Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри ирӗклӗ кӗрешӳ шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Мария Александрова Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртӑва 18 ҫул тултарман спортсменсем хутшӑннӑ.

Пирӗн ентеш 40 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫсе пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Палӑртса хӑварар: Мария Александрова Владимир Григорьев тата Максим Степанов тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20431
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мускавра шеф-поварсен хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри кулинари уҫӑ чемпионат иртнӗ. Кӑҫал вӑл «Крокус экспо» курав залӗнче иртнӗ.

Чӑваш Енри команда ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ун йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ. Вӑл – Патӑрьел районӗнчен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_424661
 

Спорт

Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Лана Прусакова кӑҫалхи сезонра пӗрремӗш медале ҫӗнсе илнӗ.

Вӑл фристайл енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл слоуп-стайл дисциплинӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Пӗрремӗш вырӑна Краснодар крайӗнчи Ксения Орлова тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мускав облаҫӗнчи Елизавета Фролова йышӑннӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче те Лана Раҫҫей чемпионатӗнче слоуп-стайл дисциплинӑра кӗмӗл медаль илнӗ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Абхазире пӗрремӗш президента Владислав Григорьевич Ардзинба халалласа Пӗтӗм тӗнчери уҫӑ турнир иртнӗ. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Каратэ енӗпе иртнӗ турнирта 10-17 ҫулсенчи хӗрачасемпе арҫын ачасем вӑй виҫеҫҫӗ.

Чӑваш Енрен 10 спортсмен кайнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ – Вӑрнарти 2-мӗш шкулта вӗрекенсем. Андрей Петров кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ, Макар Гурьев вара пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13248
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Ен спортсменки Екатерина Андреева Атӑлҫи федераци округӗнче спорт гимнастики енӗпе иртнӗ чемпионатра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Йошкар-Ола хулинче иртнӗ.

Екатерина Андреева нумай енлӗ кӗрешӳре вӑй виҫнӗ. Вӑл пурне те ҫӗнсе малти вырӑна ҫӗнсе илнӗ.

Екатерина Олимп резервӗсен 6-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл – Раҫҫей спорт мастерӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75303
 

Спорт
Спорт министрӗн телеграм каналӗнчи сӑн
Спорт министрӗн телеграм каналӗнчи сӑн

Чӑваш Енри ҫамрӑк шахматистка Марьяна Осипова Раҫҫей первенствинче ҫӗнтернӗ. Конкуренци пӗчӗк пулман. Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 75 субъектран 740 спортсмен килнӗ.ЧР спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн регионта 8 пине яхӑн ҫын шахматпа кӑсӑкланать. Пӗтӗм Раҫҫейри «Шахмат – шкула» проект вара республикӑри 80 шкулта пурнӑҫланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/vasilijpetrov_21
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Алӑсӑр ҫуралнӑ арҫын ача, Кирилл Александров, Атӑлҫи федераци округӗнче хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ чемпионатра тӳрех виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Дзержинск хулинче иртнӗ, унта 120 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кирилл виҫӗ дистанцие тӗрлӗ мелпе ишсе малти вырӑнсене йышӑннӑ.

13 ҫулти арҫын ача Шупашкарта пурӑнать. Вӑл – спорт мастерӗн кандидачӗ, Раҫҫейӗн юниорсен пӗрлештернӗ командинче тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20057
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пирӗн ентешсем, «Аквайспорт-Чӑваш Ен» хӗллехи ишев федерацийӗн спортсменӗсем, Санкт-Петербургра иртнӗ Пысӑк Нева Кубокра лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӗсем тӗрлӗ дистанцире 9 медаль ҫӗнсе илнӗ!

Михаил Андронов 2 ылтӑн тата 3 кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Ирина Брынцева 2 ылтӑн тата 1 кӗмӗл медальсемпе таврӑннӑ. Радмила Биаметова вара 1 кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20037
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Атӑл ҫинче хӗлле пулӑ тытма юратакансен чемпионачӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 32 ҫын пухӑннӑ.

Уланкӑ, шӑла тата ҫӑрттан тытнине шута илнӗ. Икӗ кунра пӗтӗмпе 140 килограмм пулӑ тытнӑ. Анчах чылай пайне пулӑҫсем киле илсе кайман, тараса ҫинче виҫнӗ хыҫҫӑн каялла шыва янӑ.

Пӗрремӗш вырӑна «Белуга» команда йышӑннӑ, иккӗмӗшне – «ЛИС», виҫҫӗмӗшне – «АКА-21». Харпӑр зачетра малти вырӑнсене Спартак Чумаков /Шупашкар/, Андрей Костерин /Йошкар-Ола/, Павел Разин /Шупашкар/ йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75209
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мускав ҫывӑхӗнчи Одинцово хулинче СССР спорт мастерӗн Артур Аветисяна халалласа каратэ енӗпе анлӑ турнир иртнӗ. Унта Раҫҫейри 42 регионти 2200 ытла спортсмен хутшӑннӑ.

Чӑваш Енри спортсменсем те вӑй виҫнӗ. Ку кӑна мар, лайӑх кӑтартусемпе те палӑрнӑ. Владимир Шурманов, Георгий Яковлев тата Кирилл Исайкин хӑйсен ӳсӗмӗнчи спортсменсемпе тупӑшса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Иван Белов тата Руслан Самарин кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Анна Яковлева пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Ксения Никитина 18-20 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче чи лайӑххи пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19933
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 84
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 26

1945
81
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
26
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть