Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Ҫӗрпӳ районӗнчи депутат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 51 ҫулти арҫын Туҫи ял тӑрӑхӗн депутачӗ шутланать иккен. Ӑна ҫамрӑк хӗрарӑма — лешӗ нумай пулмасть ача ҫуратнӑскер пулнӑ — хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ӗҫ-пуҫ арҫын паллакан хӗрарӑм патӗнче хӑналаннӑ чух пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем хӑна ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн кил хуҫи хӗрарӑмӑн 22-ри хӗрӗ ҫумне ҫыпӑҫма пуҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Лешне ун пек тимлӗх килӗшмен паллах — тивӗҫлипе тытмалла, йӗркеллӗ пулмалла тесе асӑрхаттарнӑ пулать. Арҫынна вара «пурӑнма вӗрентни» килӗшмен-тӗр. 51 ҫулти вӑйпитти 22-ри хӗрарӑма питӗнчен ҫапса янӑ, уринчен тапнӑ, гитара ярса илсе унпа кӑкӑрӗнчен туртса панӑ пулать.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 43 ҫулти П. хушаматлӑ хӗрарӑма тепӗр ҫынна йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Сучӗ хальлӗхе пулман-ха — айӑплавне вырӑнти район прокурорӗ ҫирӗплетнӗ.
Харкашу пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Ун чух вӑл тата хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакан арҫын паллакансем патӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ. Кӗвӗҫӗве пула иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ хӗрарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те арҫынна ҫурӑмран чикнӗ. Пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ кил хуҫисене хӗрарӑм арҫын сӗтеле лектерсе савӑт-сапана ватрӑмӑр, арҫын ун ҫине персе анчӗ тесе суйнӑ имӗш. Кайран вӗсем киле тухса кайнӑ. Анчах арҫынна йывӑрлатса кайнине кура хӗрарӑм тухтӑрсене чӗннӗ. Шур халатлисем вӑхӑтра пулӑшу кӳнине кура ӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ.
Хӗрарӑм арҫынна суранлатнине йышӑнмасть-мӗн-ха. Прокуратура вӑл унччен те, 2007 ҫулта, алла ҫӗҫӗ ярса илнине пӗлтерет. Ун чух вӑл ӑна кӑкӑртан ҫӗҫӗпе чикнӗ, уншӑн ларса тухнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти хӗрӗн полицейскин аллине чӗрнепе чавнӑшӑн штраф тӳлеме тивӗ. Сахал мар… 10 пин тенкӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев уйрӑмӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр влаҫ представительне сиен кӳнӗшӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле хайхискер Шупашкарти пӗр кафере ӳсӗр пулнӑ, хӑйне йӗркеллӗ тытман. Вӑл кафе ӗҫченӗсемпе тата унта пынисемпе киревсӗр сӑмахсемпе калаҫнӑ. Лешсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем часах вырӑна ҫитнӗ. Йӗркене пӑснӑ хӗре машинӑна лартнӑ, лешӗ унта пӗр полицейскин аллине чавса пӗтернӗ. Эрех ӑсран тайӑлтарать ҫав. Ҫакна пулах хӗрӗн кӗсйинчен 10 пин тенкӗ кӑларма тивӗ.
Тӗлӗнмелле пек те, анчах Канаш районӗнчи Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ тӑнлавран пӗрре янклаттарса янипе пуҫ мимине чӗтретме пултарнӑ. Ахаль-махаль ҫыннӑнне те мар, йӗрке хуралҫине. Тата урамри пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре те мар — шалти ӗҫсен пайӗнче. Вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав.
Каччӑна йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта ӳсӗр ҫӳренӗшӗн тытса чарнӑ-мӗн. Протокол ҫырма тесе хӑйсемпе пӗрле лартса кайнӑ. Полици ҫуртне ҫитсен каччӑ чӑрсӑрланнӑ — пакунлисенчен пӗрне тӑнлавран пӗрех туртса панӑ. Лешӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла шар курнӑ. Шур халатлисем сурана сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ.
Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑ качча пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние икӗ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ.
Кӑрлач уйӑхӗнче шартлама сивӗ самаях пулчӗ. Ун чухне республикӑра шӑнса вилнисем пулчӗҫ, ӳте тӑм илнипе больницӑна лекнисем йышланчӗҫ. Иртнӗ эренере ҫанталӑк питех сивӗ пулмарӗ-ха, анчах шӑнса вилнӗ тӗслӗхсем пур.
Шупашкарта пӗр эрнере тӑватӑ ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен виҫӗ тӗслӗхӗнче эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн инкек сиксе тухнӑ. Кун пирки хулари пӗрлехи диспетчер службинчен пӗлтернӗ. Ҫак тӗслӗхсем тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче ирхи 7 сехетре Хевеш урамӗнче икӗ ҫамрӑк каччӑ виллине тупнӑ. Пӗри — 20-ре, тепри 25 ҫулта пулнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шӑнса вилнӗ. Вӗсен 25 ҫулти юлташне больницӑна ӑсатнӑ. Ҫав кунах ҫӗрле Миттов бульварӗнче 53 ҫулти арҫын виллине асӑрханӑ. Вӑл та шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Халӗ 56-ри хӗрарӑм мӗн сӑлтавпа пурнӑҫран уйрӑлнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Унӑн ӳтне нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Президент бульварӗнчи суту-илӳ комплексӗ умӗнче тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пӗтӗм оргнизмӗ шӑннӑран вилнӗ.
Шупашкарти Калинин районӗнче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын хӑйӗн йӗкӗреш тӑванне пӗр черкке шурӑ эрехшӗн мӑйӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе тирсе пӗтернӗ. Суранланнӑ арҫын тепӗр кунне пульницара вилсе кайнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр тӑвансем сӗтел ҫинче ларнӑ пӗр черкке шурӑ эрех пирки тавлашса-хирӗҫсе кӗрсе кайнӑ. Вӗсенчен пӗри, шар кураканни, ҫуттине ҫавӑрса хунӑ иккен. Черечӗпе вара унӑн пулман-ши — тепри ҫавӑншӑн урсах каять. Часах иккӗш хирӗҫсе каяҫҫӗ. Черккесӗр юлни алла ҫӗҫӗ ярса илет те тӑванне темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикет. Нумаях пулмасть суд пулса иртнӗ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен пулин те епле йышӑнни паллӑ: тӑванне суранлатнипе вӗлернӗ арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатмалла тунӑ.
Ҫак кунсенче Элӗк районӗнчи Павлушкӑнь ялӗнче пурӑнакан 53 ҫулхи ниҫта ӗҫлемен арҫына хирӗҫ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗпчевӗ вӗҫленнӗ. Хайхи ҫынна хӑйӗн арӑмӗн сывлӑхне хытах хавшатса асӑрханнуллӑ пулмасӑр вӗлернишӗн айӑпланӑ пулнӑ.
Йӗрлев тӗпчевӗ тӑрӑх, ҫурлан 24-мӗшӗнчи хайхи арҫын самай хӗренкеленӗ пулнӑ, те ҫакна пула вӑл урайӗнче выртакан 51 ҫулхи арӑмне хӗнеме тытӑннӑ. Вӑл аллӑпа та урапа та арӑмне пуҫран, хырӑмран тата ытти кӗлетке пайӗсенчен тапнӑ пулнӑ.
— Хытах ватнине пула хӗрарӑм кӑшт тӑхтасан вилсех кайнӑ. Упӑшки вара пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн тепӗр ик кун ӗҫке ярӑннӑ, арӑмӗн вилли вара ҫенӗкрех выртнӑ. Икӗ талӑкран вара, ҫурлан 27-мӗшӗнче хайхи арҫын хурал йӗркине шӑнкӑравлама хӑю ҫитернӗ, — пӗлтереҫҫӗ республикӑри йӗрлев комитечӗн пресс службинче.
Паянхи куна асӑннӑ пуҫиле ӗҫне Кросноармейски судне леҫме те ӗлкернӗ, унта вара тӳре йышӑну палӑртӗ.
Юпан 15-мӗшӗнче, ытларикун, ҫӗрле 1-сехетре Гагарин урамӗнчи урапа авӑрлавӗн станцийӗнче хирӗҫӳ пулсан иртнӗ. ВАЗ-2114 машшин хуҫипе унӑн пассажирӗ ҫул ҫинче тӑракан ӳсӗр ҫамрӑксемпе пӗр чӗлхе тупайман.
Ҫамрӑксем ҫула пушатманнине кура урапара ларакан пассажир сусӑрлатакан пистолет туртса кӑларса пеме тытӑннӑ, ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленнине кӗтсе тӑмасӑрах урапана ларса хӑйсен ӗҫӗсемпе вӑшлаттарнӑ.
Ҫамрӑксенчен пӗрине ураран суранланине кура полици ӗҫченӗсем хайхи урапа хуҫисене шырама пикеннӗ. Вӗсене чукун ҫул ҫӳмӗнчи автовокзал патӗнче тытса чарнӑ, хайхисем Патӑрьел районӗнчи каччӑсем пулнине палӑртнӑ.
Пистолетпа перекенни урапа хуҫин юлташӗ пулнине ҫирӗплетнӗ, лешӗ нумай пулмасть хӗсметрен таврӑннӑскер пулнӑ иккен. Халь ку ӗҫпе тӗпчев пырать.
Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм ҫичӗ ҫулхи ывӑлне канӑҫ паман. Ӑна вӑл тем тӗрлӗ те нушалантарнӑ: мӑйӗнчен тытса пӑвнӑ, батарея пӑрӑхӗ ҫумне пуҫӗпе те ҫапнӑ, хӗллехи вӑхӑтрах урама ҫаран пуҫӑн, пальтосӑр-курткӑсӑр тата ҫаран уран урама кӑларса янӑ. Пӗчӗкскер амӑшӗн ҫав ялтах пурӑнакан тӑванӗ патне темиҫе хут та тарса кайнӑ. Тӗпчевҫӗсем хӗрарӑм ачаран иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен тӑрӑхласа пурӑннине ҫирӗплетсе панӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшне ӗҫкӗҫ-хӗрарӑм ача кӗтмен пепке пулнипе ҫыхӑнтарнӑ иккен.
Хӗрарӑм пирки пуҫарнӑ ӗҫе халӗ прокуратура суда ярса панӑ. Халӗ пӗчӗк каччӑна хӗрарӑмӑн тӑванӗ усрава илнӗ.
Раҫҫей халӑхӗ эрех нумай ӗҫни тӳре-шарана вӑйлах пӑшӑрхантарать пулас. Хӑй вӑхӑтӗнче «типӗ саккун» йышӑнни те пулнӑччӗ, халӗ те чӑрмавсем хатӗрлесе тӑраҫҫӗ: эрех таврашне, сӑмахран, халь пӗчӗк лавккасенче сутма чарнӑ, ку ӗҫпе ӗҫлес тесен те ятарлӑ лицензи илмелле. Паянхи саккунсемпе унсӑр пуҫне эрех-сӑрана каҫхи сутма юрамасть.
Тепӗр ҫӗнӗ саккунпа «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партине кӗрекен Олег Михеев — вӑл энергетика енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председатель ҫумӗ пулса тӑрӑшать — тухнӑ иккен. Ҫӗнӗлӗхпе килӗшӳллӗн эрех-сӑрана алри укҫапа сутма чармалла имӗш, ӗҫес килсен банк карточкисемпе ҫеҫ туянма май памалла.
Саккуна ӑнлантарса панӑ тӑрӑх малтанхи чарусем ҫӗршыври лару-тӑрӑва ытлашшиех улӑштарайман имӗш — Раҫҫей ҫав-ҫавах чи нумай ӗҫекенсен йышӗнче тӑрать иккен. Карточкӑсемпе кӑна сутни вара ӗҫкӗҫсен йышне чакарнисӗр пуҫне эрех-сӑра епле сутӑннине те лайӑхрах тӗрӗслеме май парасса шанать Олег Михеев.
Паллах, кунашкал саккуна йышӑнас умӗн ытти ӗҫе самай тума тивӗ. Ҫавӑнпа та Патшалӑх Думи ӑна пурнӑҫа кӗртессин шанӑҫӗ пысӑках мар.
