫ ҫинче ҫӳлевӗҫ ларнӑ. Ҫынсем ӑна курсан видео, сӑн ӳкернӗ. Кайран, вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳлевӗҫ йывӑҫ ҫинчен анса тарнӑ.

Сӑмах май, республикӑра хальхи вӑхӑтра 22 ҫӳлевӗҫ шутланать.

 

Тӗнчере
t.me/neuro_praxis сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/neuro_praxis сӑнӳкерчӗкӗ

Искусство интеллекчӗ шӳтлеме те пӗлет, судлашать те, хаҫат та кӑларать.

Китайри пӗр ҫыравҫӑ, ав, ҫав мелпе усӑ курса эротика романӗсем ҫырнӑ та кайран ӑна тӗрмене хупнӑ. Текста ҫыраканни искусство интеллекчӗ пулсан та айӑпли ҫыравҫӑ тесе йышӑннӑ суд.

Нумаях пулмасть «Яндекс» сӑнӳкерчӗксене хатӗрлемелли ҫӗнетнӗ нейросеть ӗҫлеттерсе янӑ — YandexART 2.5 латиницӑпа ҫырнисене лайӑхрах ӑнланать тата мӗн ыйтнине аванрах тӗшмӗртет-мӗн.

Нейросеть ҫынсенчен лайӑхрах шӳтлет. Мемсем валли нейросеть ҫырнине ҫынсем ытларах юратса йышӑнаҫҫӗ иккен. Ҫынпа танлаштарсан нейросеть лайӑхрах шӳтсем шӑрҫалать.

Италире искусство интеллекчӗ хаҫат кӑларса пӑхнӑ. Журналистсем ӑна ыйтусем ҫеҫ панӑ тата хуравсене редакциленӗ.

Искусство интеллекчӗ ҫын шухӑшлавӗ пекрех тесе калаҫҫӗ. Google пуҫ мими тата нейросеть епле ӗҫленине танлаштарнӑ вӗсен хастарлӑхӗ пӗр пекрехне палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/neuro_praxis/447
 

Тӗнчере
tr.pinterest.com сайтри сӑн
tr.pinterest.com сайтри сӑн

Халӗ ҫамрӑксен шутне 18-45 ҫулсенчисем кӗреҫҫӗ. Ҫапла палӑртнӑ Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗ. Вӑл ҫын ӳсӗмӗн ушкӑнӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ.

45-ран пуҫласа 60-ччен вара халӗ – вӑтам ӳсӗмрисем. 60-75 ҫулсенчисем – ватлӑх енне сулӑннисем.

75-рен пуҫласа 90 ҫулччен ватӑ ҫынсем шутланаҫҫӗ.

90-ран аслӑраххисӗм – вӑрӑм ӗмӗрлисем.

 

Тӗнчере
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри ӳнерҫӗ Полина Осипова Лондон ҫывӑхӗнче пурӑнать. Унта вӑл 13 тӑваткал метр лаптӑкра вырнаҫнӑ.

Унӑн ӳкерчӗкӗсенче – чӑваш халапӗсем, йӑли-йӗрки, ҫемье историйӗ. Ҫапла вӑл чӑваш ҫӗрӗпе ҫыхӑну тытать темелле.

Полинӑшӑн Аслӑ Британие куҫса каясси ҫӑмӑл пулман. Анчах унта тӗпленсен вӑл йӑх-несӗлсен культурине тӗпчеме пуҫланӑ.

Палӑртмалла: Полина хатӗрленӗ арт-обьектсем тӗнчипех саланаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75217
 

Тӗнчере
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

2025 ҫулта та Раҫҫей Абхазие пулӑшӗ. Сӑмах укҫа парса пулӑшни пирки пырать. Ҫитес ҫул пирӗн ҫӗршыв асӑннӑ ҫӗршыва 5,2 млрд тенкӗ уйӑрса парӗ. Кун пирки Абхазин финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлака Владимир Делба пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, укҫан пысӑк пайӗ республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма кайӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/197282
 

Тӗнчере

Ҫынсен 60 процентӗнчен пуҫласа 90 процентне тӗс витӗм кӳрет. Кунта сӑмах тӗрлӗ сферӑна пырса тивет: апат-ҫимӗҫ дизайнӗ-и, реклама-и, интерфейс дизайнӗ-и. Сайт дизайнӗ пирки те ҫавнах калама пулать. Сӑмахран, кӑвак тӗс тӑнӑҫлӑхпа шанчӑклӑха пӗлтерет. Шӑпах ҫавӑнпа ку тӗсе социаллӑ сетьсен логотипӗнче те усӑ кураҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/PRoddigital/853
 

Тӗнчере
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

«Раҫҫей мисӗ», Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Валентина Алексеева, хальхи вӑхӑтра Мексикӑра Раҫҫей чысне хӳтӗлет.

Шупашкарта ҫуралнӑ хӗр Мексикӑна 6 чӑматан парне илсе кайнӑ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене толстовка парнеленӗ. Ун ҫинче – чӑваш эрешӗллӗ вырӑс матрюшки. Ун ҫинчех Анне палӑкӗ курӑнать.

Илем конкурсне хутшӑнӑкансем Валентинӑн парнисене хаваспах йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_72144
 

Тӗнчере
"Чувашский край" пабликри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Чувашский край" пабликри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен хӗрӗ Мексикӑра хӑйӗн тумӗпе тӗлӗнтернӗ.

Аса илтерер: Шупашкарти Валентина Алексеева тӗнчери илем конкурсне хутшӑннӑ. «Мисс Вселенная» (чӑв. Тӗнче мисӗ) конкурсра хӑйӗн тумӗпе тӗлӗнтернӗ.

Питӗрти дизайнер хатӗрлесе панӑ платье ҫав каҫ хичӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки хӗр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17988
 

Тӗнчере

Зумерсем ӗсре хӑвӑрт ывӑнаҫҫӗ. Ку вӑл тӗнчипех ҫапла иккен. Вҫӗм ӗҫрен каясси пирки час-часах шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ HR News ыйтӑм ирттерсе. Ҫав вӑхӑтрах миллениалсемы ӗҫрен кайма шухӑшламаҫҫӗ, тӗпленсе пӗр вырӑнта тар тӑкаҫҫӗ.

Зумерсенчен 48 проценчӗ ӗҫре калама ҫук ывӑнать, 59 проценчӗ ҫитес икӗ ҫулта ӗс вырӑнне ылмаштарасшӑн. Зумерсенчен 26 проценчӗ шухӑгшланӑ тӑрӑх, миллениалсем ӗҫре юлса тимлеме хӑнӑхнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/PRoddigital/808
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...34
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 19

1936
90
Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1954
72
Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем