Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗкленекен шкул строительствипе паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ. Ҫӗнӗ шкула пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ҫӗнӗ шкул федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пысӑккисенчен пӗри пулса тӑрӗ. Унта микрорайонта пурӑнакан 1600 ача вӗренӗ. Проекта ҫӗнӗлӗхсене кӗртсе хӑварнине шута илсен, смета хакӗ 950 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. «Старатель» организацин строительство енӗпе ӗҫлекен директорӗ Сергей Суворов ӗнентернӗ тӑрӑх, паян объектра 300 ҫын ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра хутса ӑшӑтмалли тытӑма ӗҫлеттерсе янӑ. Специалистсем шкулта пӳлӗмсене хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ. «Ҫак шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла. Вӗсен ҫак шкулӑн ырлӑхне туймалла», — тенӗ Олег Николаев. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти ҫӗнӗ шкул хута кайсан хулари 33-мӗш, 53-мӗш, 2-мӗш шкулсенче ачасене иккӗмӗш сменӑна вӗрентессине пӑрахӑҫлама май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |