Шупашкар хула администрацийӗ бюджета налук пухмалли мӗнпур майпа туллин усӑ курма тӑрӑшать. Маларах унтисем хваттер тара паракансене палӑртассипе рейдсем ирттеретчӗҫ. Халӗ те хваттерсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ-ха. Анчах хальхин тӗллевӗ урӑхларах.
Шупашкар хулин Мускав районӗнче ӗҫ килӗшӗвӗсӗр ӗҫлекенсене палӑртассипе рейда тухнӑ. Специалистсем нумай хваттерлӗ ҫуртсем тӑрӑх ҫӳресе хваттер юсакансене тӗрӗсленӗ.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ӗҫлекенсем участковӑйпа пӗрле Афанасьев урамӗнчи 180 хваттерте пулнӑ. Вӗсенчен 123 хваттер алӑкне уҫакан пулман, 57-шӗнче харпӑрлӑхҫӑсем пурӑннӑ. 4 хваттерте юсав ӗҫӗсем пынӑ. Вӗсенчен пӗринче маҫтӑи ӗҫ килӗшӗвӗсӗр ӗҫленине тупса палӑртнӑ.