Чӑваш Енри ҫамрӑк шахматистка Марьяна Осипова Раҫҫей первенствинче ҫӗнтернӗ. Конкуренци пӗчӗк пулман. Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 75 субъектран 740 спортсмен килнӗ.ЧР спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн регионта 8 пине яхӑн ҫын шахматпа кӑсӑкланать. Пӗтӗм Раҫҫейри «Шахмат – шкула» проект вара республикӑри 80 шкулта пурнӑҫланать.