Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем Сӑр юханшывӗнче рак тытакан браконьера тытса чарнӑ. Арҫын саккуна пӑсни паллӑ.
57 ҫулти арҫын Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнать. Хайхискер Сӑр юханшывӗ хӗрринче саккуна пӑсса рак тытнӑ. Транспорт полицийӗ ӑна тытса чарсан 575 рак туртса илнӗ. Унӑн ҫак чӗрчуна тытмалли хатӗр те пулнӑ. Ӑна тата тытса илнӗ.
Ҫӗмӗрле ҫынни 575 рак тытса шыв биологи ресурсӗсене 132 пин те 250 тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Раксене каялла шыва янӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 2 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Сӑмах май, раксене кӑҫалхи кӑрлачран пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тытма юрамасть.
Ҫӗмӗрлере унччен кафе пулнӑ ҫуртра кӑшӑлвируспа кӗрешекен тухтӑрсем валли хӳтӗлев костюмӗсем ҫӗлеме пуҫланӑ. Камӑн кӑмӑл пур – унта ҫавсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫӗвӗ цехне Ҫӗмӗрлери пӗр компани пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Унта ӗҫлекенсем пӗр эрне хушшинче тухтӑрсем валли 250 ытла хӳтӗлев костюмӗ тата халатсем ҫӗленӗ.
Ҫӗмӗрлери васкавлӑ медпулӑшура тӑрӑшакан фельдшер Вера Никитина каланӑ тӑрӑх, костюмсем питӗ меллӗ, кирек хӑш калӑпӑшлӑ кӗлеткене те юраҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма 52 ҫулти Валерий Шигашева шаннӑ.
Асӑннӑ хула пуҫлӑхӗн пуканне йышӑнас камӑллисем 4 ҫын таран тупӑннӑ. Анчах республикӑри комисси вӗсенчен иккӗшне суйласа илнӗ.
Хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем черетсӗр ларӑва ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑри конкурс комиссийӗн пуҫлӑхӗ – строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн Александр Героев та пырса ҫитнӗ.
Депутатсем Валерий Шигашевшӑн пӗр саслӑн пулса сасӑланӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑх Ҫӗмӗрлере 1967 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче техникумра тата аслӑ шкулта вӗреннӗ. Салтака кайма килсен хулари савутсенче ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче усламҫӑ пулса тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан иккӗри ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ: «Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре тепӗр 29 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ», — тесе пӗлтерчӗ-ха. Ҫапла, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус инфекцине паян 29 ҫынӑнне ҫирӗплетнӗ. Ҫав шутра ачасем те пур. Пурӗ пиллӗккӗн. Чи кӗҫӗнни — 2 ҫулта, асли — 13-ре. Аслисен ӳсӗмне илсен, вӗсем — 24 ҫултан пуҫласа 81 ҫулччен.
Covid-19 диагноз паян ҫирӗпленнисенчен 10-шӗ Шупашкарта пурӑнать, улттӑшӗ — Вӑрмар районӗнче, пиллӗккӗшӗ — Тӑвай районӗнче, пӗрер тӗслӗх — Ҫӗрпӳ, Канаш, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Канаш тата Елчӗк районӗсенче. 10 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, ыттисем килте сипленеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлере пӗр ҫын ӳпке шыҫҫине пула вилнӗ. Ҫав хыпара пӗлсен унӑн кӑшӑлвирус пулнӑ текен сас-хура хӑвӑрт сарӑлнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Чувашия без паники» (чӑв. Шикленмен Чӑваш Ен) ушкӑнра та сӳтсе явма тытӑннӑ. Вирусран хытах хӑракансем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӳпке шыҫҫи кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ.
Шикленсе ӳкнисене Ҫӗмӗрлери пульницӑн тӗп тухтӑрӗ халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче лӑплантарнӑ, вилнӗ ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулманнине ҫирӗплетнӗ.
«Шел пулин те, ҫынсем тӗнчере кунсерен пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен», – тесе ҫырнӑ Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрӗн тӗп врачӗ Сергей Демьянов. Вӑл тухтӑрсене ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ, вилнӗ ҫыннӑн ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Сӑр юханшывӗнче, Пӑрачкав районӗнче, пулӑҫ ҫухалнӑ. Кун пирки мӑшӑрӗ Виктория пӗлтернӗ, пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 37 ҫулти Анатолий Владимирович Погодин пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулла кайнӑ. Вӑл Пӑрачкав районнех ҫитнӗ. Мӑшӑрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн машинине, япалисене тата телефонне ҫыран хӗрринче тупнӑ. Хӑй вара ҫук, ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.
Анатолий Погодина полици шырать. Вӑл 170-175 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, кӗске. Уйрӑм паллӑ пур: хырӑмӗ ҫинче турӑ палли пур.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев отставкӑна кайнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
58 ҫулти Алексей Григорьев ӗҫрен яма ыйтса ҫырнӑ заявление Ҫӗмӗрле хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ҫапла майпа вӑл пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланмасть.
Вӑл ку тивӗҫе 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хальлӗхе унӑн тивӗҫӗсене пуҫлӑхӑн экономика тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Туличева пурнӑҫлать.
Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ӗҫрен кайма шухӑш тытнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе хальхинче Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев ҫырнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр ларӑва пухӑннӑ. Вӗсем Алексей Григорьев заявленине пӑхса тухнӑ. Вӑл депутатсене хула ырлӑхӗшӗн пӗрле тар тӑкнӑшӑн тав тунӑ.
Депутатсен пухӑвӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене паянтан пурнӑҫлама экономика тата финас ыйтӑвӗсемпе пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пулса ӗҫлекен Елена Туличевӑна шаннӑ.
Ӗнерех депутатсем пуҫлӑха суйламалли районти комисси йышне ҫирӗплетнӗ. Ун пек комиссие республика шайӗнче те йӗркелеҫҫӗ. Пуҫлӑх пулмалли кандидата ҫапла вар пур енлӗн тишкермелле, Депутатсен пухӑвне сӗнмелле.
Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ пӑр ҫула паянтан хупнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче хыпарланӑ.
Аса илтерер: пӑр ҫул Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Наваты ялне ҫыхӑнтарать. Ун урлӑ 3 пин тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫса ҫӳреме юранӑ. Пӑр ҫула пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫнӑччӗ.
Пӑр ҫӳхелнӗ май юханшыв урлӑ ҫӳреме хӑрушӑ — машинӑсем шыва путма пултараҫҫӗ. Вӑхӑтлӑх каҫӑпа ҫӳреме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Яваплисем вӑхӑтлӑх каҫҫа сӳтме тытӑннӑ.
Ҫулла унта каллех кӗпер тӑвӗҫ. Ӑна ҫу уйӑхӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Хальлӗхе машинӑсен тавра ҫулпа ҫаврӑнса ҫӳреме тивӗ. Ку вӑл хӑйсемшӗнех паха. Васкакан вакка сикнӗ тесе ахальтен каламан вӗт.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем Ҫӗмӗрлери тӳре-шарана ачасене шкула каймалли ҫул ҫинчи пушӑ ҫурт-йӗре пӗтерме хушнӑ.
Халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем вырӑнти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем «Рябинушка» ача пахчи патне пымалли ҫул йӗркесӗррине палӑртнӑ. Унпа ҫуркуннепе кӗркунне ҫеҫ мар, хӗлле те иртме ҫук.
7-мӗш шкул пулнӑ ҫурт паян чӳречесӗр-кантӑксӑр ларать. Унӑн ҫивиттийӗ икӗ пушарта ҫурри таран ҫунса кайнӑ. Ҫав ҫурт патӗнче ачасем 2-мӗш шкула иртсе ҫӳреҫҫӗ. Коммуналлӑ парӑма пула ҫурта энергетика компанийӗ салука илнӗ. 3-мӗш шкул ҫывӑхӗнче вара тепӗр ҫурт хӑтсӑр ларать. Ӑна ача-пӑча пульници тесе тума пуҫланӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |