Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти спортсмен, 6-мӗш класра вӗренекен Дамир Васильев, хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ тупӑшура, йӗлтӗрпе чупассипе тата биатлонпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗ.

Дамир йӗлтӗрпе чупса икӗ ылтӑн медаль илнӗ. Биатлонра вара икӗ кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Саламлатпӑр ҫамрӑк спортсмена!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_268193
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи Ярмушкара ҫуралса ӳснӗ спортсменка Надежда Лаврентьева Абу-Дабире иртнӗ «Open Masters Games» пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртуран 5 медальпе таврӑннӑ.

Тупӑшу ҫӑмӑл атлетикӑпа ветерансен хушшинче иртнӗ. Пирӗн ентеш эстафетӑра — «ылтӑн», 10 пин метра чупса — «бронза», тӗрлӗ дистанцие хӑвӑрт утса виҫӗ «кӗмӗл» ҫӗнсе илнӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Надежда Алексеевна 3 пин ҫухрӑма хӑвӑрт утса хӑйӗн рекордне ҫӗнетнӗ: кӑтарту 20 ҫеккунт лайӑхланнӑ.

 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарти 12 ҫулти спортсменка Елизавета Никитина Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура фристайл енӗпе тупӑшса икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Вӑл 2013-2014 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасен ушкӑнӗнче биг-эйр тата слоупстайл дисциплинӑсенче тупӑшнӑ.

Палӑртса хӑварар: Лиза 5-мӗш гимназире вӗренет, ӑсталӑхне Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче туптать. Унӑн тренерӗсем – Валерий Васильев тата Михаил Михайлов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26383
 

Спорт
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Анастасия Таталина тата Лана Прусакова фристайлистсем кӑҫалхи Олимпиадӑна хутшӑнаймӗҫ. Аса илтерер: вӑл Италире нарӑс уйӑхӗнче иртӗ.

Пирӗн ҫӗршыври спортсменсене унта хутшӑнма ахаль те йӑпӑр-япӑр ирӗк памаҫҫӗ. Олимпиадӑна йӗркелекенсем, сӑмахаран, биатлонистсене ура хучӗҫ. Йӗлтӗрҫӗсенчен Савелий Коростелевпа Дарья Непряева ҫеҫ нейтраллӑ спорстменсем пулса хутшӑнайӗҫ.

Маларах эпир асӑннӑ фристайлистсем балпа норматива тултарнӑ, анчах вӗсем рейтингӑн топ-30 списокне лекеймен: Таталина — 40-мӗш, Прусакова — 51-мӗш.

Нейтраллӑ статуса Анастасийӑна раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче панӑ, Ланӑна — 25-мӗшӗнче. Ун хыҫҫӑн хӗрсем Фристайл енӗпе тӗнче кубокӗн пӗр тапхӑрне ҫеҫ хутшӑнса ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа вӗсен балл пухмалӑх вӑхӑт та хӗсӗк пулнӑ.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Ен боксерӗ ӑмӑртуран куҫ айӗнчи кӑвакпа таврӑннӑ, анчах – медальпе.

Федор Сидоров Тольятти хулинче иртнӗ «Спартак» спортобществӑн Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Вӑл 57 килограмм тайман 19-22 ҫулсенчи спортсменсемпе кӗрешсе пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Саламлатпӑр ентешӗмӗре!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_26303
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Канаш окугӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче Юр кӗлеткесен ӑмӑртӑвне йӗркеленӗ.

Ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫак мероприятие Юр кӗлетке кунӗ умӗн ирттернӗ.

Юр кӗлеткесем чӑрӑшшӑн кӗрешнӗ. Ӑмӑртура туслӑх ҫӗнтернӗ. Юлашкинчен пурте тӑвайккинчен ярӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16681
 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Ен спортсменки, Лана Прусакова фристайлҫӑ, Швейцарире иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнать.

Лана унта Тӗнче кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшать.

Ӑмӑрту ҫак кунсенче Лакс хулинче иртет. Унта лайӑх кӑтартусем ҫӗнсе илнӗ спортсменсен кӑҫал хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнма май килӗ. Вӑл вара нарӑсӑн 6-22-мӗшӗсенче Италири Милан тата

Кортина-д’Ампеццо хулисенче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16635
 

Спорт
ОККО ТГ-каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
ОККО ТГ-каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Спорт ӑмӑртӑвӗсене пӑхма юратакансене паянхи кун чӑннипех те савӑнтарчӗ. Италире иртнӗ Тур де Ски ӑмӑртӑвӗнче Раҫҫейри икӗ спортсмен ӑнӑҫлӑ ӑмӑртрӗҫ. Вӗсем – Дарья Непряева тата Савелий Коростелев йӗлтӗрҫӗсем.

Ту тӑррине хӑпармалла ӑмӑртнӑ чухне Савелий тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнчӗ, Даша – улттӑмӗш.

Ҫапла вара Тур де Скин пӗтӗмӗшле зачётӗнче Савелий Коростелев саккӑрмӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дарья Непряева – вуннӑмӗш.

 

Спорт
Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн халах тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн халах тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри биатлонистка, Полина Архипова, Раҫҫей первенствинче бронза медале ҫӗнсе илнӗ.

Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче иртнӗ ӑмӑртура пике 17-18 ҫулсенчи хӗрсен хушшинче тупӑшнӑ. Вӑл Тутарстанри спортсменсемпе пӗр командӑра пулнӑ.

Полина Олимп резервӗсен Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Унӑн тренерӗсем — Вячеслав Акимов тата Михаил Ефимов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16788
 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Енри спортсменсем Китайра кире спорчӗ енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ.

Алексей Иванов 78 килограмм тайман спортсменсемпе вӑй виҫсе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ. Вӑл 32 килограмм таякан кире пуканне 302 хутчен ҫӗкленӗ.

Борис Глинкин вара ветерансен хушшинче виҫӗ хут тӗнче чемпионӗн ятне илнӗ. Малтан вӑл кире пуканне тӗртсе 201 хутчен йӑтнӑ. Тепӗр кунхине те ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25159
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 84
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 26

1945
81
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
26
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем