Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи композиторсен союзӗн президенчӗ, музыковед, композитор, чӑваш халӑхӗн патриочӗ Николай Зимин куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Николай Александрович 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркашра ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, Чулхулари (ун чухне вӑл хула Горький пулнӑ) М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи музыковедени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Николай Зимин – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри музыка пӗрлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, А. Талвир литература премийӗн лауреачӗ.
Вӑл 100 ытла музыка произведенийӗпе аранжировка авторӗ, профессилле тата халӑх музыкипе 500 ытла публикаци ҫырнӑ.
Николай Александровичпа ыран, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти ритуал пулӑшӑвӗнче (Граждан урамӗ, 19-мӗш ҫурт) 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ учрежденире икӗ теҫетке ҫул ытла тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ Ирина Терентьева ӗнер пурнӑҫран уйрӑлса кайнине хурланса пӗлтернӗ. Хыпара Чӑваш Ен Культура, национальноҫсн ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ирина Терентьева 1962 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ялӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта Шупашкарти физикӑпа математика шкулӗнчен, 1984 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Малтанласа Приморье тӑрӑхӗнчи Дальнереченск хулинче ӗҫленӗ, 1992-1996 ҫулсенче ҫар службине контрактпа кайнӑ, унта командирӑн финанспа экономика енӗпе пулӑшуҫи пулнӑ. 1997-1998 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Культура министерствинче ревизор пулнӑ, 1998 ҫулта ӑна Оперӑпа балет театрне тӗп бухгалтера ӗҫе илнӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗ хӑйӗн мухтавлӑ ҫыннипе, СССР халӑх артисткипе Вера Кузьминапа, сывпуллашрӗ.
Ун пек пултаруллӑ, хӑйсем хыҫҫан тарӑн йӗр хӑваракан сумлӑ ҫынсем Ҫӗр ҫине ҫӗр ҫулта (е, тен, унран та сайрарах) пӗрре килеҫҫӗ пулӗ. Вӗсем кайсан тӗнче ҫавсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн кӑна мар, пӗтӗм халӑхшӑн пушанса юлать пулӗ. Хӑй вара хӑйӗнпе мӑнаҫланса калаҫма юратман. «Сирӗн шая ҫитнӗ е ҫитме пултаракан артистсем пур пек-и паян театрта?» — тесе ыйтнӑччӗ ҫак йӗкесен авторӗ 2020 ҫулх нарӑс уйӑхӗнче журналист ӗҫӗпе тӗл пулсан. «Ан тӗлӗнтер-ха. Пурте манран иртсе кайнӑ халь. Ҫамрӑксем мӗнле лайӑх выляҫҫӗ. У-у-у! Вӗсенчен вӗренмелле те вӗренмелле. Эп халь вӗсенчен хам вӗренетӗп», — хуравланӑччӗ чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, хӑватлӑ сцена ӑсти.
Вера Кузьминапа сывпуллашма республика Элтеперӗ Олег Николаев, депутатсем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, ӑна юратакан куракансем пуҫтарӑннӑ.
Вера Кузьминана Шупашкрати Б. Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ.
Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ та ятлӑ-сумлӑ ҫынни, чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Вера Кузьмина ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, куҫне ӗмӗрлӗхе хупнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вера Кузьмина – СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни. Ӑна юлашки ҫула ӑсатма
паян республика ертӳҫи Правительство комиссийӗ йӗркелени ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ.
Халӑх юратнӑ артисткӑна юлашки ҫула ӑсатассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене председатель пулса республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ертсе пырӗ. Комисси председателӗн ҫумӗ – культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова.
Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ҫынни, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 97 ҫулта пулнӑ, пурӑннӑ пулсан ҫитес уйӑхра 98 ҫул тултармаллаччӗ...
Вера Кузьмина К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1947 ҫултанпа ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Вӑл 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Мускавра ГИТИСра вӗреннӗ. Тӑван ҫершывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче вӑл ыттисем пекех йывӑр ӗҫе хутшӑннӑ, вӑрман та каснӑ.
Вера Кузьмина — К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине, «Ылтӑн маска — 2017» премисене тивӗҫнӗ.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Екатерина Казакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Екатерина Георгиевна культурӑпа ӳнер сферинче ӗҫлесе ӗмӗрне ирттернӗ. Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӑл тӑватӑ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Ҫав шутран 30 ҫул ытла Екатерина Казакова учреждение ертсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Культура, нацинальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Екатерина Георгиевна пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнине, ӗҫе тӗплӗ йӗркелеме пӗлнине палӑртаҫҫӗ.
Хастар хӗрарӑм Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш созывӗсенче депутата суйланнӑ.
9 кун каялла, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, вырӑсла ҫыракан чӑваш ҫыравҫи Альберт Николаевич Айзман вилсе кайнӑ.
А.Н. Айзман 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Алькеш ялӗнче Николай Айзман драматург ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, тайгара вӑрман каснӑ, Совет Ҫарӗнче авиатор пулса хӗсметре тӑнӑ, Шупашкарти ҫар оркестрӗнче музыкант пулнӑ, чылай хушӑ тӗрлӗ заводсемпе фабрикӑсенче слесарь, мастер, рабочи пулса ӗҫленӗ. Ун пӗрремӗш калавӗ 1970 ҫулта «Молодой коммунист» хаҫатра пичетленнӗ. Тата темиҫе ҫултан «Дружба» альманахра «Чёрная звезда» приключениллӗ повеҫӗ тухнӑ. Унӑн «Перламутровые волны» (2014), «И все вернется на круги своя» (2016), «Прощальный поход» (2018), «Двое из богемы» (2021) калавсемпе повӗҫсен пуххисем вулакансем патне ҫитнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшне автор хӑй укҫи-тенкипе пичетлесе каларнӑ, "Прощальный поход" вара Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Хайлавӗсенче ҫыравҫӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑртан пуҫласа 1980-мӗш ҫулсемчченхи Шупашкар пурнӑҫне витӗмлӗн уҫса панӑ, ҫын чун-чӗри мӗнле сӑлтавсене пула улшӑнса пынине сӑнланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки Нелли Смородинова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Чӑваш Республикин Театр ӗҫченӗсен союзӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Нинелия Смородинова (качча кайсан вӑл упӑшкин хушаматне илсе Аникина пулса тӑнӑ) Муркаш районӗнчи Чуманкасси ялӗнче 1938 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Мускаври ГИТИСри чӑваш студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1961–2004 ҫулсенче Нинелия Семёновна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ.
Нелли Смородинова 100 ытла сӑнар калӑпланӑ. Теле- тата радиоспектакльсенче, кинофильмсенче ӳкерӗннӗ, концертсене хутшӑннӑ, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ фильмсенче сӑнарсене чӑвашла калаҫтарнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, артисткӑна паян, авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Унпа
Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра 12 сехетрен пуҫласа 12 сехет те 45 минутчен сывпуллашӗҫ, 13 сехетрен пуҫласа 13 сехет те 30 минутчен — Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫурт (унта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ вырнаҫнӑ) умӗнче.
Паян Раҫҫейӗн инкеклӗ ӗҫсен министрӗ Евгений Зиничев сарӑмсӑр вилӗмпе пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. 55 ҫулти тӳре-шара Норильскра арктика зонине инкеклӗ лару-тӑруран ҫӑлас енӗпе ирттернӗ ведомствӑсем хушшинчи вӗрентӳ вӑхӑтӗнче вилнӗ.
Федераци МИХӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта видеофильм ӳкернӗ оператор ту хысакӗнчен шыва персе аннӑ. Ӑна ҫӑлма тӑнӑ Евгений Зиничев та ту хысакне ҫапӑннӑ. Оператора та, Евгений Зиничева та пульницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах пурнӑҫӗсене ҫӑлса хӑварма май килмен. Евгений Зиничев 55 ҫулта пулнӑ.
Раҫҫейӗн инкеклӗ ӗҫсен министрӗ пурнӑҫран сарӑмсӑр уйрӑлса кайнӑ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хурланнине пӗлтернӗ.
Паян Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗпе Николай Карачарсковпа сывпуллашнӑ.
Ӑна лайӑх пӗлекенсем, унӑн пултарулӑхне хаклакансем палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Прокофьевич ӑста мӗнпур пултарулӑхне тӑван тӑрӑхпа тӑван халӑха панӑ. Вӑл ӗҫ ҫыннисене каҫса каясла хисепленӗ, пушанса юлакан ялсемшӗн, пӗччен ватӑсемшӗн чунне ыраттарнӑ ду. Яланах чӑнлӑхшӑн хыпса ҫуннӑ.
Николай Карачарсков 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти художество училищинче вӗреннӗ.
Унпа паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче сывпуллашӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |