Хулара
![]() Шупашкарта пӗр арҫын ачине кӳмене лартса тӗксе пыракан хӗрарӑмӑн карас телефонне туртса илнӗ. Ют пурлӑха ярса илнӗскер часрах вырӑнтан тапса сикнӗ. Шар курнӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Инкек Ислюков урамӗнче пулса иртнине ӑнлантарнӑ. Пакунсем кӗҫех ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӑрах та вӑхӑт иртмен — хурахла тапӑннӑ тесе шухӑшлакан 35-ри арҫынна тытса та чарнӑ. Вӑрланӑ телефон ун ҫумӗнче пулман. Халӗ телефон ӑҫтине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те пакунлисен аллине ҫакланкаланӑ. Унтан та ытларах — вӑл темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ. Йӗрке хуралҫисем хайхи этем ытти чух та ҫынсене вӑрӑ-хурахла тапӑнман-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ, ҫав версие тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ача рюкзакне вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна куншӑн айӑпласшӑн, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарлать. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкарти Миттов бульварӗнче вырнаҫнӑ ача пахчине пӗлӗшӗпе пӗрле унӑн ачине илме кайнӑ. Хайхискер унта тепӗр шӑпӑрланӑн амӑшӗ енчӗкне ачан рюкзакне чикнине асӑрхаса юлнӑ. Меллӗ самант пулсанах 35 ҫулти арҫын енчӗкри укҫине вӑрлас тесе рюкзака йӑкӑртнӑ. Ҫак арҫыннӑн хваттерне ухтарнӑ, ачан рюкзакне шӑпах унта тупнӑ. Анчах енчӗкре укҫа пулман ӗнтӗ – вӑл ӑна тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти «Сад» микрорайонӗнче пурӑнакансене эвакуаци пирки пӗлтернӗ. Ҫавна май вырӑна ятарлӑ служба ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Дементьев урамӗнчи 3/2-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш подъезчӗн стени ҫурӑлса аннӑ. «Пурӑнмалли ҫурт умӗнче МЧС машинисем лараҫҫӗ, ҫынсем урамра кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ», — ҫакна курнисенчен пӗри ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑм журналистне ҫапла пӗлтернӗ. Шупашкар хулин граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Андреев каланӑ тӑрӑх, ҫынсен пурнӑҫӗшӗн хӑрушши нимӗн те ҫук. «Ҫӗнӗ ҫурт пусӑрӑннӑ, шикленмелли сӑлтав мар ку», — комментари панӑ тӳре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Василиса Варенова тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм «Про Город» редакцие йӑтӑнса аннӑ балкона сӑн ӳкерсе ярса панӑ. Тӗрӗсрех каласан, балконӑн ҫӳлти пайӗ юр йывӑрӑшне чӑтаймасӑр ӳкнӗ, аялти пайӗ вырӑнтах юлнӑ. Хӗвел урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра 5-мӗш хутра пурӑнакан пӗр ҫыннӑн балконӗ ку. Камӑн айӑпӗпе пулнӑ ку? Ҫак ҫурта пӑхса тӑракан управляющи компанийӗ айӑпа хваттер хуҫи ҫине йӑвантарать, вӑл юра вӑхӑтра тасатман-мӗн. «5-мӗш хутри балкон рами тата козырекӗ ҫурт проектне кӗмен. Ҫынсем ӑна хӑйсем туса лартнӑ. Ахӑртнех, козырека кирлӗ пек вырнаҫтарман, ҫавӑнпа юр унтан ӳкмен. Балкон рами кивӗ пулнӑ, юр йывӑрӑшне чӑтайман. Ҫак конструкцие тунӑ хуҫан юра хӑйӗн тасатмалла», - ҫапла ӑнлантарнӑ ЖКХ управляющи компанийӗ» ҫурт-йӗр фончӗн эксплуатаци пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Кашуба. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Атӑл» кинотеатр пушӑ ларнине нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Ҫак кунсенче унӑн чӳречисене ҫамрӑксем ҫӗмӗрнӗ. Кун пирки «Про Город» редакцие ҫынсем пӗлтернӗ. Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кинотеатра полицейскисем ҫитнӗ. Вӗсем темиҫе ҫамрӑка хӑваласа ҫитме хӑтланнӑ. «Эпӗ ачасемпе гипермаркет енчен утса пыраттӑм, полицейски тӑватӑ ҫамрӑк хыҫҫӑн чупнине куртӑм. Иккӗшне тытса вӑл машинӑна лартрӗ. Унтан ҫак машин кинотеатр патнелле кайрӗ. Унта темиҫе йӗрке хуралҫи пурччӗ», -каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм. Ҫак ҫамрӑксем кинотеатр чӳречисене ҫӗмӗрнӗ те унта кӗнӗ-мӗн. Аса илтерер: кинотеатрта мӗн пуласси пирки ыйтӑм ирттернӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, унта театр, кинотеатр, кафе тата ачасем валли вылямалли центр тӑвасшӑн. Анчах ку хӑҫан пуласси паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацйӗнче иртнӗ планеркӑра хальхинче ҫуртсен тӑрринчи юр, тумла пӑрӗсем пирки калаҫнӑ. Ҫак ыйтӑва ҫӗклемешкӗн сӑлтавӗ те пулнӑ: икӗ ҫын ҫине юр персе аннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Водопровод урамӗнчи 15-мӗш ҫурт тӑрринчен 13 ҫулти ача ҫине юр чӑмакки йӑтӑнса аннӑ. Тӳрех каласа хӑвармалла: ҫак ҫурта «Управдом» управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать. Ачан пуҫӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Ленин Комсомолӗн урамӗнче 28 ҫулти хӗр суранланнӑ. Ун ҫине 10/1-мӗш ҫурт тӑрринчен юр ӳкнӗ. Ку ҫурта «Эркер» ТСЖ пӑхса тӑрать. Хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков район ертӳҫисене асӑрхаттару панӑ, ҫурт тӑррисене юртан тасатма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ центрӗнче килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене, кушаксене ырӑ чунлӑ ҫынсене валеҫӗҫ. Мероприяти виҫҫӗмӗш хутра 12-18 сехетсенче иртӗ. Хӑйне евӗрлӗ ярмӑрккӑна кӑҫал пӗр мультфильма тӗпе хурса «Алсиш» ят панӑ. Ҫак мультфильм та ҫакнашкал ятлӑ, унта пӗр хӗрачана амӑшӗ йытӑ илме чарать. Мероприятие кирек кам та ҫитме пултарать, унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Ярмӑрккӑра сире пӗр-пӗр чӗрчун килӗшрӗ тӗк ӑна эсир киле илсе кайма пултаратӑр, документсене ҫырмалла ҫеҫ (ҫавӑна паспорт илме ан манӑр). Чӗрчунсене пурне те прививка тунӑ. Кӑмал пур тӑк килсӗр чӗрчунсене пулӑшма пултаратӑр: ветпрепаратсем, апат, консерв, кӗрпе таврашӗ (рис, хура тул), мӑйкӑч, уҫӑлса ҫӳремелли вӗрен илсе килӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян пушарнӑйсем Шупашкарти тӑхӑр хутлӑ ҫуртри пӗр хваттерте тухнӑ ҫулӑма сӳнтерме васканӑ. Ҫӑлавҫӑсем подъездран 20 ҫынна, ҫав шутра 5 ачана, урама кӑларнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, никам та шар курман. Сӑмах – Ярмӑрккӑ урамӗнчи 15/1 ҫурт пирки. 38 ҫулти хӗрарӑм икӗ пӳлӗмлӗ хваттерӗнче сауна тунӑ-мӗн. Ҫулӑм шӑпах ӑна ярса илнӗ. Пушар саунӑн шалти отделкине тӗп тунӑ, хваттерти мачча тата стенасем хӑрӑмланса ларнӑ. Халӗ специалистсем пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сар.ru сӑнӗ Шупашкара кӳрсе килнӗ мӑйракасӑр троллейбуссене тӗрӗслеме сул ҫине кӑларнӑ. Тепӗр эрнерен вӗсем халӑха турттарма тытӑнӗҫ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи йышши троллейбуссем мӑйракисене антарса 30 ҫухрӑм таран кайма пултарасҫӗ, мӑйракисене электролинипе ҫыхӑнтарсан вара энерги пухаҫҫӗ. Ҫапла майпа кун йышши транспорт 30% электроэнерги перекетлеме май парать. 9,2 миллион тенкӗ тӑракан троллейбуса 100 пассажир таран вырнаҫма пултарать, ҫынсем ыйтсан водитель кӳме кӗртме пандуса антараять. Ҫавӑн пекех салонра телефона зарядлама USB, пӑчӑра усӑ курма кондиционер пур. Палӑртса хӑвармалла, кун йышши пилӗк троллейбус Чукун ҫул вокзалӗнчен тапранса «Сад» микрорайонӗ таран ҫитӗ. Маршрутӑн пӗр сыпакӗнче — мӑйракасӑр, тепӗр пайӗнче линипе ҫыхӑнса ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын хӑйӗн ачине чышкӑпа воспитани парасшӑн пулнӑ. Хайхискер 2009 ҫулта ҫуралнӑ ывӑлне пӗрмай ҫапнӑ. Ҫакна амӑшӗ чӑтса тӑрайман – полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Куншӑн ашшӗне явап тыттарнӑ. Ҫак кунсенче суд пулнӑ, ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи утӑччен ывӑлне ытлашши ҫирӗп воспитани панӑ, пӗчӗкскере пӗрре мар ҫапнӑ. Юлашкинчен амӑшӗ ҫакна пӑхса тӑрайман, йӗрке хуралне кайса заявлени ҫырнӑ. Унччен вӑл полицие ҫитме шикленнӗ, мӗншӗн тесен упӑшкинчен хӑранӑ. Судра ача ашшӗ ӑна чӑнах та хӗненине ҫирӗплетнӗ, кӳнтеленсем те арҫын ывӑлне ҫапнине каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |