Паян, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта икӗ автобус ҫапӑннӑ. Инкек Мускав проспектӗнче ирхи 7 сехет те 40 минутра пулса иртӗ. 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус 42-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Неман» автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Лотос» автобус водителӗн тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Инкекре «Неман» автобусри 17 ҫулти пассажир шар курнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Автобус водителӗсем урах пулнӑ.
Красноармейски районӗнче Шетмӗ юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсама пуҫланӑ. Кун пирки ЧР Транспорт министерстви пӗлтерет.
Юсав ӗҫӗсем икӗ тапхӑрпа иртӗҫ. Пӗрремӗшӗ 2023 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче пулӗ. Иккӗмӗш пайне 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен пурнӑҫлӗҫ.
Иртнӗ эрнере подрядчик бетон блоксем вырнаҫтарнӑ, кӗпере сӳтме пуҫланӑ, вӑхӑтлӑх ҫул-йӗр паллисене лартнӑ. Халӗ кӗпер ҫинче машинӑсене пӗр енпе кӑна яраҫҫӗ.
Чӑваш Енре пассажирсене турттаракан патшалӑх организацийӗ туса хурасшӑн. Вӑл Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус предприятийӗсене пӗрлештерӗ.
«Паянхи кун тӗлне илсен, муниципалитетсенчи троллейбус предприятийӗсен пурлӑхне инвентаризацилесе пӗтернӗ», — пӗлтернӗ республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов. Асӑннӑ организацисен кама мӗн чухлӗ укҫа тӳлемеллине шутласа кӑлармалла. Унтан патшалӑх предприятийӗ йӗркелесе пулӑха унта парӗҫ. Ку ӗҫе кӑҫалхи ака уйӑхӗччен туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Унта водительпе пассажир кун-ҫулӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Ҫул ҫинчи инкек ирхи 7 сехет те 30 минутра «А-151» автомобиль ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳел ялӗ тӗлӗнче, пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-21099» машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Газель» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ — 1989 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тата 1990 ҫулта ҫуралнӑ пассажир вилмеллех аманнӑ.
Шупашкарти тӑватӑ общество транспорчӗ урӑх ҫулпа ҫӳрӗ. Ку - вӑхӑтлӑха кӑна
Ярославль урамӗнчи ҫулӑн пӗр пайне юсама пуҫланӑ. Ҫавна май ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 8-ччен унти ҫула пӳлӗҫ.
7-мӗш, 7-мӗш Э, 35-мӗш тата 45-мӗш маршутсем ҫав ҫул тӗлӗнче тавран кайӗҫ.
Республикӑра М-12 федераци ҫулӗн пӗр пайне тӑвас ӗҫ пырать. Строительсем кӗҫех Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫмалли кӗпере туса пӗтерӗҫ.
Вӑл Ҫӗмӗрле хулинчен 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫыранӗ тепринчен 30 метр ҫӳллӗрех. Строительсем вӗсене пӗрлештерӗҫ.
Ҫак кӗпере кӑҫал ҫулталӑк вӗҫӗнче уҫма палӑртнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ачасем урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ. Ҫавна видео ӳкерсе илсе халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенче лартса тухнӑ.
Чӑн та, пӗр енчен, ачасем урамра, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳренӗшӗн, савӑнмалла. Анчах, тепӗр енчен, урам каток пулса ларни ятарлӑ организацисем ҫав ҫула епле тытса тӑнине кӑтартса парать.
Сывлӑш температури улшӑнса тӑнӑ чухне ҫул-йӗр пӑрланса ларать-ха, анчах урамри ҫула яваплисем хӑйӑр-тӑвар тавраш пӗртте сапмаҫҫӗ-ши? Пӑрланса ларнӑ ҫулпа утса иртме те, транспорта ҫӳреме те хӑрушӑ.
Ӗнер каҫхи 9 сехет те 50 минутра Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче арҫынна машина вилмеллех ҫапса кайнӑ. Вӑл юраман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
Ҫав ҫын кам пулнине тӳрех пӗлеймен. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлама пӑрахнӑ. Ӑна ҫапса каяканни - "Лада Веста" рулӗ умӗнче ларнӑ 62 ҫулти арҫын.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Кӳкеҫре ҫул-йӗр ҫинчи инкек вӑхӑтӗнче 5 ҫын аманнӑ.
«КамАЗ» автомобиль «Лексус» ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах паян 10 сехет те 30 минутра пулнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 5 ҫын шар курнӑ: икӗ ҫын тата виҫӗ ача. Вӗсем пурте ҫӑмӑл машинӑра ларса пынӑ. Аманнӑскерсене больницӑна ӑсатнӑ.
Инкекчен кӑшт маларах пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса иртнӗ. Пӑтӑрмах ҫавӑнпа та ҫыхӑнма пултарнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр водитель ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман. Пӑтӑрмах видеокамера ҫине лекнӗ.
9 ҫулти хӗрача Хусанкай урамӗнче, ҫуран ҫӳрекенсем каҫса ҫӳремелли, анчах светофор ҫук вырӑнта, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине «AudiА4» автомобиль пырса кӗнӗ. Водитель ачана пулӑшма та, тухтӑрсемпе патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсене чӗнсе илме те шухӑшламан.
Инкек хыҫҫӑн хӗрача пульницӑна кайнӑ. Турра шӗкӗр, ача суранланса пӗтмен.
Ҫул-йӗр правилине пӑхӑнман водитель 23 ҫулти каччӑ пулнине тупса палӑртнӑ. Ӑна административлӑ майпа иртнӗ ҫул 5 хутчен явап тыттарнӑ, чылай чухне – хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |