Паян 12 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче, А-151 федераци ҫулӗн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче темиҫе машина ҫапӑннӑ. Шел те, инкек ҫын пурнӑҫне татнӑ.
ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа-Карнивал» машина унпа ҫула май пыракан «Опельпе-Астрӑпа» ҫапӑннӑ. Лешӗ «Чанган» кроссовер ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ку вара «Ниссан» ҫине пырса кӗнӗ. Пур водитель те урӑ пулнӑ.
Аварире «Ниссанри» 40 ҫулти пассажир вилнӗ. Унтах пулнӑ хӗрарӑмпа икӗ ача суранланнӑ. Вӗсем ҫула май машинӑпа пульницӑна ларса кайнӑ.
М-12 «Восток» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) федераци ҫулӗн Чӑваш Енпе иртекен пайне кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче уҫасшӑн. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Марат Хуснуллин Хӗвелтухӑҫ экономика форумӗн кулуарӗнче пӗлтернӗ.
«Ҫулӑн тепӗр пайне чӳк уйӑхӗсенче уҫма палӑртатпӑр. Вӑл лаптӑк тӗпрен илсен Чӑваш Ен территорийӗпе иртет. Ӑна эпир чӳк уйӑхӗнче уҫӑпӑр, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче трассӑна хута ярӑпӑр. Ку вӑл 150 километра яхӑн тӑршшӗ», — тенӗ Хуснуллин.
Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районне тӳртен ҫыхӑнтаракан ҫул пуласси пирки пӗлтернӗччӗ тахҫан. ЧР транспорт министрӗ Владимир Осипов вӑл тепӗр уйӑхран уҫӑласси пирки каланӑ.
Виҫӗ ҫухрӑма тӑсӑлӑкан ҫул 80 процент хатӗр. Подрядчик, «Воддорстрой», планра палӑртнинчен хӑвӑртрах ӗҫлесе пырать. Планпа килӗшӳллӗн, ҫула кӑҫал чӳк уйӑхӗччен туса пӗтермелле.
Хальхи вӑхӑтра Куславккаран Сӗнтӗрвӑррине ҫитес тесен 87 ҫухрӑм тавран каймалла. Ҫӗнӗ ҫула тусан вӑл 56 километрпа танлашӗ. Кунсӑр пуҫне М-7 ҫине тухмалла пулмӗ.
Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра М-7 федераци ҫулӗ ҫинче, Куславкка районӗнче, ҫӑмӑл машина фура умне тухнӑ. Аварире пӗчӗк машина водителӗ вилнӗ, вӑл ҫавӑн чухнех сывлама пӑрахнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хендай Солярис» водителӗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухса сулахаялла пӑрӑннӑ чухне фурӑна ирттерсе яман. «МАН» ун ҫине пырса кӗнӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Канаш районӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ. Иккӗшӗн те водителӗсем пульницӑна лекмеллех аманса пӗтнӗ.
Пӑтӑрмах каҫхи ултӑ сехетре «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫул ҫинче, Канаш районӗнчи Энтрияль ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Киа Селтос» автомашина груз турттаракан «Хендай» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, кроссовер водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ.
«Киа» рульне тытса пынӑ Мари Элти 33 ҫулти водитель аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Грузовикра ларса пынӑ 35 ҫулти пассажир та аманнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр хӗрарӑм машина айне пулнӑ.
М-7 ҫул ҫинче 12 сехет тӗлӗнче хӗрарӑм «КамАЗ» автомобиль айне пулнӑ. Вӑл ҫуран ҫӳрекенсене ҫӳремелли вырӑнпа ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ. Ун ҫине йывӑр тиев турттаракан машина пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
44 ҫултискер Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑннӑ. Хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ машина водителӗ урах пулнӑ.
Шупашкар хулинче авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫтах пӗр водитель тепринпе ҫапӑҫма пуҫланӑ.
Никольский проспектӗнчен Энтузиастсен урамне пӑрӑннӑ чухне Т567ТТ 21 номерлӗ «Ауди» автомобиль сулахай енне ҫул-йӗр правилине пӑсса пӑрӑнма тӑнӑ. «Киа-Рио» водителӗ ӑна ҫул паман.
Ҫавӑн хыҫҫӑн «Ауди» ҫамӑл машина хӑйне «кӳрентернӗ» машина умне сиксе тухнӑ, унтан водитель патне пырса темиҫе хутчен ҫапнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнме тивнӗ. Усал водитель вӗсемпе те пуҫтахла тытнӑ.
Чӑваш Ене Германири пенсионер велосипедпа килсе ҫитнӗ.
74 ҫулти Альфред Мэр велосипедпа тӗнче тӑрӑх пуҫласа 10 ҫул каялла, пенси ҫулне ҫитсен, тухса кайнӑ. Унччен арҫын шкулта ӗҫ тата физкультура учителӗ пулса ӗҫленӗ.
Велосипедпа Германи арҫынни Европӑри ҫӗршывсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, Аляскӑра, Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑсенче пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗнче арҫын Питӗре ҫитнӗ. Унтан Мускава, Чулхулана ҫул тытнӑ, «Ылтӑн ункӑ» туризм маршручӗпе ҫаврӑннӑ, Хусан хыҫҫӑн Шупашкара килнӗ. Тӑван тӑрӑхне вӑл Турци урлӑ каясшӑн.
«Кун пек уҫӑ кӑмӑллӑ ҫӗршыва курман эпӗ. Кунта хама килти пекех туятӑп темелле. Ҫынсем ырӑ кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ. Паянхи лару-тӑрура вӗсем ҫавӑн пек пулни мана тӗлӗнтерет», — тенӗ ҫулҫӳревҫӗ.
Паян 10 сехет те 10 минутра Шупашкарта Граждан урамӗнче ҫулпа пыракан манипулятор кранӗ ҫӑмӑл машина ҫине персе аннӑ. Манипулятор хӑяккӑн тӳнсе кайнӑ. Кузовӗнче пулнӑ ҫул-йӗр техники те тухса ӳкнӗ. Вӑл ҫӑмӑл машинӑран кӑшт аяккарах пулнӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче хӗрарӑм пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу, полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Телее, хӗрарӑм аманман.
«Мускав – Хусан» М-12 тӳлевлӗ магистрале уҫиччен вӑхӑт нумаях юлман – 3 уйӑхран та сахалрах. РФ вице-премьерӗ Марат Хуснуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, аван уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавпа Арзамас хушшинчи ҫул уҫӑлӗ. Раштавӑн 20-мӗшӗччен вара Хусана ҫитерекен ҫул та ӗҫлесе каймалла.
Аса илтерер: ҫула 2020 ҫулта тума пуҫланӑ, вӑл 811 ҫухрӑм тӑршшӗ. Вӑл Мускав, Владимир, Чулхула облаҫӗсем, Чӑваш тата Тутар республикисем урлӑ иртет. М-12 ҫула кайран Екатеринбург таран тӑсӗҫ, 2025 ҫулта вара – Тӗмене ҫити.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |