Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.0 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Кӳршӗре

Кӳршӗре

Чӑваш Енре кӳршӗри Чӗмпӗр облаҫӗнчен сысна какайӗ кӳрсе килме пӑрахӗҫ. Чӑваш Ен патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак регионта Африка мурӗ йӑл илнӗ.

Чӗмпӗр облаҫӗнче сыснасем Африка мурӗпе чирленине палӑртнӑ. Ҫавна май унтан пирӗн республикӑна сысна какайӗ хальлӗхе илсе килмӗҫ.

Чӑваш Енре ку енӗпе лару-тӑру мӗнлерех-ха? Хальлӗхе сысна ферми тытакансен, ялсенче ҫак выльӑха усракансен пӑшӑрханмалли ҫук - пирӗн регионта кӑҫал Африка мурӗн чирне тупса палӑртман-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58243
 

Кӳршӗре

Тутарстанри Чураково ялӗнче пурӑнакансем Учук ирттернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче унта тӗпленнӗ халӑх ҫак йӑла-йӗркене ирттерме пухӑннӑ.

Учукра выльӑх пусса чӳк тунӑ. Ялта ӑна ирттермелли ятарлӑ вырӑн пур. Сурӑха шӑпах ҫавӑнта илсе касса пуснӑ. Йӑла-йӗрке кӗлӗ вуланинчен пуҫланнӑ.

Унтан ҫынсем кӑвайт чӗртсе хуран ҫакнӑ, унта 7 тӗрлӗ кӗрперен пӑтӑ пӗҫернӗ. Ӑна Учука килнӗ кашни ҫынна тутанма панӑ. Ҫынсем сӑмарвартан чей те ярса ӗҫнӗ.

Ҫутҫанталӑк лапамӗнче пӗҫернӗ пӑтӑ пурне те килӗшнӗ. Уҫӑ сывлӑшра апатланма тата та лайӑхрах-ҫке-ха. Учук юрӑ-ташӑпа, вӑйӑ картине тӑнипе вӗҫленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/rdkbua
 

Кӳршӗре

«С легким паромри!» Женя Лукашина, «Служебный романри» Анатолий Новосельцева вылякан Раҫҫей халӑх артисчӗ Андрей Мягков актер тымарӗсем — Тутарстанри Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнчен. Ҫакӑн пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ. Анатолий Новосельцов вылянӑ артиста пирӗн халӑх йӑли-йӗрки килӗшнӗ иккен.

«Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккассин­че пурӑнакан Е. Долгова аса илнӗ тӑрӑх, Пӳркелӗнчи Хӑята ҫамрӑксем тавра ялтан пуҫ­та­рӑннӑ. Ҫав вӑйӑсене халӗ пурте пӗлекен, хӗрӗх ытла илемлӗ фильмра ӳкерӗннӗ Андрей Мягков артист та хутшӑннӑ. Вӑл Хусанта тата Ешӗлварта ӳс­нӗскер, хӑйӗн Раккассинчи иккӗ­мӗш-виҫҫӗмӗш сы­пӑкри тӑ­ванӗсем патне кайкаланӑ, кунти чӑваш вӑййипе йӑли-йӗрки ун кӑ­мӑлне кайнӑ», — ҫырнӑ хаҫатра Анатолий Тимофеев.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.chuvash.org/6666.html
 

Кӳршӗре
Ургалкин бюсчӗ
Ургалкин бюсчӗ

Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, кӳршӗри Чӗмпӗр облаҫӗнче савӑнӑҫлӑ уяв туса Ургалкин Алексей Константинович бюстне уҫнӑ. Ку ӗҫе облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. «Пулӑшакансене пурне те пысӑк тав!» — тесе пӗлтерчӗ автономи ертӳҫи Олег Мустаев.

Бюст ҫине «Ургалкин Алексей Константинович. Народный артист СССР. Родился 30 марта 1910 г. в селе Елаур. Выдающийся деятель чувашской культуры» тесе ҫурнӑ.

Ургалкин Алексей Константинович, — пӗрремӗш чӑваш артисчӗсенчен пӗри. Вӑл 1910 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче халь Сенгилей районне кӗрекен Ялавӑр ялӗнче ҫуралнӑ. 1931–1932 ҫулсенче Магнитогорскри Ӗҫлӗ ҫамрӑксен театрӗн студинче пӗлӳ пухнӑ. 1936 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, унта вӑл мӗн виличчен хӑйӗн пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарнӑ. 1981 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.

 

Кӳршӗре

Тутарстанри Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи чӑвашсен Акатуйӗ кӑҫал урӑх ҫӗрте, Упире, иртет тесе пӗлтернӗ. Алешкин-Саплӑк ял хутлӑхне ҫавӑн пек пысӑк уява ирттерме ӑҫтан укҫа тупнине пакунлисем тӗпчеҫҫӗ-мӗн. Кун пирки асӑннӑ регионти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ. Виҫӗмҫул Акатуй ирттернӗ Анат Чакӑна та ҫакнашкал тӗрӗслев ҫитнӗ текен хыпар ҫитнӗ-мӗн.

«Мӗне пӗлтерет ку? Саккаспа-и е ӑнсӑртран-и? Кама тӗк ҫывӑрттармасть Ҫӗпрел Акатуйӗ?» — пуҫ ватать Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ.

Акатуя «тума ӗлӗкрен халӑхран парне пуҫтарнӑ: явлӑк, ҫӑмарта, кӗрпе. Пуянраххисем хӑйсен ирӗкӗпе пӗрлехи хурана укҫа пӑрахаҫҫӗ. Ку чухне никам та квитанци е отчет ыйтса лармасть. Вӑл ӗлӗкхи йӑла, ташлакан ҫӗнӗ мӑшӑр ури айне хут укҫа пӑрахнӑ пекех.

Халӑх уявне ирттерме пулӑшни хӑйне евӗр садака пекех вӑл. Унран никам та чухӑна юлман-ха. Кирлех-ши милиципе тӗрӗслеттерсе ырӑ ӗҫ тӑвакан ҫынсен кӑмӑлне хуҫма?» — ҫырнӑ «Суварта».

 

Кӳршӗре

Мари Элти Совет районӗнче пурӑнакан харпӑр усламҫӑ экскаватор ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Техникӑна вӑл пӗлтӗр кӗркунне пӗлӗшне, Чӑваш Ен ҫыннине, тара панӑ-мӗн.

Анчах кӑштахран пӗлӗшӗ шӑнкӑравлаан телефонне тытма пӑрахнӑ. Экскаватор хуҫи ун патне тӗрӗслеме пынӑ. Анчах унта пӗлӗшӗ те, техника та пулман.

Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ӑна тупнӑ та полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Вӑл экскаватора вакласа кӳршӗ ругионта металлолома панӑ иккен. Укҫа-тенке вара тӑкакласа пӗтернӗ.

Халӗ ун явап тытма тивӗ. Ӑна куншӑн 10 ҫул таран тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.

 

Кӳршӗре
Ирина Трифонова
Ирина Трифонова

Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн редакторӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ Константин Малышев текех унта ӗҫлемест. Юлашки ҫулсенче «ТАТМЕДИА» акционерсен обществин тытӑмӗнче пулнӑ кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫултанпа редакторта тимленӗ ҫын урӑх ҫӗре куҫнӑ.

«Сувар» хаҫатри улшӑну ҫак уйӑхӑн 21-мӗшӗнчен пулса иртнӗ.

Редактор тивӗҫӗсене халӗ Ирина Трифонова пурнӑҫлать. Тутарстанри чӑвашсен пичет кӑларӑмӗнче вӑл та чылайранпа, тата тӗрӗсрех каласан, 1997 ҫултанпа, тӑрӑшать. Ирина Трифонова — Тутарстан чӑвашӗ. Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче 1977 ҫулта ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ, вӑл Раҫҫейри халӑхсен хушшинчи туризм академийӗнче те ӑс пухнӑ.

«Сувар» хаҫата ытти тӑрӑхра юратса вулаҫҫӗ.

 

Кӳршӗре

«К. Иванов ҫӗршывне ҫӑлӑр!» – тесе ҫырнӑ иккен Пушкӑртстанри Слакпуҫ ял хутлӑхӗн ҫыннисем Чӑваш тата Пушкӑртстан культура министрӗсем патне янӑ ҫырура. Кун пирки Тутарстанри «Сувар» хаҫатра «Урал сасси» пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑ.

Чӑваш Мекки шутланакан Слакпуҫ, унпа юнашар вырнаҫнӑ Силпи, Краснояр, Канаш чӑваш ялӗсем каяш айне пуласран шикленнине «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Хресчен сасси» хаҫатӗнче те ҫырса кӑтартнӑ.

Пушкӑртстанри Слакпуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Краснояр таврашӗнче «Пушкӑрт аш-какай компанийӗ» пӗрлешӳ сысна комплексӗ тума палӑртать иккен. Вӑл ҫулталӑкра 15 пин тонна аш-какай хатӗрлекенскер пулмалла. Вӑл тӑрӑхри чӑвашсем ял хуҫалӑх предприятийӗ экологие сиен кӳресрен, ҫынсем шыв ӑсакан ҫӑл куҫсене лекесрен шикленеҫҫӗ.

 

Кӳршӗре
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Чулхулара Шупашкарти таксистсене хӗстерни пирки малтан хыпарланӑччӗ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче икӗ регионти таксистсем каллех пӗр чӗлхе тупайманни пирки, ҫапӑҫни ҫинчен ҫырнӑ.

Пушӑн 23-мӗшӗнче Чулхулара таксистсем ҫапӑҫнӑ. Унта пирӗн регионтисем те хутшӑннӑ. Малтанах вӗсем пухӑнса калаҫма ҫеҫ палӑртнӑ, анчах ку хирӗҫӗве куҫнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу та чӗнме тивнӗ.

Вырӑнти таксистсен шухӑшӗпе, Чӑваш Енрен, Мӑкшӑ Республикинчен тата ытти регионтан вӗсем патне ӗҫлеме килекен водительсем тарифсене пӗчӗклетеҫҫӗ, пӗтӗм саккаса илеҫҫӗ, ҫавна май «час пикре» коэффицент пысӑкланмасть.

Чӑваш Енри такситсем вара кунпа килӗшмеҫҫӗ. «Чылайӑшӗ чӑвашсем клиентсене туртса илнӗшӗн ҫапӑҫаҫҫӗ тесе шутлать. Ку ун пек мар!!! Клиентсем пурин валли те ҫитеҫҫӗ. Пӗлтерӗшӗ – клиентсене мӗнле тивӗҫтернинче. Ку тытӑмра тахҫанах йӗрке тумалла!» - ҫырнӑ Алексей халӑх тетелӗнче.

Пост патне ҫырнӑ комментарисене тишкерсен ҫакӑ паллӑ: Чулхулари клиентсем конкуренци пурришӗн, таксистсем пур саккаса та илнишӗн, хак пӗчӗкленнишӗн кӑмӑллӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56070
 

Кӳршӗре

Пушкӑртстанра пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм Чӑваш Енри ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче япала сутакан ҫынсене шыраса тупнӑ та вӗсем патне шӑнкӑравланӑ.

Пушкӑртсан хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑсен карточки ҫинче пӗр пус та юлман – йӑлтах сӑптӑрса кайнӑ. Хайхискер вӗсене таваршӑн кӑштах укҫа тӳлесе хума шантарнӑ, унтан укҫа темшӗн куҫманнине каланӑ та банкомат патне пырса хисепсене пусма ыйтнӑ. Ҫапла вӑл мобильлӗ банка кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ав унӑн вӑлтине ҫакланнӑ: сусӑрсен кӳмине сутса 4 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Ҫак хӗрарӑма тытса чарнӑ. Суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Нумай ачаллӑскер судра ҫапла ӑнлантарнӑ: «Ачасене тӑрантарас тесе, пӗлетӗр-и, эпӗ ним пирки те шутламан».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55471
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...20
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2019 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 775 - 777 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçлĕ эрне кĕтет сире. Ĕç питĕ нумай пулĕ, вĕсем нихăçан та пĕтмессĕн туйăнĕ. Çавна май эсир çемьери пелтерĕшлĕ пулăма асархамасăр юлатăр. Халĕ кĕлетке тĕлĕшпе ĕçлемелле.

Чӳк, 22

1935
84
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
62
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org