Хуҫасӑр йытӑсем йышланса кайнине Кӳкеҫ ҫыннисем «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ / Халӑх канашӗ) пабликра юлашки кунсенче вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Килсӗр-ҫуртсӑрскерсен ушкӑнӗ урам тӑрӑх чупнине ҫак йӗркесене авторӗ хӑй те асӑрханӑччӗ.
Хуҫасӑр йытӑсен ыйтӑвӗ ытти ял-хулара та пур. Пӗлтӗр республикӑра 573 чӗрчуна тытнӑ. Вӗсене усрамалли пӗртен-пӗр вырӑн — Шупашкарта.
Халӗ вӗсем валли приют тӑвас шанчӑк пур. Паян ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере муниципалитетсем хушшинчи приютсем тӑвасшӑн.
Чӑваш Енре чирлисене пульницӑна кӑҫал та вертолетпа илсе кайӗҫ. Пӗлтӗр вертолета пирӗн республикӑпа Мари Эл пӗрле арендӑна илнӗччӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санитари авиацийӗ валли пирӗн республика 25 миллион тенкӗ тӑкакланӑ, маларах эпир асӑннӑ кӳршӗллӗ регион — 15 миллион. Вертолет пӗр сехет вӗҫнӗшӗн 231 пин те 066 тенкӗ тухса кайнӑ.
Пӗлтӗр вертолетпа 52 пациента пульницӑна илсе кайнӑ. Кӑҫал санавиаципе 53 хутчен усӑ курӗҫ. Кӑҫал вертолет валли тата тепӗр икӗ лапам тӑвӗҫ: Ҫӗмӗрлере тата Канашра. Пӗлтӗр Шупашкарта тата Улатӑрта тунӑ.
Кӗҫӗр Ҫӗмӗрлере хӑрушла преступлени пулса иртнӗ. Унти пӗр килте 48 ҫулти арҫын хӑйӗн шӑллӗне ҫӗҫӗпе чикнӗ. 42-ри вӑйпитти инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 48 ҫулти арҫын амӑшӗпе тата шӑллӗпе пӗр хваттерте пурӑннӑ. Пӑтӑрмах каҫхи 11 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. 48 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шӑллӗпе харкашнӑ чух вӑл ҫӗҫӗ ярса илнӗ.
Пуҫиле ӗҫӗ малалла тӗпчӗҫ. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи черетлӗ ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская коронавируспа чирлекенсен шучӗ ачасен хушшинче икӗ процент чакнине, 30-59 ҫулсенчи ҫынсен хушшинче ӳсме тытӑннине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ яланхиллех Шупашкарта пысӑк пулин те ҫак хисеп юлашки вӑхӑтра кӑштах чакнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӳссе кайнӑ.
Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Кочнев ку эрнере 52 тӗслӗхе шута илнине асӑнса хӑварнӑ. Кил хуҫисем нумаях пулмасть Мускавран ӗҫлесе таврӑннӑ иккен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче шута илнӗ 22 тӗслӗхрен 10-шӗ — ватӑ ҫынсем.
«Чирленисенчен 6-шне стационара вырттарнӑ, ыттисем килтех сипленеҫҫӗ», — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров.
Оперштаб ларӑвӗнче Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи тӑрӑма та тишкернӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 45 ҫулхи арҫынна суд тунӑ. Вӑл сунар пӑшалӗпе ҫынсене хӑратнӑ. Ӑна Раҫҫей Пуҫиле кодексӗн 213-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Ӑна ирӗкрен тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӑна, 4-мӗш хутра вырнаҫнӑ хӑйӗн хваттерӗн балконӗ ҫинче тӑраканскере, подъезд умӗнче икӗ арҫын хыттӑн калаҫса тӑни килӗшмен. Ҫавӑншӑн вӑл вӗсене малтан сӑмахпа асӑрхаттарнӑ, кайран алла пӑшал ярса илнӗ. Арҫынсен ҫывӑхӗнчи тротуара тата лапама икӗ хутчен пенӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче урамра ҫутӑ хунарӗ вырнаҫтарассишӗн прокуратурӑн икӗ хутчен тӗрӗслев ирттерме тивнӗ. Малтан пӗрре тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хулари тӳре-шара ячӗпе хут ҫырнӑ-ха. Унтисем надзор органне вӑрах кӗттермен. Хуравланӑ. Унта ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне явап тыттарнине, урамра ҫутӑ хунарӗ вырнаҫтарнине ӗнентернӗ.
Сӑмах, хулари Володарский урамӗнчи 27-мӗш ҫуртпа Урицкий урамӗнчи 27-мӗш ҫуртсем хушшинчи тӑкӑрлӑк пирки пынӑ. Тӳре-шара хуравланӑ хыҫҫӑн прокуратура тепӗр хутчен тӗрӗсленӗ, анчах хунар ҫуккине асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн суда тавӑҫпа тухнӑ. Вырӑнтисем тинех хускалнӑ. Суд йышӑну кӑларасса кӗтсе тӑман — урамри ҫутӑ хунарӗсем ӗҫлесе кайнӑ.
Чӑваш Республикинчи икӗ муниципалитеа пӗрлештерес шухӑшлӑ. Ӗнер Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче Ҫӗмӗрле районӗпе хулин ҫитес пилӗк ҫулхи аталанӑвне тишкернӗ. Унта хутшӑннисем икӗ муниципалитета пӗрлештерес шухӑшлине пӗлтернӗ.
Аслӑ экономика канашӗн ертӳҫи, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков районпа хулана пӗрлештерес шухӑш вырӑнти пуҫлӑхсемпе тата предприяти ертӳҫисемпе калаҫнӑ май ҫуралнине пӗлтернӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та ку шухӑша ырлать.
Ыйтӑва татса париччен ӑна вырӑнти халӑхпа тӗплӗн сӳтсе явмалла.
Маска тӑхӑнман ҫынсене мобильлӗ ушкӑнсем ятарлӑ приложенире шута илсе пыраҫҫӗ. Йӗрке пӑсакансене шута илме Чӑваш Енри IT-специалистсем пӗрлехи тытӑм хатӗрленӗ.
«Мобильлӗ ушкӑнсен маршрутне вырӑнти пуҫлӑхсем йӗркелеҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансене тупса палӑртсан ятарлӑ приложенире шута илме, сӑн ӳкерчӗксем вырнаҫтарма пулать. Ҫавӑ судра усӑ курма та кирлӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов.
Мобильлӗ приложенипе пурин те ӗҫлеме тӑрӑшмалла. Лайӑххипе Етӗрне, Красноармейски районӗсене, Улатӑр, Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене палӑртнӑ, начаррипе — Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Комсомольски районӗсене тата Ҫӗмӗрлепе Канаш хулисене.
Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ май Варнар районӗн тӗп пульници малашне инфекциленнисене йышӑнма тытӑнӗ. Ытти пациентӑн пулӑшу ыйтма урӑх районти пульницӑсене кайма тивӗ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе Вӑрнар районӗн тӗп пульницин стационар корпусӗ ковид-госпиталь пек ӗҫлеме тытӑннӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисене ҫавӑнта сиплеҫҫӗ.
Хальлӗхе ача кӗтекен хӗрарӑмсен Ҫӗмӗрлери пульницӑна кайма тивӗ. Хирурги енӗпе Канашри пульницӑна ҫитмелле.
Паян Шупашкар хулинчи ҫиччӗмӗш суйлаври депутатсем пӗрремӗш лару ирттернӗ.
Унта хула пуҫлӑхне тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана суйланӑ. Хула пуҫлӑхӗ пулма Олег Кортунова, хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйличчен ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Владимир Филиппова ҫирӗплетнӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑри 13 муниципалитетра администраци пуҫлӑхӗсене суйлӗҫ. Кунта Канаш хули, Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем кӗреҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |